Шупашкарта «Юрлакан фонтансен хули» конкурс-фестиваль ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна Хула кунне халалланӑ.
Хитре юрлама пултаракан ҫынсен малтанласа суйлав турне хутшӑнмалла. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 5 тата 12-мӗшӗсенче 16 сехетре иртӗ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлав турӗсем «Салют» культура керменӗ ҫумӗнче, Амӑшӗн палӑкӗ ҫумӗнче, Лакрей варманӗнче тата Кадетсен паркӗнче иртӗҫ. Уйрӑмах маттуррисене ӑмӑртӑвӑн 2-мӗш пайне чӗнӗҫ. Чи пултаруллӑ 40 юрӑҫ хӑйӗн пултарулӑхне Хула кунӗнче кӑтартса парӗ.
Шупашкар районӗнчи Толиккассинче паллӑ чӑваш поэтне тата писательне, тӑлмача асра тытса палӑк уҫнӑ.
Георгий Орлов — чылай калавпа повесть авторӗ. Вӗсене вӑл ҫутҫанталӑка юратса ҫырнӑ.
Поэт палӑкне лартма ял ҫыннисем хӑйсем шухӑш тытнӑ, укҫа пухнӑ, палӑка тӑвакана тупнӑ. Ырӑ ӗҫе Валентина Порфирьева пуҫарнӑ. Стелӑна кӗнекене уҫса хунӑ евӗр тӑвас тенӗ.
Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреатне хисеп туса лартнӑ палӑка уҫма тӑван тӑрӑхӗнчи ҫынсем тата хӑнасем пуҫтарӑннӑ. Георгий Орлов хӗрӗ Алла Орлова та пулнӑ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ пуласси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кун валли 80 млн тенкӗ кирлӗ пулассине пӗлтернӗччӗ. Проекчӗ кӑна 3 млн тенкӗ ытларах кайса ларӗ.
Ҫак кунсенче музей проектне хатӗрлемешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак - 3 млн та 179 пин те 449 тенкӗ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин проекта 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хатӗрлемелле.
Музей 250 тӑваткал метр пулӗ. Ҫывӑхра машинӑсем валли парковка та тӑвӗҫ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ иртнӗ эрнекун хӑйӗн черетлӗ сезонне хупрӗ. Халӗ унта ҫӗнӗ сезонти плансене палӑртса хунӑ та ӗнтӗ.
106-мӗш театр сезонне культура учрежденийӗ чӑваш театрне пуҫарса янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятипе уҫма ӗмӗтленет.
Ҫӗнӗ сезон вӑхӑтӗнче театрта СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем иртӗҫ. РСФСР халӑх артистки Нина Григорьева вара 85 ҫул тултарӗ.
Ҫӗнӗ ӗҫсенчен Валентин Распутин ҫыравҫӑн «Последний срок» хайлавӗ тӑрӑх Алексей Герасимов спектакль лартасшӑн, Наталия Сергеева режиссёр Никифор Мраньккан «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗ тӑрӑх спектакль хатӗрлӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ режиссёрсене айккинчен пӗрмаях чӗнсе илсе спектакльсем лартать. Чӑваш академи драма театрӗ те ҫавӑн пек тӑвӗ. Дмитрий Миронов ҫамрӑк режиссёр Иван Тургеневӑн «Месяц в деревне» пьесипе спектакль хатӗрлӗ.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче чӑваш халӑх художникӗн Анатолий Силовӑн «Вихри цивилизации» (чӑв. Цивилизаци ҫил-тӑвӑлӗ) курав уҫӑлнӑ. Ӑна художникӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ.
Курава музей директорӗ Геннадий Козлов уҫнӑ. Вӑл залри ӳкерчӗксенче вӑрттӑн символ пуррине палӑртса хӑварнӑ. Портретсенче вара араб тӗнчин пайташӗсем, вырӑс, нимӗҫ, хрантсус ученӑйӗсем сӑнарланнӑ.
Сӑмах май каласан, Анатолий Силова «Иконописец Крылов Николай Иванович (1850-1900)» ылтӑн медальпе наградӑлама йышӑннӑ. Ку пирки Раҫҫейпе Палестина халӑхӗсен туслӑхӗн обществин культура комитечӗн наградӑсемпе ӗҫлекен комисси председателӗ Андрей Крылов академик видеоҫыхӑну мелӗпе пӗлтернӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Вера Кузьмина» кӗнеке-альбом кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан (1923–2021) пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халаллӗҫ.
Чӑваш театрне юратакансем Вера Кузьминана чунтан сума сунӑ. Теприсем ӑна курасшӑнах театра спектакль курма ҫӳренӗ. Ҫирӗп кӑмӑллӑ та йывӑрлӑхра авӑнман-хуҫӑлман хӗрарӑм сӑнарӗсем самай калӑпланӑ вӑл. Пур роле те ӗнентерӳллӗ, чунпа пырса тивмелле вылянӑ.
Кӗнекере сцена ӑстин тӗрлӗ ҫулӗсенчи сӑнӳкерчӗкӗсем, артисткӑран илнӗ интервьюсем, статьясемпе рецензисем пулӗҫ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ Вера Кузьминана халалланӑ кӗнеке-альбома хатӗрлессипе С.В. Журавлев фотограф, Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ В.В. Степанов тата Вера Кузьминан ывӑлӗ А.П. Хузанкай тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Песни мудрости народов Поволжья» (чӑв. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен ӑс-хакӑл юррисем) курав ӗҫлет. Ӑна халӑх юрӑҫи тата чӑваш фольклорне пухнӑ Гаврил Фёдоров ҫуралнӑранпа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 135 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Ольга Туркай радиожурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, курав ҫинчен вулавӑшӑн «Вулав центрӗ» секторӗн заведующийӗ Светлана Гордеева хавхаланса та кӑсӑклантарса ямалла каласа кӑтартнӑ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче вулавӑшра «Гаврил Федоров. Несӗлсен сасси» ятпа халӑх вокалӗн ӑсталӑх сехечӗ иртнӗччӗ.
Марина Карягина тележурналист, поэт тата драматург Азири ҫыравҫӑсене хаклассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл «Литературная Азия» (чӑв. Литература Азийӗ) конкурса тӑратнӑ ӗҫсене хаклакан жюри членӗ пулнӑ.
Халӗ Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫапларах хыпарланӑ: «Казахстанран хыпар ҫитрӗ: литература конкурсне пӗтӗмлетнӗ! Чӑваш ҫӗнтерӳҫисем хушшинче паллӑ авторсем те, хальлӗхе паллӑ маррисем те пур. Пирӗннисен ӗҫӗсене виҫҫӗн хакларӑмӑр: эпӗ (тӗп тӳре), жюри пайташӗсем — Виталий Родионов филологи докторӗ, Надежда Сельверстрова сӑвӑҫ. Хутшӑнакан йышлӑ пулмарӗ пулин те, хамӑр пуррине пӗлтертӗмӗр — ҫак паха!»
Сӑвӑ ҫыракан чӑваш ҫыравҫисенчен Гран-прие Галина Матвеева тивӗҫнӗ, пӗрремӗш вырӑна Любовь Фёдорова тухнӑ, иккӗмӗшне — Валентина Семёнова, виҫҫӗмӗшне — Николай Ишентей. Прозаисенчен Гран-припе Пётр Кудрявцева хавхалантарнӑ. Пӗрремӗш вырӑнта — Елена Алексеева, иккӗмӗшӗнче — Аркадий Русаков.
Раҫҫейри ҫыравҫӑсемпе издательсен союзӗн ассоциацийӗ прозаиксене Литература резиденцине йыхравлать. Ҫакӑ калем ӑстисене пичетре ӗҫлекенсемпе ҫывӑхлатасса шанаҫҫӗ.
Литература резиденцийӗнче писательсем лӑпкӑ лару-тӑрура чун канӑҫлӑхне тупайӗҫ, ҫӗнӗ шухӑш-кӑмӑлпа хавхаланӗҫ. Литература резиденцийӗ 20 кун ӗҫлӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫыравҫӑсем калас тенине хут ҫине куҫарнипе пӗрлех пӗр-пӗринпе паллашӗҫ, вырӑнти вулакансемпе тата литераторсемпе паллашӗҫ. Пултарулӑх тӗлпулӑвӗсенче пултаруллӑ ҫыравҫӑсем, редакторсемпе издаельсем сӗнӳ-канашпа пулӑшайӗҫ.
Литература резиденцийӗ Пенза ҫывӑхӗнчи ялта авӑн уйӑхӗн 3-23-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Заявкӑсене Раҫҫейри ҫыравҫӑсемпе издательсен союзӗн ассоциацийӗн (АСПИР) сайтӗнче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков ертсе пынипе чӑвашсем чунҫӳреве тухса кайнӑ. Кӑҫал хастар ентешӗмӗрсем Дагестана ҫитӗҫ.
Ырӑ йӑлана темиҫе ҫул каяллах Олег Цыпленков пуҫарса янӑ. Инҫе ҫула тухнӑ йыш чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсенче чарӑнӗ.
«Чунҫӳрев» сӑмаха ахальтен шухӑшласа кӑларман. Вӑл чун ыйтнипе ҫул-ҫӳреве тухнине пӗлтерет. Ҫав ҫула тухнисем «чунташ» ята илеҫҫӗ.
Аякри ҫула тухнӑ йышра — чӑвашлӑхпа кӑсӑкланакансем. Вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн сӑваплӑ вырӑнӗсене ҫитсе кураҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |