Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Ҫавна май логотип палӑртас тӗллевпе конкурс ирттернӗ. Ӑна пӗтӗмлетнӗ.
Финала тӑватӑ ӗҫ тухнӑ. Конкурс комиссийӗ Владислав Кондратьевӑн ӗҫне пысӑк хак панӑ. Вӑл «Влад и КО» ертӳҫи.
Аса илтерер: РФ Патшалӑх Думинче те Иван Яковлева халалласа курав иртет. Канмалли кунсенче Шупашкарти Арбатра «Вӑхӑтран иртсе кайнӑ ҫын» курав уҫӑлнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш-Шӑхалӗнчи культура ҫуртӗнче Валерий Молодцыгин артиста асра тытса муниципалитет шайӗнчи «Театр маски» I фестиваль иртнӗ. Унта хӑй тӗллӗн вӗреннӗ 15 театр коллективӗ хутшӑннӑ.
Вырӑнти ӑстасене Андрей Молодцыгин, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Ирина Архипова, чӑваш халӑх артисчӗсем Полина Чамжаева тата Светлана Савельева хакланӑ.
«Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире диплома Патӑрьелти халӑх театрӗнче «Тӑхлачсем» спектакльти Кулине сӑнарне калӑпланӑ Галина Ибетова тивӗҫнӗ, «Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацие – Пикшикри халӑх театрӗн «Каениш» спектаклӗнчи Ибрагим сӑнарӗшӗн Альфир Фазуллин.
1 степеньлӗ лауреат ятне Тури Чакӑри культура ҫурчӗ лартнӑ «Пурнӑҫ пӑтӑрмахӗ» инсценировка ҫӗнсе илнӗ, 2 степеньлӗ лауреат – сӑкӑтсем «Нихӑҫан манӑҫми суран…» пьеса тӑрӑх лартнӑ постановка, 3 степеньлӗ лауреат – Первомайскинчи коллективӑн «Кай-кай, Ивана» спектаклӗ.
Марина Карягина тележурналист, режиссёр, сценарист, сӑвӑҫ тата драматург Азербайджанра пулнӑ.
Унта вӑл «Патшалӑх Ертӳлӗхӗ ҫумӗнчи культура комитечӗ йыхравланипе» кайса килнӗ, «Бакура иртнӗ ҫӳллӗ шайри уявсене» хутшӑннӑ.
Марина Карягина халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк юбилей каҫӗсенче тухса калаҫнисӗр пуҫне хурӑнташлӑ халӑх ҫыравҫисемпе пӗр-пӗрин литературипе паллашнӑ, сӑвӑсем вуланӑ, кӗнеке презентацийӗсем ирттернӗ, Гейдар Алиев паркӗнче йывӑҫ лартнӑ.
«Каҫпи (Хасар) тинӗсӗ хӗрринчи эрнелӗх ӗҫлӗ ҫулҫӳрев тулли те пуян, усӑллӑ иртрӗ», — пӗтӗмлетнӗ нумай енлӗ ӑста.
«Дуняша Style» фолк-ушкӑн 10 ҫулхине уявлать. Ҫавна май вӑл концерта йыхравлать. Уяв концерчӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче иртӗ, вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Сцена ҫине ушкӑн солисчӗсем Анастасия Батюкова, Татьяна Попова тата Наталья Яконина тухӗҫ. Унсӑр пуҫне «Ҫеҫпӗл», «Ҫавал» ансамбльсен, «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗн пултарулӑхӗпе киленме май килӗ.
Концертра «Мӗншен-ши?», «Атьӑр, хӗрсем, выляма», «Тӑван халӑх сасси», «Эх, чун!» тата ытти илемлӗ юрӑ янӑрӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем паян «Атӑлҫи халӑхӗсен паянхи литературинчи актуаллӑ ыйтӑвӗсем» ятлӑ наука секцийӗнче тухса калаҫнӑ.
Аслӑ шкул пеподавателӗ Елена Нарпи халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑслӑлӑх ларӑвне Удмурт университечӗн вӗренекенӗсем те онлайн-мелпе хутшӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх университетне илсен, Атӑлҫи халӑхӗсен паянхи литературинчи ҫивӗч ыйтӑвӗсем пирки вырӑспа чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн 4 курс студенчӗсем хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ.
Крымри тата Севастопольти чӑвашсем ҫинчен «Наш Крым» журналта каласа кӑтартнӑ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, общество организацийӗн ертӳҫи Руслан Самсонов хӑш-пӗр хастара ятран палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче — унӑн ҫумӗ Надежда Уварова, правлени членӗсем Светлана Данилова, Галина Коханевич.
Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсем асӑннӑ тӑрӑха 40 ҫул каялла комсомол путёвкипе тухса кайнӑ та ҫав ҫурутрава тӗпленнӗ. Чӑваш Енрен куҫса кайнӑ Валентина Липинец, Ираида Устинова, Валентина Егорова, Раиса Наливайко, Любовь Тавлуй, Анна Тимофеева, Марина Громенко та тӑван халӑхӑмӑрӑн культурине сарассине хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. Вӗсем чӑвашла калаҫаҫҫӗ, наци уявӗсене палӑртаҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта «Ҫуркунне варкӑшӗ» курав уҫӑлнӑ. Унта хулари кинемейсем вӗт шӑрҫаран ӑсталанӑ шӑрҫасем, мӑй ҫыххисем, сулӑсемпе брошьсем вырӑн тупнӑ.
«Ытарйми илем!» – хавхаланса та тӗлӗнсе палӑртнӑ кураври илемпе паллашнӑ май 73 ҫулти Людмила Тимошкина.
Шӑрҫаран ҫавӑн пек илем ӑсталама ватӑсем социаллӑ центрта вӗренеҫҫӗ.
Маларах асӑнса хӑварнӑ Людмила Николаевна хӑй те ылтӑн алӑллӑ. Унччен вӑл ҫыхнӑ та, вӗт шӑрҫапа та аппаланнӑ. Юлашки вӑхӑтра, хӑй калашле, ҫын хатӗрленӗ илемпе киленме кӑмӑллать. Анчах ҫакӑ тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм кахалланнӑран мар — Людмила Николаевна кӗнеке вулама юратать.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗ тӑрӑх гастрольпе ҫӳрекен Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне пур ҫӗрте те ӑшшӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Культура министерствин сайтӗнче хыпарланӑ.
Гастроле кайма коллектив «Гордимся Родиной своей» (чӑв. Тӑван ҫӗршывпа мӑнаҫланатпӑр) программа хатӗрленӗ. Унта ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи вокалпа хореографи номерӗсем тата ҫӗнӗ постановкӑсем кӗнӗ.
Ӗнер пултарулӑх ушкӑнӗ Кироври П. Чайковский ячӗллӗ Вятка патшалӑх филармонийӗн сцени ҫинче концерт лартса панӑ. Паян артистсем Чистополь хулинчи куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ.
Паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Композиторсен союзне йӗркелесе янӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ.
Чӑваш АССРӗнчи совет композиторӗсен союзӗн йӗркелӳ комитетне 1940 ҫулта пуҫарнӑ. Ҫав пӗрлешӗвӗн тӗп тӗллевӗ чӑваш наци культурине, унӑн йӑли-йӗркине аталантарасси тата чӑваш композиторӗсен произведенийӗсене халӑхра сарасси пулнӑ. Хамӑр тӑрӑхра ҫеҫ мар, ют регионсенче те.
Чӑваш Енре Китай культурин кунӗсем иртӗҫ. Ӑна ака уйӑхӗн 12-15-мӗшӗсенче йӗркелӗҫ.
Мероприятие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче уҫӗҫ.
Китай культурин кунӗсенче китайской каллиграфийӗпе, цигун гимнастикӑпа, чей ӗҫессипе ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ.
Унсӑр пуҫне Раҫҫейпе Китай хутшӑнӑвӗсем, Иакинф Бичуринӑн китай грамматики, Китай живопиҫӗн философийӗпе хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен лекцисем ирттерӗҫ.
Раҫҫейӗн наукӑсен акаемийӗн Китайпа хальхи вӑхӑтри Азин институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗн, китай живопиҫӗпе каллиграфи преподавателӗн Анна Донченкон куравӗ уҫӑлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |