Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче - синкер шӑпаллӑ Нестер Янкас поэт ҫуралнӑ кун, ӑна халалласа Трак енри (Красноармейскинчи) Тӗп вулавӑшра анлӑ уяв иртрӗ. Йӗркелекенсем ҫаксем: округ администрацийӗн социаллӑ аталану, культура тата архив ӗҫӗсен пайӗ (пуҫлӑхӗ - Снежана Гаврилова), Чӑваш наци конгресӗн вырӑнти уйрӑмӗ (ертӳҫи - Зинаида Михайлова) тата Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗ (ертӳҫи - Иван Прокопьев-Чураль).
Уявӑн пӗрремӗш пайӗнче черетлӗ саккӑрмӗш "Янкас вулавӗсем" йӗркеленчӗ, унта 15 пӗлтерни итлеме май килчӗ. Хастарсене те саламлама май тупрӗҫ янкасҫӑсем: вырӑнти ЧНКан Трак енри уйрӑмӗн ертӳҫине Зинаида Михайловӑна пӗрлӗхӗн орденӗпе чысларӗҫ, вулавра тухса калаҫакансене округ пуҫлӑхӗн Павел Семеновӑн дипломӗпе хавхалантарчӗҫ.
Форума Нестер Янкаса реабилитацилеме тӳпе хывнӑ шӑллӗн - Григорий Кирилловӑн - ывӑлӗ Александр Кириллов (республикӑмӑрти паллӑ ача-пӑча тухтӑрӗ) килни тата тухса калаҫни пысӑк сум кӳчӗ.
Уявӑн иккӗмӗш пайӗнче пӗрлӗхӗн Нестер Янкас ячӗллӗ Премин 2023-мӗш ҫулхи ҫӗнӗ лауреатсене чысларӗҫ. Вӗсем Анатолий Федоров - Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн режиссер управленийӗн заведующийӗ, Татьяна Степанова - Шупашкарти Трактор тӑвакансен керменӗ ҫумӗнчи "Ҫӑлкуҫ" халӑх театрӗн артистки, сӑвӑҫ-юрӑҫ тата композитор пулчӗҫ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай республикӑри вулавӑшсене тӗрлӗ кӗнеке парнеленӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд пулӑшнипе кун ҫути кӑтартнӑ 3 кӑларӑма пурӗ 90 экземпляр.
Вӗсенчен пӗри – «Тилли кӑна, Тилли тееҫҫӗ…: асаилӳсем, халӑх юррисем, «Тилли юррисем» / П. Хусанкай. – Шупашкар : 7-мӗш типографи, 2022. – 68 с.». Унта поэтӑн тӑван тӑрӑхӗнче ҫырса илнӗ халӑх юррисем тата «Тилли юррисем» сӑвӑсен ярӑмӗ, тӗрлӗ асаилӳ кӗнӗ.
Иккӗмӗш кӗнеке — «Атя-ха, чунӑм, калаҫар! / З. Сурпан. - Шупашкар, 2023. - 147 с.». Унӑн авторӗ – Пушкӑртстанри Зинаида Семенова-Сурпан. Вӑл тӑван тӑрӑхӗнчи чӑваш юррипе ташшин халӑх ансамбльне ертсе пырать. Унӑн сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем 200 ытла юрӑ кӗвӗленӗ.
Валери Туркай парнеленӗ виҫҫӗмӗш кӗнеке – «Вечный Державин : стихи и поэма / Г. Р. Державин. - Чебоксары : Типография №7, 2023. - 55 с.».
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлне республикӑри культура учрежденийӗсем ятарлӑ программа хатӗрленӗ.
Паян Чӑваш академи драма театрӗнче 18 сехет те 30 минутра «Инкеклӗ телей» спектакль кӑтартӗҫ.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗнче «Аттепе — театра» акци иртет, Пукане театрӗнче Д. Андроновӑн «Жди меня» постановкине курма май килӗ, Вырӑс драма театрӗнче — «Повесть о настоящем человеке» спектакле, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Двенадцать стульев» мюзикла.
Иркутск облаҫӗнчи Балаганск районӗнчи Бирит ялӗнче пурӑнакан Пётрпа Мария Салминсем ҫемье йӑла-йӗркене упрас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫемьепе пӗрлех чӑваш халӑхӗн культурине манӑҫа кӑлармаҫҫӗ. Ҫемьене Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн Хисеп хучӗпе хавхалантарнӑ.
Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, Мария Степановна, «Юрӑ — халӑх чунӗ» чӑваш юррин фестивале хутшӑнать. Кил хуҫи, Петр Александрович, тӑван Чӑваш Ене ҫитсе курайманшӑн кулянать иккен.
Чӑваш ҫемйин пурнӑҫӗпе Иркутскри чӑвашсен «Юлташ» общество организацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева паллашнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Чӑваш наци музейӗ Уҫӑ алӑксен кунне тата ушкӑнсем валли экскурсисем ирттерессине пӗлтернӗ.
Ҫав кун Ҫар мухтавӗн музейне тата «Чӗмсӗр чикӗсен хӳтӗлевҫисем» мемориала тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Чӑваш наци музейӗн тытӑмӗнчи ытти музей ҫав кун «Родина Zа нами» куравпа тӳлевсӗр паллаштарӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлӗ.
Хӗрлӗ Чутайӗнчи истори ҫуртне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Икӗ хутлӑ йывӑҫ шкул ҫуртне реставрацилессин проекчӗ патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Ӑна Пӗрлехи патшалӑх реестрӗнче пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче регистрациленӗ.
Культура эткерлӗхӗн объекчӗн адресӗ – Хӗрлӗ Чутайӗнчи Совет урамӗнчи 5б ҫурт.
Вӑл ҫурт XIX ӗмӗр вӗҫӗнче – XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хӑпартса лартнӑ общество ҫурт-йӗрӗн паха тӗслӗхӗ шутланать. Хальхи вӑхӑтра икӗ хутлӑ ҫуртпа усӑ курмаҫҫӗ.
Реставраци вӑхӑтӗнче ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ, анчах унӑн малтанхи сӑнне упраса хӑварӗҫ.
Театра юратакансене пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх кадеми драма театрне Мускаври Арбатра вырнаҫнӑ Вахангов ячӗллӗ театр гастрольпе килӗ. Шупашкар ҫыннисене культура учрежденийӗ Александр Пушкинӑн «Пиковая дама» повеҫӗпе лартнӑ моноспектакль кӑтартӗ.
Спектакльте — Раҫҫей халӑх артисчӗ Евгений Князев тата театрӑн оркестрӗн артисчӗсем.
Евгений Владимирович куракана асамлать-тыткӑнлать теҫҫӗ унӑн пултарулӑхӗпе паллашнисем. Спектакльте ҫавӑн пекех музыкантсем пулӗҫ: клавесинпа — Надежда Кашкина тата Наталья Туриянская, флейтӑпа — Ольга Жевлакова, скрипкӑпа — Полина Евланова, гитарӑпа — Андрей Чернышов.
Моноспектаклӗн музыка ертӳҫи — Татьяна Агаева.
Иртнӗ шӑматкун Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере виҫҫӗмӗш хут Туркай вулавӗсем иртнӗ. Вӗсене, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ муниципалитет округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗ, Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ тата Чӑваш наци конгресӗн вырӑнти уйрӑмӗ йӗркеленӗ. Ҫивӗч ӑмӑртӑтӑва Йӗпреҫ районӗнчи тӗрлӗ шкулсенче вӗренекен 72 ача тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе библиотекарьсем хутшӑннӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем ытларах Чӑваш халӑх поэчӗн Раиса Сарпин сӑввисене юратса та хавхаланса вуланӑ, аслӑ классенче вӗренекенсем вара хӑйсем Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн сӑввисене кӑмӑлланине палӑртнӑ.
Республикӑри Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорӗ Валери Туркай амӑртура малти вырӑнсене йышӑннисене те, конкурса хутшӑнма кӑмӑл тунисене те — пурне те! — асӑннӑ фонд юлашки ҫулсенче кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесене парнелесе хавхалантарнӑ. Кунсӑр пуҫне чӑваш поэзине юратакансем пурте ятарлӑ дипломсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ.
Ака уйӑхӗнче Туркай вулавӗсем саккӑрмӗш хут Комсомольски районӗнче иртӗҫ.
Канаш тӑрӑхӗнчи Мӑкӑр кӗперӗ ҫулҫӳревҫӗн кӗнекине кӗнӗ.
Мӑкӑр кӗперне ӳкерсе илнӗ ҫын – «Нетуристическая Россия» кӗнеке авторӗ Александр Сухарев.
Александр – фотограф тата ҫӗршыв тӑрӑх курса ҫӳреме юратакан ҫын. Тусемпе тинӗссемпе киленме пурте пултараҫҫӗ, анчах пушӑ пӳрт чӳречин илемне кашни ҫынах асӑрхаймӗ тесе шухӑшлать вӑл.
Александр Сухарев хӑйӗн кӗнекин хуплашкине Мӑкӑр кӗперӗпе илемлетнӗ.
Кӗнеке авторӗ ҫынсене хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫне, Калининградран Сахалина ҫити курса ҫӳреме йыхравлать.
Чӑваш академи драма театрӗ 16–21 ҫулхи ачасемпе ҫамрӑксене Чӑваш театр студине вӗренме йыхравлать.
Культура учреждеийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, театр студийӗнче пуш уйӑхӗнче вӗрентме пуҫлӗҫ. Театр студийӗнче вӗренекенӗсем актёрпа сцена ӑсталӑхне, юрӑ юрлама тата ташӑ ташлама кашни шӑматкунсерен вӗренӗҫ. Унсӑр пуҫне театр институтне вӗренме кӗме хатӗрленӗҫ.
Театр студине суйласа илнӗ хыҫҫӑн йышӑнӗҫ. Суйлава хушӑнас кӑмӑллисен чӑвашла юрӑ, юптару, сӑвӑ, монолог тата ташӑ хатӗрлесе комиссине кӑтартмалла пулӗ. Суйлав нарӑс уйӑхӗн 17 тата 24-мӗшӗсенче Чӑваш драма театрӗнче 13 сехетре пуҫланӗ.
Суйлава пырас умӗн заявка ярса памалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |