К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ черетлӗ, 105-мӗш, сезона уҫма хатӗрленет. Чаршава авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльпе уҫма палӑртса хунӑ.
Аса илтерер: «Вӗри юнлӗ ҫемҫе чун» спектакле куракан патне ҫитерессишӗн театрӑн илемлӗ ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев тӑрӑшнӑ. Ӗҫе И.С. Максимов-Кошкинскийӗн «Константин Иванов» драми тӑрӑх хатӗрленӗ. Асӑннӑ спектакле «Нарспи» поэмӑна ҫырнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ.
Чӑваш Республикин ача-пӑча вулавӑшӗ «Анне эрешӗсем» чӑваш тӗррин шкулӗн пӗрремӗш онлайн-занятине иртнӗ эрнере ирттернӗ. Ӑна вӑл тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче йӗркеленӗ.
Тӳре эфирта Чӑваш тӗррин музейӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫченӗ, Н.В. Никольский ячӗллӗ журналистсен премийӗн лауреачӗ, чӑваш тӗррине халалланӑ чылай кӗнеке авторӗ Наталья Захарова-Кульева калаҫнӑ.
Ҫитес заняти паян, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 13 сехетре пуҫланӗ. Чӑваш тӗррин тӗсӗ тата эрешӗсем мӗн пӗлтерни ҫинчен Чӑваш тӗррин музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Татьяна Петрова каласа кӑтартӗ.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче поэзие юратакансене «Литература беседкине» йыхравлаҫҫӗ. Унта пухӑннисем «Семь поэтов» (чӑв. Ҫичӗ поэт) сӑвӑсен пуххине кӗнӗ хайлавсен авторӗсемпе тӗл пулайӗҫ. Поэзие юратакансен каҫӗ 14 сехетре пуҫланӗ.
«Ҫичӗ поэт» проект авторӗсем ку ярӑма тӑватӑ ярӑмран йӗркелеме палӑртнӑ. Вӗсене кашнине ҫутҫанталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑтне халаллӗҫ. Тӑваттӑмӗш кӗнекене ҫулла ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Ӑна кӗҫех пичете ӑсатӗҫ.
Ҫуркуннене халалланӑ кӑларӑма Светлана Гордеева, Наталия Носова, Марина Туманова, Людмила Шадрина, Александр Шпаннагель, Светлана Берёзкина, Иван Вершинин сӑввисем кӗнӗ.
Чӑваш Енре «Чӑвашмультфильм» анимаци кластерӗ йӗркелеме палӑртнӑ.
Проекта Григорий Гладков композитор, Раҫҫей Федерацийӗн ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫейри композиторсен союзӗн членӗ пуҫарса янӑ.
Йышра ҫавӑн пекех — Netflix валли Love, Death & Robots анимаци антологине йӗркеленӗ Виталий Шушко; Дмитрий Хаустов телеертӳҫӗ, артист, сасӑ актёрӗ тата «Мельница» (чӑв. Арман) анимаци киновӗн студийӗ валли мультфильмсем хатӗрлекен Олег Маркелов.
«Чӑвашмультфильм» коммерцилле мар организацин председателӗ Тахир Мирджапаров палӑртнӑ тӑрӑх, командӑра — пултаруллӑ гейм-дизайнерсем, графика, 3D ӑстисем.
2023 ҫулта Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль хӑҫан иртесси паллӑ. ЧР Элтеперӗ хушӑва алӑ пуснӑ.
Кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ҫитес ҫул вӑл 16-мӗш хут иртӗ.
Аса илтерер: йӑлана кӗнӗ кинофестиваль кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче пулнӑ.
Чӑваш тӗрине тӗрлеме вӗрентекен видеоуроксем хатӗрлӗҫ. «Анне эрешӗсем» ят панӑ видеоматериалсене Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ хатӗрлӗ. Палӑртнине пурнӑҫа кӗртме библиотекӑна Раҫҫей Президенчӗн гранчӗ пулӑшӗ.
Ҫав укҫапа вулавӑш ӗҫченӗсем камерӑпа видеомикшер, ятарлӑ ҫутӑ хатӗрӗсем, пӗчӗк микрофонсем тата тӗрленӗ чухне усӑ курмалли хатӗрсем туяннӑ.
«Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» телеграм-каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, «тӗрӗ ӑстисем шкул ачисемпе уроксем ирттерӗҫ, ҫӗвӗ хыҫҫӑн ҫӗвӗ, эреш хыҫҫӑн эреш ӑсталама вӗрентӗҫ. Ҫак видеоуроксемпе кайран пурте усӑ курма пултарӗҫ».
Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн республикӑра чӑвашла хаҫатсенчен пӗри, «Чӑваш хӗрарӑмӗ», тухса тӑма пӑрахӗ. Кун пирки асӑннӑ кӑларӑм тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ.
«Тӑванӑмӑрсем, вулаканӑмӑрсем! 25 ҫул тухса тӑнӑ хыҫҫӑн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат хупӑнать — 2023 ҫултанпа вӑл текех вулакан патне ҫитмӗ. Ҫак хаҫата упраса хӑварас тесессӗн сирӗн пулӑшу кирлӗ!» — чӗнсе ҫырнӑ хаҫатҫӑсем.
Асӑннӑ кӑларӑм — «Хыпар» хаҫат «пепкисенчен» пӗри. Ӑна «Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑрать.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тата чӑваш диаспорисенчи хӗрарӑмсем хӑйсен кӑларӑмӗсӗр тӑрса юлӗҫ. Хаҫат кӑларма пӑрахас йышӑнӑва издательство ҫурчӗн администрацийӗ тунӑ.
Паян Мускаври «Коломенское» музей-заповедник территорийӗнче славян искусствин регионсем хушшинчи «Русское поле» (чӑв. Вырӑс уйӗ) XI пултарулӑх фестивалӗ иртет. Пултарулӑх мероприятине Раҫҫей халӑхӗсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне тата Мускав хулине йӗркеленӗренпе 875 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фестивале Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑнӗҫ. Ҫав шутра – халӑх ташшин «Суварята» (чӑв. Суварҫӑсем) ача-пӑча халӑх ансамблӗ (ертӳҫи — Раҫҫей тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов) тата «Родные просторы» (чӑв. Тӑван тӑрӑх) халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Кондратьева).
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче кино тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Ӑна культура учрежденийӗ «Ночь кино» (чӑв. Кино каҫӗ) пӗтӗм ҫӗршыври акцие хутшӑннӑ май йӗркелет.
«Ҫеҫпӗл» кинозалта кӗҫӗр, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пысӑк экран ҫинче 2021-2022 ҫулсенчи ӑнӑҫлӑ кинопремьерӑсене кӑтартӗҫ. Вӗсене хамӑр ҫӗршыври ӑстасем ӳкернӗ.
18 сехетре квест иртӗ. 19 сехетре «Последний Богатырь: Посланник Тьмы» (6+) приключени, 21 сехетре «Пара из будущего» (12+) камит, 23 сехетре «Чемпион мира» (6+) драма кӑтартӗҫ. Тӳлевсӗрех!
«Канаш ен» хаҫат тухма пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗ – чылай хаҫатшӑн паллӑ уйӑх.
Канашсен хаҫачӗ ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 20 ҫул тултарнӑ.
Унӑн пӗрремӗш номерне 2002 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кун ҫути кӑтартнӑ. Ун чухне хаҫат эрнере виҫӗ хутчен тухнӑ. Паян вӑл эрнере пӗр хутчен пичетленет.
«Канаш ен» унчченхиллех район тата ял ҫыннин пурнӑҫӗпе паллаштарать. Самана таппипе тан пырас тесе хаҫатҫӑсем тӗнче тӗтелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче хӑйсен страницисене хастар тытса пыраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |