Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паллӑ чӑваш композиторӗн Анисим Асламасӑн музыкипе «История Нарспи» (чӑв. Нарспи историйӗ) балет лартма хатӗрленеҫҫӗ.
«Нарспи» поэма — чӑннипех те вилӗмсӗр шедевр. Ҫӗр ҫул ытла вӑл хайлав ҫынсен чунӗсене тыткӑнлать. Театрта унччен Григорий Хирпӳ музыкипе «Нарспи» опера лартнӑ.
Ҫӗнӗ ӗҫ валли театр художникӗ Валентин Фёдоров костюмсен пӗрремӗш эскизӗсене, ӗҫ декорацийӗсене хатӗрленӗ. Маларах ҫав художник «Нарспи» оперӑпа мюзикл лартнӑ чух художник-постановщик пулса тӑрӑшнӑ.
Спектакле СССР халӑх артисткине, Шупашкарта ҫуралнӑ Надежда Павловӑна халаллӗҫ. Ӗҫе сцена ҫине кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑларма палӑртнӑ. Унпа Пӗтӗм тӗнчери XXVII балет фестивальне уҫасшӑн.
Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвне Президент фончӗн гранчӗ тивӗҫнӗ. Асӑннӑ учреждени 2023 ҫулхи конкурсра ҫӗнтернӗ.
Конкурса пӗтӗмлетме пухӑннӑ координаци комитечӗн ларӑвне РФ Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Кириенко ирттернӗ.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне 4 миллиард та 291 миллион тенкӗ ӑсанӗ. Унпа коммерципе аппаланман 1845 организаци усӑ курӗ.
Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн 8-мӗш филиалӗ — М. Шумилов ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗ «Ырӑ хӗлхемӗ: ыттисенчен расна ачасем валли БиблиоНяня» проектпа конкурса хутшӑннӑ. Ӑна Президент фончӗн гранчӗ тивӗҫнӗ.
Кӑҫал Вӗрентекенпе вӗрентӳҫӗ ҫулне паллӑ тунӑ май И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче 20 ҫул хушши ректорта ӗҫленӗ Лев Пантелеймонович Кураков (1943-2020) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ туса ирттерме Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче пухӑннӑ. Музейри аса илӳсен каҫӗ «Малашлӑха талпӑннӑскер» ятпа иртнӗ.
Лев Пантелеймоновичӑн хисеплӗ ятсемпе премисемсӗр пуҫне Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми те пулнӑ. Ҫак премие ӑна И.Я. Яковлев ӗҫ-хӗлне, унӑн пултарулӑх тата педагогика эткерлӗхне халӑхра анлӑ сарас ӗҫре хастар ӗҫленӗшӗн тата халӑхӑмӑра ҫутта кӑларакан Патриархӑмӑр ҫуралнӑранпа 150 ҫулхине паллӑ тӑвас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 1998 ҫулта панӑ.
Аса илӳсен каҫне Ҫеҫпӗл Мишши фончӗпе (директорӗ - Валерий Туркай) пӗрле йӗркелесе ирттернӗ. Йывӑр вӑхӑтра алӑ тӑсса пама пӗлнишӗн, ӑса вӗрентнӗшӗн Л.П. Куракова кашниех ӑшшӑн тав туса аса илнӗ.
Шупашкарти «Мадригал» академи камера халӑх хорӗ «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» Раҫҫей шайӗнчи ята тивӗҫнӗ. Пултарулӑх ушкӑнне ҫапла хисеплӗ ят парасси калкан приказа ҫӗршывӑн Культура министерстви кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑларнӑ.
«Мадригал» хора 1984 ҫултанпа РФ тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫсей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин Хор обществин пайташӗ Нина Пирогова ертсе пырать. Халӑх коллективӗ ята ушкӑн 1988 ҫултах тивӗҫнӗ.
Чӑваш наци музейӗ нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 102-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ҫавна май унта «Музея экспонат парнеле» акци малалла пырать. Унпа килӗшӳллӗн, музея кивӗ япаласене парнелеме пулать. Ҫав йышра – сайра тӗл пулакан кӗнекесем те, тимӗр укҫасем те, сӑнӳкерчӗксем те, документсем те.
Акци нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче вара пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ, чи интерелӗ экспонатсен хуҫине музея пӗр ҫул тӳлевсӗр ҫӳремелли абонемент парӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче «Тӑван халӑх сасси» концерт иртӗ. Ӑна курас тесен Чӑваш патшалӑх филармонине каймалла.
Программӑн паха енӗ — аваллӑхри кӗвӗ-ҫемме паянхи кунпа ҫывӑхлатнӑ номерсене хаклама май пани. Композицисене хӑйне евӗр илемлетнисӗр пуҫне ҫутӑ оборудованийӗпе усӑ курса та хитрелетнӗ, артистсем ыттисенчен расна тумпа сцена ҫине тухӗҫ. Концерта «Ҫеҫпӗл» тата «Ҫавал» ушкӑнсем, «Дуняша Style» фолк-группа, «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ хутшӑнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Ольга Васильева прозаикӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ӑна вӑтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ.
Ольга Васильеван пӗрремӗш кӗнеки 2018 ҫулта «Юхать ҫӑлкуҫ...» ятпа кун ҫути курнӑ. Хальхи 800 экземпляр тиражпа пичетленсе тухнӑ.
Прозаик Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. 2002 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча литературин редакторӗнче ӗҫлет. Вӑл – Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн, Чӑваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗн членӗ. Унӑн ятне Ача-пӑча литературин пӗтӗм тӗнчери IBBY Хисеплӗ списокне кӗртнӗ. Прозаик Мускавра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери 37-мӗш IBBY Конгреса хутшӑннӑ (2021).
«Тилли кӑна, Тилли кӑна тееҫҫӗ» - ҫапла ят панӑ Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Шупашкарта кун ҫути курнӑ, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пухса хатӗрленӗ ҫӗнӗ кӗнекине.
Кӗнеке виҫӗ пайран тӑрать. Унӑн пӗрремӗш пайӗ «Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктерме ялӗн ҫыннисем ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Петӗр Хусанкая аса илнисем» ятлӑ. Ку пая чӑваш халӑхӗн пулас аслӑ поэчӗпе пӗр ялта выляса-кулса ӳснӗ Гликерия Белова, Анастасия Казанкова, Михаил Медиков тата Наталия Ирсукова асаилӗвӗсем кӗнӗ.
Кӗнекен иккӗмӗш пайӗнче – Сиктӗрмере иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тата кӑшт маларах ҫырса илнӗ чӑваш халӑх юррисем.
Виҫҫӗмӗш пай вара пӗтӗмпех Петӗр Хусанкайӑн пӗтӗм чӑваш тӗнчи пӗлекен «Тилли юррисем» ятлӑ 55 сӑвӑран тӑрать. Вӗсене сӑвӑҫ 1933-1940 ҫулсенче ҫырнӑ.
Петӗр Хусанкайӑн «Тилли кӑна, Тилли тееҫҫӗ» кӗнекине халӑх патне ҫитерме Республикӑри Ҫеҫпӗл Мишши фондне укҫа-тенкӗпе Звениговори аш-какай комбиначӗн ертӳҫи, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Петӗр Хусанкайпа пӗр ялта ҫуралса ӳснӗ Иван Казанков пулӑшнӑ.
Ҫӗнӗ кӗнекен тиражӗ – 1000 экземпляр.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗсем литература ёлкине пуҫтарӑнӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ астунӑ тӑрӑх, ун пеккине ҫыравҫӑсем ытти ҫул та йӗркеленӗччӗ.
Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче иртекен культура мероприятине пухӑнса поэтсем иртнӗ ҫула пӗтӗмлетӗҫ, хӑйсен сӑввисене вулӗҫ. Чи лайӑх калем ӑстине куракансем палӑртӗҫ.
Литература ёлки кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 16 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Ене «6 кадров» (чӑв. 6 кадр) проектӑн ҫӑлтӑрӗсем килӗҫ.
Телеграмри @вчувашиижить каналта хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарта Эдуард Радзюкевич тата Галина Данилова пултарулӑхне курса киленме май килӗ.
Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, вӗсем «Опасный холостяк» спектакль кӑтартӗҫ.
Афишӑна ӗненсен, спектакль кулӑшла тата кӗтмен финалпа палӑрса тӑрать.
Спектакле курас тесен Ухсай ячӗллӗ культура керменне (вӑл Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) 19 сехете каймалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |