Шупашкарти Республика лапамӗнчи 1-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Правительство ҫуртне (унччен ӑна Советсен ҫурчӗ тенӗ) халӗ те юсаса пӗтереймен. Ку хыпара эпир «Правда ПФО» интернет-хаҫат хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Асӑннӑ объект федераци пӗлтерӗшле культура эткерлӗхлӗ шутланать. Ӑна юсама «Консорциум строительных компаний» организаци ҫӗнтернӗ. Юсав ӗҫӗн хакӗ — 616 миллион тенкӗ. Подрядчикӑн ӗҫе 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Кайран вӑхӑта 2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗччен тӑсса панӑ. Анчах вӑл ҫав вӑхӑта та ӗҫе пӗтереймен. Кӑҫалхи ака уйӑхӗ тӗлне вӑл 266,8 млн тенкӗлӗх ҫеҫ ӗҫ пурнӑҫланӑ. Унтан подрядчикпа контракта пӑрахӑҫланӑ.
Ӗҫе тӑсса пынине подрядчик проектпа смета хучӗсене ҫӗнетнипе тата кӑткӑс экономика лару-тӑрӑвӗпе салтавланӑ.