Паян, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ӗҫчен ҫынсен кунне палӑртаҫҫӗ. Ҫапла, календарьте апла кун та пур иккен. «ТурСтат» информаци агентстви ҫак кун тӗлне ятарлӑ тишкерӳ хатӗрленӗ. Ӗҫчен ҫынсен кунӗ елне агентство интервьюерӗсем тӗнче тетелӗ пулӑшнипе ыйтӑм ирттернӗ. Ҫынсене вӗсем чи ӗҫчен халӑх ӑҫта пурӑннине хуравлама ыйтнӑ.
Ыйтӑма хутшӑннисен пысӑк пайӗ ӳрӗк ҫынсем Мускавпа Питӗрте пурӑнаҫҫӗ тесе каланӑ. Екатеринбург, Ҫӗнҫӗпӗр тата Чулхула хулисенче те ӗҫчен халӑх тӗпленнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен Мускавшӑн 37% сасӑланӑ, Питӗршӗн — 23%, Екатеринбургшӑн — 14%, Ҫӗнҫӗпӗрпе Чулхулашӑн — 8%.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, сӑмах май, кашни виҫҫӗмӗш ҫын ӗҫченнисен шутне кӗрет-мӗн.
Дипломран ӗҫ укҫин виҫи килмест тесе шухӑшлаҫҫӗ Раҫҫейре пурӑнакансем. Лайӑх тӳлекен ӗҫе дипломсӑрах вырнаҫма пулать текенсем нумайланнӑ.
Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансен шухӑшне Халӑх шухӑшне тӗпчекен пӗтӗм Раҫҫейри центр тӗпченӗ.
1991 ҫулта диплома ҫынсен 47% хакламан, 2019 ҫулта — 70%.
Ӑнӑҫлӑ карьера тӑвасси дипломран килмест теҫҫӗ. 2018 ҫулта халӑхӑн 45% ҫапла шухӑшланӑ. 2019 ҫулта — 68%.
Диплом пӗлтерӗшлӗ мар тесе шухӑшлакансем ытларах чух — ҫамрӑксем. Диплом пӗлтерӗшне юри ӳстереҫҫӗ тесе 18-25 ҫулти каччӑсемпе хӗрсен 74% каланӑ. Диплом ҫуккишӗн пӗчӗк шалу тӳлемеҫҫӗ тесе ҫынсен 76% шухӑшлать.
Аслӑ пӗлӳ илме йывӑр текенсем нумайланнӑ. Диплом кирлех текенсем — 18%. 2010 ҫулта 6% ҫапла каланӑ.
Кремль валли халӑх хушшинче хупӑ ыйтӑм ятарласа ирттернӗ иккен. КУн пирки РБК пӗлтерет.
Ыйтӑм вӑхӑтӗнче вӑл е ку регионта пурӑнакансем регион пуҫлӑхне епле йышӑннине хакланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, тӳрех палӑртар, килӗшменнисен списокне лекмен.
Севастолпольте, Архангельск облаҫӗнче, Коми Республикинче тата Ингушетинче ҫынсем урӑх пуҫлӑх пирки ӗмӗтленеҫҫӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах Мускав ҫыннисенчен пысӑк пайне Сергей Соябинин мэр тивӗҫтерет.
Субъектсен ертӳҫисене халӑх влаҫа шанни тӑрӑх хакласси пикри ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин ятарлӑ указ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, регионсен ертӳҫисене 15 критерие шута хурса хаклӗҫ. Ҫав списокра чи пӗрремӗшӗ — субъектсен кӗпӗрнаттӑрӗсене халӑх шанни.
Шкул ачисем смартфонсемпе усӑ курнине Раҫҫеейре пурӑнакансенчен чылайӑшӗ хирӗҫ. Халӑх шухӑшне тӗпчекен пӗтӗм Раҫҫерйи центр ятарлӑ ыйтӑм ирттернӗ. Унта хутшӑннисенчен73 проценчӗ урокра карас телефонӗпе тата ытти гаджетпа усӑ курнине хирӗҫ. Кун пирки ТАСС информаци агентстви пӗлтернӗ.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен 83проценчӗ смартфонсем шкул ачисене вӗренме чӑрмантараҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 69 проценчӗн шучӗпе смартфонсӑр ачасен вӗренӳре ӗлкӗрсе пыраслӑхӗ ӳсмелле. Ҫавӑн чухлех йыш смартфонсемпе шкулта аслисен те, кӗҫӗннисен те усӑ курмалла мар тесе каланӑ. Ҫапах та расна шухӑшлакансем те пур. Вӗсен шучӗпе карас телефонӗпе планшетсем ачасене ниепле те витӗм кӳмеҫҫӗ.
Ыйтӑма телефонпа шӑнкӑравласа кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшенче ирттернӗ. Унта 18 ҫултан аслӑрах 1,6 пин ҫын хутшӑннӑ.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Пӗтӗм Раҫҫейри ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗнче самртфонсемпе ытти гаджтепа шкулта усӑ курма чарас шухӑша каланӑ.
Паянпа ыран Вӑрнар поселокӗнче волонтерсем килтен киле ҫӳреҫҫӗ. Ирхи вуннӑран пуҫласа каҫхи ҫиччӗччен вӗсем хваттерсемпе килсем тӑрӑх хутлаҫҫӗ. Ҫынсенчен вӗсем поселокра ҫӗнӗ шкул кирлипе кирлӗ маррине тата ӑна Культурӑпа кану паркӗнче хӑпартса лартнине хирӗҫҫипе хирӗҫ маррине ыйтса пӗлӗҫ.
Вӑрнарта 1000 ачалӑх ҫӗнӗ шкул тума ӗмӗтленеҫҫӗ. Халӑхра ыйтӑм ирттерессипе районта ятарлӑ комисси йӗркеленӗ. Ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политкиин пайӗн пуҫлӑхӗ Денис Трофимов ертсе пырать.
Ыйтӑм, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, ҫурла уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче, ирхи 10-ран пуҫласа 19 сехетчен пырӗ. Волонтерсем ыйтӑм хучӗсемпе килсерен ҫӳрӗҫ. Ыйтӑм пӗтӗмлетӗвӗпе каярах райадминистраци сайтӗнче паллаштарӗҫ.
«Граждан пуҫарӑвӗ» общество организацийӗн хастарӗсем ыйтӑм ирттернӗ. Ҫынсенчен чылайӑшӗ Чӑваш Енри ҫулсене виҫӗ балпа ҫеҫ хакланӑ. Респондентсен 6,24 проценчӗ ҫеҫ ҫулсене лайӑх хак панӑ.
Ыйтӑма республикӑри 26 муниципалитетра ирттернӗ. Кашни тӑрӑхрах 40 ҫынран кая мар ыйтнӑ. Пӗтӗмпе 1082 водителӗн шухӑшне ыйтса пӗлнӗ.
Пур муниципалитетра та респондентсем япӑх ҫулсем пирки ҫеҫ аса илнӗ. Лайӑххи темшӗн пуҫа килмен. Элӗк, Вӑрнар, Улатӑр районӗсенче ҫулсем питӗ япӑххи ҫиеле тухнӑ. Патӑрьел, Ҫӗрпӳ районӗсенче ҫулсем лайӑх еннелле улшӑннӑ. Вӑрнар поселокӗнче вара арканнӑ ҫул нумай. Улатӑрта ҫулсем ҫинчи шӑтӑк-путӑка хӑйӑр тултарнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вара кирпӗчпе сапланӑ.
HeadHunter рекрутинг сайчӗ Career.ru ҫамрӑксен специалистсен порталӗпе пӗрле малашлӑхлӑ профессисен танлаштарӑмне ирттернӗ. Ҫамрӑксем унчченхи пек юристпа экономист пуласшӑн ҫунатланмаҫҫӗ иккен. Алла юрист е экономист дипломне илес шухӑшлисем те пур иккен-ха, анчах ун йышшисем халӗ сахалланса пыраҫҫӗ.
Икӗ пин ҫамрӑк хушшинче ирттернӗ тӗпчев яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫран кашни иккӗмӗшӗ (ыйтӑма хутшӑннисенчен 49 проценчӗ) инженери тата техника пӗлӗвне малашлӑхлисен шутне кӗртет-мӗн. Ҫакна вӗсем технологисем вӑйлӑ аталаннӑ май ун пек специалистсем кирлипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫамрӑк специалистсем техника пӗлӗвӗллисен шалӑвӗ те пысӑкрах тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Экономика тата финанс енӗпе вӗренни аван текенсем – 28 процент. Вӗсем экономистсемпе финансистсен шалӑвӗ пуринчен те пысӑкрах тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Экономика специальноҫӗпе пӗр тан шая ларни – строительсем. Ҫакна ҫамрӑксем ҫӗршывра строительство аталаннипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Тухтӑр профессийӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать. Ҫамрӑксем медицина ӗҫченӗсем яланах кирлӗ тенӗрен ӑна малашлӑхлисен шутне кӗртнӗ.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен чылайӑшӗ педагог профессине малашлӑхсӑр тесе йышӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |