Паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа конференци иртӗ.
Унта Чӑваш Енри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Маи Элти, Самар облаҫӗнчи вулавӑшсенче, музейсемпе архивсенче ӗҫлекен специалистсем килсе ҫитӗҫ.
Конференцие хутшӑнакансем Иван Яковлев эткерлӗхне упраса хӑварас, тӗпчес тата халӑхра сарас ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Асӑннӑ енпе вулавӑшсем епле ӗҫленине тишкерӗҫ. Сӑмахран, Чӗмпӗрсенне. Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Иван Яковлев эткерлӗхне электрон мелпе сарни ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Республикӑра "Архиври каҫ" акци иртнӗ. Ҫынсем Патшалӑх истори архивне пухӑнса вӑл мӗнле ӗҫленипе паллашнӑ.
Мероприятие архив служби йӗркеленнӗренпе - 100 ҫул, Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Куравра Иван Яковлевӑн биографийӗпе паллашма май пулнӑ. Граждан вӑрҫин паттӑрӗ ҫурални пирки метрика ҫыравӗ те пулнӑ. "Вӗрентекен - ачалӑхӑн чи шанчӑклӑ спутникӗ" экспозицире вара вӗренӳн 18-мӗш ӗмӗртен пуҫласа паянхи кунчченхи аталанӑвне архив докуменчӗсем, педагогсен сӑнӳкерчӗкӗсем урлӑ кӑтартнӑ. Ачасемпе ҫамрӑксемшӗн ретро пуканесем, кӗнекесем, сӗтелҫи вӑййисем интереслӗ пулнӑ.
Чӑваш Республикин Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ Ижевск хулинче Наци ача-пӑча литературин регионсем хушшинчи кунне ирттерӗ.
«Народы дружат книгами. Халӑх туслӑхӗ – кӗнекере. Книга пыр калыкъёс эшъясько» ят панӑ мероприяти Удмрут Республикин тӗп хулинче ыран, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, иртӗ. Унта библиотека ӗсченӗсем, писательсем, художник-иллюстраторсем, кӗнеке кӑларакансем хутшӑнмалла. Вӗсем наци ача-пӑча литературине сарас ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.
Чӑваш патшалӑх истори архивне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки Любовь Фёдорова хӑйӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе документсене парнелерӗ.
Ӗнер культура учрежденийӗнче «Архиври каҫ-2023» мероприяти иртрӗ. Артисткӑна унта хаклӑ хӑна евӗр чӗннӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 50 ҫул ытла ӗҫлекен сцена ӑсти хӑйӗн ҫинчен каласа кӑтартрӗ, тӗлпулӑва пуҫтарӑннисен ыйтӑвсене кӑмӑлтан хуравларӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ те майлӑ самантпа усӑ курса хӑйне кӑсӑклантаракан ыйтӑва пама пултарчӗ.
Маларах эпир Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне илемлӗх ертӳҫи пулса нумай ҫул ертсе пынӑ Юрий Васильев хӑйӗн архивӗнчи материалсене парнелени пирки хыпарланӑччӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Чӑваш спектаклӗсен фестивалӗ пырать. Вӑл ӗнер, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, пуҫланнӑ.
Фестивале чӑваш патриархӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Виҫӗ куна пыракан фестиваль вӑхӑтӗнче виҫӗ спектакль кӑтартма палӑртнӑ. Вӗсем — Юхма Мишши ҫыравҫӑн хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ «Куккук куҫҫулӗ» тата «Шурҫамка» спектакльсем тата «Сеспель» поэзи перфомансӗ. «Куккук куҫҫулӗ» спектакле ӗнер кӑтартнӑ.
Спектакльсене пӑхма Мускаври театр критикӗ Валентина Федорова килсе ҫитнӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Иакинф Бичурин востоковеда халалласа спектакль лартма ӗмӗтленеҫҫӗ. Кун пирки культура учрежденийӗн тӗп режиссёрӗ Байрас Ибрагимов ӗнер пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, Иакинф Бичурин ҫинчен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те спектакль лартнӑччӗ, анчах вӑл ӗҫе тӗрлӗрен хакларӗҫ, ӑна хытах хурланине те илтме тӳр килнӗччӗ.
Асӑннӑ театра юратакансем ҫывӑх вӑхӑтра Александр Пушкинӑн «Евгений Онегин» романӗ тӑрӑх лартнӑ моноспектакле курма пултарӗҫ. Елен Нарпи чӑваш халӑх юмахӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ «У-ух – властелин подземелья» инсценировка та кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Владимир Гуркинӑн «Кадриль» камитне тата Александр Островскин «Гроза» драмине куракансем патне ҫитерӗҫ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ аслӑ вӗрентекенӗмӗре Иван Яковлева халалласа нумай материал пухнӑ. Вӑл вӗсемпе ыттисене те паллашма май туса панӑ.
Асӑннӑ материалсем тӑван тӑрӑх историне вӗренме, Иван Яковлева халалланӑ уроксемпе информаци сехечӗсем ирттерме усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ.
Вулавӑш пухнӑ материалсен шутӗнче — Иван Яковлев коллекцийӗ, «Патриарх чувашской культуры» (чӑв. Чӑваш культурин патриархӗ) тата «Письменная культура Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн ҫырулӑх культури) виртуаллӑ куравсем тата ытти те.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пирӗн республикӑна Карелинчи ансамбль концертпа килӗ. Артистсем Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменӗн сцени ҫине 19 сехетре тухӗҫ.
Карели Республикинчи «Кантеле» юрӑпа ашӑ ансамблӗн концерт программи ҫӗршывӑмӑрӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи регионӗнче пурӑнакан халӑхсен йӑли-йӗркипе тата культурипе паллаштарӗ.
Ансамбль ячӗ карелсемпе финсен кантеле музыка инструменчӗн ятне пӗлтерет. Асӑннӑ инструмент вырӑссен кӗслипе пӗр тӑван теме юрать. Пултарулӑх коллективне 1936 ҫулта йӗркеленӗ. Коллективра — оркестр, кантелистсен ансамблӗ, ташӑ ушкӑнӗ тата «Айно» вокал ушкӑнӗ.
Программӑра тӗрлӗ жанрлӑ халӑх юррисем кареи рунисемпе балладисем, вокалпа хореографи композицийӗсем тата инструмент номерӗсем пулӗҫ.
Илемлӗ вулакансен «Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» онлайн-фестивалӗ пуҫланнӑ. Вӑл паянтан пуҫласа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ таран пырӗ.
Ӑна Чӑваш Енӗн Ача-пӑчапа наци вулавӑшӗ ирттерет. Унта ачасем тата яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнма пултарӗ.
Онлайн-фестивале Чӑваш чӗлхи кунне тата аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑвашла хайлавсене хитре вуланине ҫырса илсе #ЯнраЧӑвашЧӗлхи2023 тата #ЗвениЯзыкЧувашский2023 хештегсемпе «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче лартмалла.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Энциклопедия музыкально-театрального искусства Чувашии» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Паян 14 сехетре ҫав кӑларӑма Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» музыка тӗпелӗнче хӑтлӗҫ.
Аса илтерер: кӗнеке авторӗ — Раҫҫей халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Юрий Васильев. Кӗнекене 500 экземпляр тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ. Ӑна пичетлеме РФ Цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пулӑшнӑ. Кӗнекен ӑслӑлӑх редакторӗ — музыковед, искусствоведени кандидачӗ Любовь Бушуева.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |