Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Анатолий Музыкантова Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Тав ҫырӑвӗпе чыслама йышӑннӑ.
Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кӗҫӗн Упи ялӗнче 70 ҫул каялла ҫуралнӑ Анатолий Музыкантов 40 ҫула яхӑн «Сувар» ансамбле ертсе пырать. Ку ушкӑна хамӑр тӑрӑхра ҫеҫ мар, ют регионсенче те аван пӗлеҫҫӗ.
Ӗнер Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ЧР культура, национальноҫсен ӗҫесен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова тата Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина коллективпа тӗл пулнӑ. Унта ӗҫлекенсене тӗрлӗ Хисеп хучӗпе хавхалантарнӑ. Ҫав йышра Анатолий Музыкантов балетмейстер та пулнӑ.
Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗ патӗнчи чукун ҫул кӗперне юсаса ҫӗнетӗҫ. Район шайӗнче культурӑпа истори палӑкӗ шутланаканскере республикӑри туризм объекчӗсен йышне кӗртесшӗн.
Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫак эрнере Канаш районӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ май Мӑкӑр ялӗнчи кӗпер патне ҫитсе курнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унта иккӗмӗш хутчен пулнӑ. Кӗпер кашнинчех хӑйӗн хӑвачӗпе тыткӑнланине палӑртнӑ. 16 бетон юпа ҫинче тытӑнса тӑракан арка евӗр сооружение 20-мӗш ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче тунӑ. Халӗ пуйӑссем урӑх ҫулпа ҫӳреҫҫӗ, анчах хитре кӗпере курма ҫынсем йышлӑн пухӑнаҫҫӗ. Олег Николаев кӗпере юсаса ҫӗнетмелине, ун тавралли террриторие хӑтлӑлатмаллине, ун патне пыма ҫул тумаллине палӑртнӑ.
Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине тата Хула кунне халалласа Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем юрӑ парни хатӗрленӗ. «Сеспель» ансамбль тата «Nota G» ташӑ компанийӗ «Пӗрле» клип ӳкернӗ.
Юрӑ авторӗсем – Николай Казаков тата Борис Чиндыков. Вӗсем ку тӗлӗшпе ҫулталӑк каяллах ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак вӑхӑталла хатӗрлесе ҫитерни шӑпах вырӑнлӑ пулнӑ.
«Эпир пӗрле ҫеҫ кирек мӗнле йывӑрлӑха та парӑнтараятпӑр. Эпир пӗрле ҫеҫ йӑлтах пултараятпӑр! Клипа хутшӑннӑ ҫынсене тав. Эпир пӗрле!» - тенӗ клип авторӗсем.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ паянтан пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗччен туристсен ыйтӑвӗсене уҫӑмлатӗ. Ун валли ведомство «хӗрӳ лини» номерӗсене уҫнӑ. Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче телефон номерӗсем ҫапларах: 58-51-66, 58-25-95; Гигиена тата эпидемиологи центрӗнче — 56-46-66, 56-29-01, 56-29-00.
Ирхи 9 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен, 13 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен шӑнкӑравламалла.
Унсӑр пуҫне территорири уйрӑмсен номерӗсемпе ҫыхӑнма май пур: Патӑрьел районӗнчин номерӗ — (83532) 5-03-45; Канашрин — (83533) 2-24-49; Ҫӗрпӳрин — (83545) 2-13-30; Ҫӗмӗрлерин — (83536) 2-29-15; Ҫӗнӗ Шупашкартин — (8352) 78-44-19.
Пӗрлехи консультаци центрне 8-800-555-49-43 номерпе тӳлевсӗр шӑнкӑравлама юрать. Унти вырӑсла, акӑлчанла тата китайла хуравлама хатӗр.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ спектакль хатӗрлесе ҫитернӗ.
Премьерӑпа ӗҫлеме театрта унчченех тытӑннӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ вӑхӑтра, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн, культура учрежденийӗн ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелеме тивнӗ. Ҫапла вара Николай Сидоровӑн «Ҫӗн мӑшӑрӑн ҫӗр кӗске» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ камите куракан патне ҫитересси вӑраха тӑсӑлнӑ. Ҫӗнӗ спекталкьпе артистсем пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче сцена ҫине тухма ӗмӗтленнӗ-ха. Анчах шухӑшланӑ пек пулайман.
Ҫӗнӗ ӗҫе Дмитрий Петров режиссер лартнӑ. Спектакльте театрти мӗнпур артист вылять.
Шупашкарта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Тараватлӑ Чӑваш Ен» регионсен хушшинчи фестивалӗн финалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн мӑшӑрӗпе ҫитнӗ.
«Кунта ытти регионти паллӑ ӑстасем пухӑннӑ, хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе паллаштараҫҫӗ. Вӗсем тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме вӗрентеҫҫӗ», — тенӗ Элтепер.
Фестивалӗн финалне 13 ушкӑн тухнӑ. Наци апат-ҫимӗҫне кулинари ӗҫӗнчи паллӑ та сумлӑ экспертсем хакланӑ. Раҫҫей кулинарӗсен наци ассоциацийӗн ертӳҫи Виктор Беляев чӑваш тӗпелӗ паха апат-ҫимӗҫрен пуяннине асӑнса хӑварнӑ.
Уявра Олег Николаев шеф-поварпа пӗрле хуран кукли пӗҫерсе тутанса курнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Манӑн атте – ҫулҫӑ» кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн авторӗ – Владислав Николаев. Кӗнекен ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсен 2019 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли пичетленӗ.
Кӑларӑма пьесӑсем-инсценировкӑсем, сценкӑсем, шӳтсем тата юмахсем-пьесӑсем кӗнӗ.
Ҫӗнӗ кӗнеке тӑватӑ пайран тӑрать. «Вӑрманти театр» ярӑмра тӗп сӑнарсем – вӑрманти чӗрчунсем. Инсценировкӑсем туслӑ пулма, тавралӑха тата тӑван ҫӗршывӑ юратма вӗрентеҫҫӗ. «Шкулти пурнӑҫ» ярӑм хальхи вӑхӑтри шкул ачисен пурнӑҫӗпе паллаштарать.
Виҫҫӗмӗш пайри тӗп сӑнарсем – Этнер, Элпи, Эрнеслу – пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ ыйтусем пирки шухӑшлаҫҫӗ.
«Пуканесен тӗнчинче» пайри юмахсем те кӑсӑклӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палатинче Халӑх промыслисен ӑстисен Раҫсей шайӗнче иртекен ӑмӑртӑвӗн республикӑри тапхӑрӗнче ҫӗнтернисене чысланӑ. Унта хутшӑннӑ республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев художество промысли урлӑ чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркин нумай енлӗхӗпе тарӑнлӑхӗ палӑрнине асӑнса хӑварнӑ. Чӑн та, вӑл япаласем илемлӗ, ӑна парнелеме аван.
Чӑваш Енӗн чи лайӑх ремесленникӗ ята Ирина Федорова, чи лайӑх ҫамрӑк ремесленник ята Анастасия Зимина (сӑнӳкерчӗкре) тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, Олег Николаев 2002-2004 ҫулсенче республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата суту-илӳ министерствинче усламҫӑсен ӗҫ-хӗлӗ, суту-илӗвӗн тата тулаш ҫыхӑнусен департаментӗнче ӗҫленӗ май халӑх промыслисен енӗпе те тимленӗ. Художествӑпа эксперт канашӗн ертӳҫи пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра халӑх промыслисене сутакан пӗрремӗш лавкка уҫӑлнӑ. Халӑх ӑстисен хатӗрӗсене хӑна ҫурчӗсенче, вокзалсенче, аэропортсенче сутма тытӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫамрӑк артистсем, виҫӗ хӗрпе икӗ каччӑ, ӗҫе вырнаҫнӑ. Коллектива вӗсемпе коллектива театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев паллаштарнӑ.
Ҫамрӑксем Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӗсен педагогӗ пулса театрӑн артисчӗ Ирина Иванова ӗҫленӗ. Ҫамрӑксене артист пултарулӑхне хӑнӑхтарма РСФСР халӑх артисчӗ Николай ГРигорьев, театр артисчӗ Алексей Герасимов нумай тӑрӑшнӑ.
Театр директорӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Владимиров республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн Роза Лизакован тӳпине палӑртса хӑварнӑ. Вӑл тӑрӑшнипе труппа йышне чакармасӑр коллектив йышне ӳстерме май килнӗ.
Паян Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн коллективӗпе тӗл пулнӑ.
Театр директорӗ Елизавета Абрамова палӑртнӑ тӑрӑх, культура учрежденийӗн кӑҫалхи юбилей ҫулӗнче ӗҫ планне улӑштарма тивнӗ. Ҫакӑ кӑшӑлвирус алхаснине пула ӗҫе онлайн-мелпе ирттерме тивнипе ҫыхӑннӑ. Апла пулин те пурнӑҫ чарӑнса ларман. Сӑмахран, кӑҫалхи иккӗмӗш ҫур ҫулта иртекен «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр конкурсне хутшӑнмалла, театр специалисчӗсен квалификацине ӳстермелле.
Театрӑн илемлӗх ертӳҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов ҫӗнӗ спектакльсемпе ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ, хӑшӗсене 2021 ҫула куҫарма тивнине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |