Ҫак кунсенче «Авалхи чӑваш ӗнем» ушкӑн валли кунталӑк, пурне те ӑнланмалла каласан — календарь, хатӗрлеме тиврӗ. Ҫак ӗҫпе аппаланнӑ хыҫҫӑн, тата чӑвашӑн пурнӑҫне сӑнанӑ хыҫҫӑн, пуҫра тӗвӗленнӗ шухӑшсене пӗлтерес килет.
Чӑвашӑн вӑл ҫук, ку ҫук, тенине эпӗ те, эсир те сахал мар илтнӗ пуль. Пире паянхи саманапа тан аталанса пыма чӑрмантаракан япаласенчен пӗри вӑл, ман шутпа — хамӑра ытла та ӗлӗкхипе тата авалхи япалапа ҫыхӑнтарма тӑрӑшни. Ҫавна пулах, ман шутпа, пирӗн чӑвашӑн чылай япала ҫук та. Ура хуракан япаласем тата та пур-ха вӗсем, анчах кунта ҫак япала пирки сӑмахласа илесшӗн.
Чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансен чи юратнӑ сӑмахӗсенчен пӗри вӑл: «ҫӗнӗ йӑла шутласа кӑлармастпӑр, киввине манмастпӑр» текенни. Ваттисен сӑмахӗ те пур: «Авалхи йӑлана ан пӑрахӑр, ҫӗнӗрен йӑла ан кӑларӑр». Ҫакӑ вара, ман шутпа, чӑваша паянхи саманапа тан пыма ытла та чарса пырать. Машинӑри тормоз пекех. Ытла та ӗлӗкхипе пурӑнасшӑн.
Ку пурнӑҫӑн кашни кӗтесӗнче тӗл пулать тесен те йӑнӑш мар пуль. Цифрӑсене пирӗн темшӗн ӗлӗкхилле, карт ҫырӑвӗ пек ҫырас килет, миҫе ӗмӗр унтанпа иртмен пулин те халӗ те Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑчӗпе йӑпанса пурӑнатпӑр.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 13 сехетре Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнчи «Пӗлетпӗр, мӑнаҫланатпӑр» краеведени тӗпелӗнче Праски Виттипе тӗл пулу иртӗ. Вӑл — Раҫҫейре ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те паллӑ ӑста, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗ, чӑваш халӑх художникӗ, Раҫҫей Президенчӗн литературӑпа ӳнер премийӗн лауреачӗ, П. Егоров ячӗллӗ Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ.
Виталий Петрович пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ, тӗнче шайӗнче ят-сум ҫӗнсе илме пултарни ҫинчен каласа кӑтартӗ, пухӑннисен ыйтӑвӗсене хуравлӗ.
Шупашкарти тӗп культура тытӑмӗнчи «Сарпике» халӑх ташӑ ансамблӗ 50 ҫул тултарнӑ.
Коллектива Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Антонина Григорьева-Малина пуҫарса янӑ. Ушкӑна 2014 ҫултанпа Алиса Лукина балетмейстер ертсе пырать.
Юбилей концерчӗ Чӑваш Республикин культурӑпа ӳнер институтӗнче иртнӗ. Юбилейпа пултарулӑх ушкӑнне нумай-нумай сумлӑ ҫынпа чылай артист саламланӑ. Ҫав шутра — «Аsaмат» эстрада ушкӑнӗ, «Пӗр тӑван Малинасем» вокал ансамблӗ, Николай Пыркин тата Светлана Печникова чӑваш эстрада артисчӗсем тата ыттисем.
Чӑваш Енри экскурсоведсем аттестаци витӗр тухнӑ. Ала витӗр тухнисем — экскурси ӗҫӗнче виҫӗ ҫултан ытларах тӑрӑшаканскерсем.
Професси тӗрӗслевӗ витӗр тухнисенчен 2 экскурсовода гид-тӑлмачӑ евӗр евӗр хакланӑ. Вӗсен вырӑсла, акӑлчанла тата хрантсусла пӗлнине кӑтартса пама тивнӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, экскурсоведсен профессири пултарулӑхне хаклама Тутарстанри тата Мари Элти экспертсем килнӗ. Кӳршӗллӗ регионсемпе ӗҫлени регионсем хушшинчи туризм маршручӗсене йӗркеленӗ чух кирлӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче мухтавлӑ режиссёра Иосиф Дмитриев-Трера асра тытаҫҫӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халлалласа ӳнер учрежденийӗ «Яту сан ӗмӗре ҫуталтӑр» музыкӑпа поэзи каҫне ирттерме палӑртса хунӑ.
Пултаруллӑ артистӑн, режиссёрӑн, поэтӑн пултарулӑхне сума сӑвакансем театра раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Музыкӑпа поэзи каҫӗ 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Ҫав каҫ Лолита Чекушкина композитор ҫырнӑ ораторипе паллашма май килӗ. Унӑн никӗсӗнче — Иосиф Трерӑн «Ӑрӑм» поэми.
«Иосиф Александровичпа эпир пӗрле нумай ӗҫленӗ. Вӑл маншӑн пулӑшуҫӑ тата юлташ пулса тӑнӑ. Пӗрле ӗҫленӗ тапхӑрта вӑл мӗн тери йӗр хӑварнине каласа пӗтерме те ҫук», — тет композитор.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян «Наследие Чувашии» ҫӗнӗ сайта хӑтларӗҫ, вӑл мӗнлерех пулмаллине сӳтсе яврӗҫ.
Ҫӗнӗ сайта культурӑпа ӳнер тӗлӗшпе мӗнпур нацишӗн пӗлтерӗшлӗ пултарулӑх проекчӗсене пулӑшас тӗллевлӗ Раҫҫей Президенчӗн гранчӗпе усӑ курса йӗркеленӗ. Грант илнӗренпе мӗнпурӗ 4 уйӑх ытларах иртнӗ пулин те ҫӗнӗ сайт сӑн-пичӗ хатӗр те ӗнтӗ. Пур пая та информаципе тултарса ҫитереймен пулин те кӗске вӑхӑт хушшинче тунӑ сайт пӗтӗмӗшле пӑхсан хатӗр.
Наци вулавӑшӗ ку сайтра чӑваш халӑхӑн культурине ҫутатакан мӗнпур информацие пухса вырнаҫтарасшӑн. Вӑл ҫеҫ те кӑна мар, кунта ҫыннисем пирки те, ял-хула ҫинчен те, халӑхӑн историйӗ, республикӑн паллӑ вырӑнӗсем пирки информаци пулмалла. Ҫак мӗнпур информацие наци вулавӑшӗ тӗрлӗ вырӑнтан пухса йӗркелесшӗн. Сӑмахран, «Паллӑ кунсен календарӗнчи» информацие. Ҫавӑн пекех кунтах республикӑра пичетленсе тухнӑ районсен энциклопедийӗнчи информацие тупма май пулӗ.
Плансем пысӑк, ҫавӑнпа та тӳрех тултарса ҫитерме май ҫук. Анчах вал информаци майӗпен тулса пырассине проект авторӗ шантарсах каларӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем ҫак кунсенче Тӗменпе Ижевск хулисенчи куракансене спектакльсем кӑтартӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 29 тата 30-мӗшӗсенче Тӗменти Пысӑк драма театрӗн сцени ҫине тухӗҫ, раштавӑн 2-мӗшӗнче — Ижевскра, унти Патшалӑх наци театрӗн сцени ҫине.
Гастроль программинче — Федор Павловӑн «Ялта» спектаклӗ, Игорь Муренкон «Ай мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» камичӗ тата Юлий Кимӑн «Кто принцессу поцелует?» (чӑв. Принцессӑна кам чуптӑвӗ?) музыкӑллӑ юмахӗ.
Чӑвашла спектакльсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Наци библиотеки «Петӗр Хусанкай. Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» аудиокӗнеке хатӗрленӗ. Кун пирки вулавӑш тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Аудиокӗнекене Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне тата чӑваш халӑх поэчӗ, куҫаруҫӑ, Чӑваш АССР К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ П.П. Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӗнекери хайлавсене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Григорьев вулать.
Аудиокӗнекене Наци вулавӑшӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Юлашки вӑхӑтра пирӗн ҫыравҫӑсем хайлакан произведенисенче ытларах енӗпе малашлӑх курӑнманни вӑйлӑ сисӗнни пирки эп кӑна мар, ыттисем те асӑрханӑ. Пӗрине пӑхатӑн, теприне — таҫта та нушапа терт, пуласлӑхра ним ыррине те курманни. Геннадий Дегтярёв пӗррехинче Борис Чиндыковӑн хайлавне хакланӑ чухне ҫапла сӑмах каланӑччӗ: «йытти те пулин ҫакӑнса вилет». Тӗрӗссипе калас пулсан, хам эп вӑл хайлава вуламан, паллашман, ҫавӑнпа та ҫын сӑмаххи ҫине таянса калама кӑна пултаратӑп.
Хам та, пушӑ вӑхӑт тупӑнкаласан, калавсем ҫыркалатӑп. Нумаях мар ман вӗсем, ҫавах пур. Апла-и, капла-и, хамра та ҫав туртӑмах асӑрхатӑп: хамӑн хайлаври сӑнарсене яланах нушапа терт урлӑ кӑларас килет. Те ҫапла туни кӑна ман шухӑшпа калаври сӑнара мӗне те пулин вӗрентӗ тесе шутлатӑп, те ку вӑл — чӑвашӑн менталитечӗ. Пурте ҫапла май калӑплаҫҫӗ пулсан — тен, вӑл чӑн та, мана кӑна пырса тивмест, мӗнпур чӑвашӑн вӑл ҫапла?
Чӑвашӑн ӗлӗкхи пурнӑҫне сӑнарлакан хайлавсене шута илмелле мар пуль. Вӗсенче кашнинче чӑваш нушапа терт хушшинче ҫӳрет. Илпек Микулайӑн «Хура ҫӑкӑрӗнче» те, Хӗветӗр Уярӑн «Танатипе» «Таркӑнӗнче» те, Куҫма Турханӑн «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романӗнче те.
Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Калмӑк Республикинче спектакль кӑтартнӑ. Инҫе ҫула вӗсем чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухса кайнӑ.
Чӑваш артисчӗсем унта ҫулсерен йӗркелекен «МанджиевФест» регионсем хушшинчи театр фестивальне хутшӑнаҫҫӗ. Культура мероприятийӗ Калмӑк Республикин тӗп хулинче, Элистара, Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗнче иртет.
Фестивале Пушкӑртстанри, Дагестанри, Мордва Республикинчи, Хакас Республикинчи, Тувари артистсем хутшӑнаҫҫӗ. Чӑвашсем «Куккук куҫҫулӗ» спектакль кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |