Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейне хулари ватӑсем кӑмӑлтан ҫӳреҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центра ҫӳрекен кинемисемпе мучисене унта тӑтӑшах илсе каяҫҫӗ. Шупашкар хулин кунӗ умӗн социаллӑ учрежденин кӑнтӑрлахи 2-мӗш уйрӑмне ҫӳрекенсем музейри экспонатсемпе паллашнӑ.
«Хамӑр историе пӗлмелле. Асаннесемпе кукамайсен арчинче упраннӑ япаласене музейра курма питех те хавас. Унта — пирӗн кун-ҫулӑмӑр, чӑваш халӑхӗн пуян эткерлӗхӗ», — палӑртнӑ музейра пулса курнӑ Марина Лямина ятлӑ кинемей.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене черетлӗ, 105-мӗш, сезонта ҫӗнӗ ӗҫсемпе кӗтсе илме хатӗрленет.
Хальхи вӑхӑтра унта Вера Панова пьеси тӑрӑх хатӗрлекен «Уйрӑлу каҫӗ» спектакль-мюзикл репетицийӗ пырать.
Ҫавӑн пекех «Мӑнаккасем» камите лартассипе тимлеҫҫӗ. Александр Коровкин театрпа кино актерӗн тата драматургӑн «Тетки» пьесине чӑвашла куҫарнӑ. Куракансем валли ун тӑрӑх хаваслӑ спектакль хатӗрлеҫҫӗ.
Александр Островскийӗн «Последняя жертва» пьесине те лартӗҫ.
Унсӑр пуҫне театрта «Фольклортан пуҫласа джазчен» (ку вӑл ҫирӗплетнӗ ят мар, ӗҫ варианчӗ) спектакль-концертпа ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Ольга Савандееван «Пысӑк чӗпӗ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли кӑларнӑ. Редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Мария Ермолаева.
Ҫӗнӗ кӗнекене алла илсен ачасем чӗрчунсем ҫинчен ҫырнӑ калавсемпе паллашайӗҫ. Тӗп сӑнарсем — ырӑ кӑмӑллӑ та ӗҫчен ачасем. Вӗсем ашшӗ-амӑшне пулӑшаҫҫӗ, ӑмӑртмалла ӗҫлеҫҫӗ, пушӑ вӑхӑта савӑк та усӑллӑ ирттереҫҫӗ.
Шупашкарти Марфа Трубина ячӗллӗ вулавӑша 1970 ҫулсенчех уҫнӑ. 2019 ҫулта тӳре-шара вулавӑшсене оптимизаци тума шутласан вӑл черетри пӗрремӗш пулнӑ. Телее, ӑна хупман. Халӗ ав ҫӗнелнӗ вулавӑш алӑкӗсене уҫнӑ.
Марфа Трубина ячӗллӗ вулавӑш Раҫҫей конкурсне хутшӑнса 15,4 миллион тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫа ҫурта юсамалли пулнӑ. Вулавӑша чӑваш наци стилӗпе килӗшӳллӗн юсаса ҫӗнетнӗ.
Вулавӑша савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тата хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хутшӑннӑ.
Паян Телеграмри пӗр каналта Сорокино ял клубне кӑтартрӗҫ. Вӑл Псков облаҫӗнчи Дедовичи районӗнче вырнаҫнӑ. Халӑхӗ кунта нумаях мар, 2010 ҫулта мӗнпурӗ те 132 ҫын пурӑннӑ. 8 ҫул маларах, 2002 ҫулта — 229 шутланнӑ. 2001 ҫулта вара — 275 ҫын. Паянхи кун мӗн чухлӗ халӑх пурӑнни паллӑ мар (Википеди пӗлтермест, хам шырарӑм — тупаймарӑм).
Вӑт, хайхи ҫак клуба пӑхнӑ май хамӑн Чӑваш Республикишӗн кӑштах савӑнса илтӗм — пирӗн, вӗт-ха, ял клубӗсене юсаҫҫӗ, ҫӗнетеҫҫӗ. Усӑр пуҫне ҫӗннисене те хӑпартаҫҫӗ! Кунта вара крыльци тайӑлса кайнӑ. Ҫурчӗ ҫинче ӗлӗкхи лозунгсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ... Сӑмахран, «В земле наши корни» (чӑв. Ҫӗр — пирӗн тымар), «Хлеб — богатство родины» (чӑв. Ҫӑкӑр — ҫӗршыв пуянлӑхӗ). Вӗсем тӗпренсе пӗтнӗ, совет союзӗ арканнӑранпах никам та юсаман, ҫӗнетмен… Телеграмм канал вуласа панӑ пӗлтерӳсем тӑрӑх, клубра ачасем валли дискотекӑсем ирттереҫҫӗ (кашнинчен 30 тенкӗ пухаҫҫӗ), аслисем валли ташӑ каҫӗсем (ыйтсан) йӗркелеҫҫӗ.
Дедовичи районӗн кану центрӗн сайтӗнчи сӑнсене пӑхас пулсан культура пурнӑҫӗ кунта, ҫуртне тахҫанах юсаман пулин те, вӗресе тӑрать.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ черетлӗ сезона авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫма палӑртать. Асӑннӑ сезон — паллӑ ҫул. Вӑл — 105-мӗш.
Нумаях пулмасть театрта труппа пухӑвӗ иртнӗ, унта ҫӗнӗ сезонти плансене палӑртса тухнӑ, вӗсене сӳтсе явнӑ.
Культура учрежденийӗн директорӗ Юрий Владимиров пӗлтернӗ тӑрӑх, куракансене авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче И.С. Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле йыхравласшӑн.
Чӑваш Ен Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти Андриян Николаев лётчик-космонавтӑн мемориал комплексӗ ҫинчен Раҫҫейри турооператорсем те пӗлме тытӑнӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Чулхулара «Раҫҫейӗн музей маршручӗсем» проектпа тишкерӳ тата презентаципе мероприятийӗсем иртеҫҫӗ.
РФ Культура министерстви йӗркеленӗ мероприятие Раҫҫейӗн 6 федераци округӗнчи 12 регионта (Тӗмен, Кемӗр, Мускав, Ростов, Ярославль, Мурманск, Ленинград, Чулхула облаҫӗсенче, Пушкӑртстанра, Мари Элта, Краснодар крайӗнче, Питӗрте) иртеҫҫӗ, Питӗрте пӗтӗмлетӗҫ.
Асӑннӑ форума Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский тата Шуршӑлти А.Г. Николаев лётчик-космонавтӑн мемориал комплексӗн директорӗ Александр Тукмаков хутшӑнаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче «Отмеченная зима. 1982. История издания книги» ҫӗнетсе хатӗрленӗ курав уҫӑлӗ. Ӑна Геннадий Айхи пултарулӑхне халалланӑ. Асӑннӑ ятпа пухса хатӗрленӗ курава пуҫласа 2019 ҫулта кӑтартнӑ. Кӗнекене кӑларнӑранпа 40 ҫул ҫитнӗ тӗле ӑна урӑх материалсемпе пуянлатнӑ.
«Отмеченная зима». 1982. История издания книги» проект – куҫса ҫӳрекен курав. Вӑл Геннадий Айхи поэтӑн тата куҫаруҫӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартать.
Курава Айхин Францири архивӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн йӗркелеме йышӑннӑ. Ӑна поэтӑн тусӗ Николай Дронников 2015 ҫулта Чӑваш наци музейне парнеленӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Созвездие земляков» (чӑв. Ентешсен ҫӑлтӑр ушкӑнӗ) пӗтӗм тӗнчери III фестиваль иртӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 25-27-мӗшӗсенче пулӗ.
Фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Чӑваш Енрен тухнӑ ӑстасем тата Чӗмпӗрти артистсен патшалӑхӑн «Держава» вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗ хутшӑнӗ.
Ҫак тата ытти ҫӗнӗ хыпара Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин коллективӗн ҫӗнӗ сезонти ӗҫ-хӗлне палӑртма ирттернӗ пухӑвӗнче пӗлтернӗ.
Кӑнтӑр-Сахалинскри режиссёр Шупашкарти театрсенчен пӗринче спектакль лартӗ. Хӑна ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Антонина Добролюбова Чӑваш патшалӑх пукане театрне килсе ҫитнӗ. Ӑна культура учрежденийӗн директорӗ Елизавета Абрамова ертсе пыракан ушкӑн чыслӑн кӗтсе илнӗ.
Антонина Александровна — режиссёр-постановщик, Сахалинти пукане театрӗн илемлӗх ертӳҫи. Вӑл Николай Носовӑн калавӗ тӑрӑх «Мишкина каша» ӗҫе куракан патне ҫитерӗ.
2020 ҫулта Антонина Добролюбова Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Три Толстяка», 2021 ҫулта «Снегурочка» спектакльсем лартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |