Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Культура

Чӑвашлӑх
Анжелика Александрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Анжелика Александрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре тата тепӗр музей уҫнӑ. Халӑх инструменчӗсен музейӗ Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшра, унти «Ясна» этнокомплексра вырнаҫнӑ.

Музейра тӗрлӗ инструмент вырӑн тупнӑ, ҫав шутра 200 ҫула яхӑн маларах хатӗрленӗ кӗсле те пур.

Унти инструментсемпе ҫавсене ӑсталакан Даниил Даниловпа Николай Фомиряков темччен паллаштарма тата инструментсемпе каласа кӑтартма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall100173041_16574
 

Культура
Николай Кондрашкин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Николай Кондрашкин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Истори астӑвӑмӗ — иртнӗ вӑхӑт мар вӑл, вӑл пуласлӑхӑн никӗсӗ. Ҫакӑн пек шухӑшлать Чӗмпӗрти Николай Кондрашкин скульптор. Раҫҫейре патриотизма аталантармалли сӑлтав — аслӑ пулӑмсемпе пирӗн несӗлӗмӗрсен паттӑрлӑхӗ тесе шухӑшлать.

Скульптор пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн историлле туризмӗ паян асӑннӑ авторӑн пултарулӑх центрӗ хатӗрленӗ лаша монуменчӗсемпе те пуянланать. Вӗсене Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсенче вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ ӗҫсемпе туристсем те кӑсӑкланса паллашаҫҫӗ иккен.

Николай Кондрашкин хӑйӗн ӗҫӗсенче 434-453 ҫулсенчи хунсен ертӳҫине Аттилӑна кӑтартса парать.

 

Культура
ch-ansamble21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
ch-ansamble21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ хӑйӗн черетлӗ 99-мӗш сезонне хупассине пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пултарулӑх коллективӗ куракансене «С душой к родному краю» (чӑв. Чунпа тӑван тӑрӑхпа) концерта йыхравлать.

Артистсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫине тухӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Пултаруллӑ музыкантсемпе хореографсен концертне кайса курас тесен 300 тенкӗрен пуҫласа 500 тенкӗ таран тӳлемелле.

 

Культура
Фестивале хутшӑннӑ спектакльти самант. Ҫӑлкуҫ: Шӑмӑршӑ МО
Фестивале хутшӑннӑ спектакльти самант. Ҫӑлкуҫ: Шӑмӑршӑ МО

Эрнекун, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗн тӗп клуб системинче шкул театрӗсен «Асам» фестивалӗн муниципаллӑ этапӗ иртнӗ. Мероприятие Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ.

Фестивале мӗнпурӗ 100 ытла ача хутшӑннӑ, вӗсем 8 шкулта ӑс пухаҫҫӗ. Ачасем спектакльсене чӑвашла та вырӑсла та лартнӑ.

«Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Кивӗ Чукал шкулӗнчи «Сказочники» шкул театрӗ (ертӳҫисем: Денисова Л.И., Малеева Т.М.) ҫӗнтернӗ. «Чӑвашла лартнӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Пуянкасси шкул ачисем ҫӗнтернӗ, театр ӑсталӑхне вӗсене Пушкина Н.И. вӗрентет. «Халӑх тетелӗнче сасӑланӑ чи лайӑх театр» хальлӗхе палӑрман-ха, ҫӗнтерӳҫӗне сасӑлавсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн пӗлтерӗҫ.

«Асам» фестивалӗн республика шайӗнчи этапра Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗн чысне «Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире ҫӗнтернӗ ушкӑн хӳтӗлӗ.

 

Вӗренӳ

Етӗрне муниципаллӑ округӗн тӗп вулавӑшӗнче Вӗрентекенпе ӑс паракан ҫулталӑкне халалласа литературӑпа ҫыхӑннӑ педагогсем ҫинчен курав уҫнӑ. Унта Етӗрне тӑрӑхӗнчи паллӑ вӗрентекенсем пирки каласа панӑ.

Куравра, тӗслӗхрен Артемьев Геннадий Фёдорович кун-ҫулӗпе паллашма пулать, вӑл «Жизнь Ивана Кукши» (чӑв. Иван Кукша пурнӑҫӗ) трилоги авторӗ. Геннадий Фёдорович ачасене истори, логикӑпа психологи тата ытти предметсене ӑса хывма пулӑшать. Кунтах вулакансем Наталия Мазюковӑн пултарулӑхӗпе те паллашма пултараҫҫӗ. Вӑл мӗнпурӗ 17 кӗнеке авторӗ, сӑвӑллӑ тата прозӑллӑ хайлавсем ҫырать. Наталия Витальевна шкулта вырӑс чӗлхипе литературӑна вӗрентет.

Пултаруллӑ педагогсем Етӗрне тӑрӑхӗнче чӑн та чылай: Белов Валерий Софронович, Скребков Виталий Николаевич, Александров Николай Иванович тата ыттисем. Вӗсен йышӗнче уйрӑммӑн Михаил Леонтьевич Леонтьева палӑртма пулать. Ачасене вӑл химипе биологи вӗрентнӗ, каярахпа таврапӗлӳпе кӑсӑкланса кайнӑ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Хурамал, Наснар, Яракасси, Тукасси, Турхла, Уйкас, Ҫуткасси ялсем пирки кӗнекесем кӑларнӑ.

 

Культура
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Юбилейлӑ "Смолин вулавӗсем" Куславкка районӗнче иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна 10-мӗш йӗркеленӗ.

Палӑртмалла: Анатолий Смолин чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ. Поэзие вӑл чунпа парӑннӑ. Унӑн куҫару ӗҫӗ те кӑсӑклӑ пулнӑ.

Куславккари культура ҫуртне пухӑннӑ конкурҫӑсем, поэзие юратакансем, темиҫе номинацире ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене наградӑсемпе тата парнесемпе хавхалантарнӑ.«»

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш Енре «О нематериальном этнокультурном достоянии Российской Федерации в Чувашской Республике» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗн пурлӑх мар этнокультура пуянлӑхне Чӑваш Республикинче упрасси) саккун проектне ырланӑ.

Ҫавна май Чӑваш Енӗн Культура министерстви этнокультура пурлӑхне тупса палӑртас, тӗпчес, усӑ курас, актуализацилес, упраса хӑварас тата халӑхра сарас енӗпе ӗҫлӗ. Наципе культура автономийӗсене пулӑшассишӗн тата этнокультурӑн пурлӑх мар эткерлӗхӗн объекчӗсен регионти пӗрехи реестрне хатӗрлӗ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче тӑван халӑхӑмӑрӑн патриархӗн Иван Яковлевӑн мӑнукӗн ывӑлӗпе тӗл пулу иртнӗ.

Владимир Павловӑн кукамӑшӗ Лидия Ивановна Яковлева (Некрасова) Иван Яковлевӑн хӗрӗ пулнӑ, вӑл 1906 ҫулта ҫуралнӑ. Владимир — Лидия Ивановнӑн хӗрӗн Екатеринӑн ывӑлӗ. Владимир 1940 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. Владимир Всеволодович — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ арисчӗ, М.Н. Еромолова ячӗллӗ театрти ертсе пыракан актёрсенчен пӗри.

 

Культура
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Мухтавлӑ Иван Яковлева халалласа «Улӑп» — «Улып» ятпа сӑвӑсен кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унта чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Вӗсене хамӑр республикӑри тата ҫӗршывӑмӑрӑн ытти регионӗнчи 26 авторӑн ӗҫӗсенчен суйласа илнӗ.

Кӗнекере Лидия Филиппова, Светлана Гордеева, Мая Селендеева, Галина Енейкина, Владимир Кузьмин, Галина Матвеева, Марина Туманова, Людмила Исаева, Валерий Голев, Валентина Белова, Зинаида Сурпан, Александр Трофимов, Роза Осипова, Светлана Никитина, Елена Кириллова, Галина Макарова, Галина Хлебникова, Светлана Яруткина-Салам, Ирина Артемьева, Светлана Мурайкина, Лидия Кубашина, Надежда Колесникова, Наталья Селезнева, Зоя Ефремова, Валентина Семенова, Нина Пӑрчӑкан пултарулӑхӗпе паллашма пулать.

Сӑвӑ кӗнекине Лидия Филиппова тата Светлана Гордеева пухса хатӗрленӗ. Кӗнекене кун ҫути кӑтартма Александр Самакин, Юрий Зорин, Юрий Тарасов укҫа уйӑрса пулӑшнӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Атӑл тӑрӑхӗнчи вак халӑхсене ҫутта кӑларассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ мухтавлӑ чӑваш ывӑлӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 175 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ ыран, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн патшалӑхӑн истори библиотекинче (Мускав) «Гений места. Технология работы с наследием И.Я. Яковлева в современных архивах, музеях и библиотеках» ятпа регионсем хушшинчи ҫавра сӗтел ирттерӗ.

Унта республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова; маларах асӑннӑ Мускаври ҫав вулавӑш директорӗ, педагогика наукисен кандидачӗ Михаил Афанасьев; Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн ӗҫченӗ, философи наукисен кандидачӗ Юрий Черный; Мускаври чӑваш культурин обществин правленийӗн председателӗ Лира Смирнова; Мускаври, Чӑваш Енри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи патшалӑх музейӗсен, архивсен, вулавӑшсен специалисчӗсем хутшӑнӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, [50], 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, ... 437
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та