Чӑваш Ен телерадиокомпанийӗнче операторта ӗҫлекен Владимир Синдеев чӑвашла ят йышӑннӑ. Кун пирки республикӑри паллӑ тележурналист, драматург, поэт, сценарист Марина Карягина Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ.
«Хампа хавхаланса ӗҫлекен Владимир Синдеев оператора ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлатӑп! Паянтан унӑн ҫӗнӗ ят: Алмас. Чӑваш ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ, манпа пӗр шухӑшлӑн тӑван республикӑн хастар ҫыннисене ҫӗклекенӗн, юнпа вырӑс пулсан та, чӑвашла ячӗ те пулмалла тесе шутларӑмӑр. Чи пахи — ҫак шухӑш патне вӑл хӑй пиҫсе ҫитрӗ. Шӑп 45 ҫул тултарнӑ кун!», — тесе ҫырнӑ Марина Карягина.
Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 17 сехетре, Мускавра Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, Чӑваш Республикин халӑх художникӗн, Раҫҫей ӳнер академийӗн член-корреспонденчӗн Анатолий Рыбкинӑн «Палитра памяти» куравӗ уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Курава Мускаври Пречистинка урамӗнчи 21-мӗш ҫуртра уҫӗҫ.
Анатолий Рыбкин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ваҫликасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче, Ленинградри И.Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Питӗрти патшалӑх педагогика институтӗнче художествӑпа графика факультетӗнче, Красноярскри художество институтӗнче преподавательте ӗҫленӗ. Мускавра 1980 ҫулта иртнӗ Олимпиадӑна художник пулса хутшӑннӑ.
Пултарулӑх ӗҫӗпе Анатолий Рыбкин Францире, Индире, Тунисра, Китайра тата ытти ҫӗршывра пулнӑ. 50-а яхӑн курав уҫнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ҫамрӑксен хайлавӗсенчен тӑракан «Пирӗшти патне янӑ ҫыру» кӗнекене тишкернӗ.
Кӑларӑма 11 авторӑн: Нина Царыгинан, Екатерина Кошелеван, Ольга Австрийскаян, Инесса Шашкинан, Анастасия Владимирован, Валентина Селенинан, Ирина Кошкинан, Мальвина Петрован, Анастасия Данилован, Екатерина Устинован, Олесч Михайлован – хайлавӗсем кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑмра тӗрлӗ темӑна хускатнӑ: тӑватӑ ураллӑ туссем, ҫутҫанталӑка хӳтӗлесси, ҫемьери хутшӑнусем ҫинчен тата ытти те.
Кӗнекене хаклама авторсем те пуҫтарӑннӑ. Литература клубне пухӑннисем кӗнекери калавсем, юмахсем, халапсем – вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли питех паха хайлавсем.
2020-мӗш Астӑвӑмпа мухтав ҫулталӑкӗнчи «Тӑван Атӑл» кӑларӑмӗсене уҫса тухрӑм. Ӗлӗксенче литературӑн е уйрӑм журналсен утӑмӗсене ятарласа тишкерӳсенче, ҫыракансемпе вулакансен пухӑвӗсенче, тӗпчев институчӗн литпай ларӑвӗсенче пӗтӗмлетекенччӗ. Кутемӗн тишкерӳ тавраш курмарӑм, ҫавӑнпа мӗн вуланине пӗрле пӑхса илес-ха терӗм.
Кӑҫал камсем «ТА» журнала унаса-пӗҫерсе тӑраҫҫӗ? Редколлегире генерал-тӗремен Татьяна Вашуркина, малтанхи тӗремен Лидия Михайлова тата хальхи шеф-тӗремен Арсений Тарасов, Юрий Артемьев профессор, Шупашкартан Юрий Сементерпе Геннадий Максимов, Пушкӑртстанран Николай Ишимбай, Чӗмпӗртен Николай Ларионов, Хусантан Евгений Турхан, Самартан Владимир Левуков. Пурте журналта нумайранпа пичетленеҫҫӗ.
Вӗсемсӗр пуҫне камсем пур журналта? Хӑшне-пӗрне (хам тӑтӑшах вуласа пынисене) асӑнса хӑварам.
Пӑраснаҫӑсем (прозаиксене ҫапла калама хӑнӑхса кайрӑм - мӗнрен начар вара?): Денис Гордеев, Сергей Павлов, Улька Эльмен, Валентин Константинов, Елен Нарпи, Елена Мустаева, Ольга Туркай, Владимир Степанов, Николай Андреев.
Раҫҫейӗн теле- тата радиовещани сечӗн Чӑваш Енри филиалӗнче Патӑрьел районӗнче радио калаҫма тытӑнни пирки хыпарланӑ. Унта сӑмах «Радио России» (чӑв. Раҫҫей радиовӗ) радиостанци пирки пырать. Асӑннӑ радион программисене Патӑрьел, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк районӗсенче пурӑнакансем итлеме пултараҫҫӗ. Эфира регионти кӑларӑмсене те кӗртеҫҫӗ.
Радио тата телекурав станцийӗ Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Чӗпкасра вырнаҫнӑ. Раҫҫей радиовне итлес тесен FM-диапазон ҫинчи 105,2 МГц юхӑм ҫине кӗмелле. Радиостанци ирхи пилӗк сехетрен пуҫӑнса ҫурҫӗр иртни пӗрреччен ӗҫлет.
Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗ кӗнеке хӑтлавне йыхравлать. Шупашкарти Уруков урамӗнчи 2-мӗш «а» ҫуртра ирхи вунӑ сехетре «История Чувашского края в уникальных архивных документах» кӗнеке-альбомпа паллаштарӗҫ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кӑларӑма федераци тата республикӑри архивсенчи, ҫӗршыври ӑслӑлӑх учрежденийӗсенчи тата вулавӑшсенчи сайра тӗл пулакан 100 документ кӗнӗ. Вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе 1469 ҫултанпа пуҫласа паллаштараҫҫӗ. Хаклӑ материалсене пухас тесе нумай тимлеме тивнӗ.
Кӗнеке-альбом хӑтлавне ӑсчахсемпе тӗчевҫӗсене, таврапӗлӳҫӗсемпе преподавательсене, культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене, кӑмӑл пур мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх художество промыслисен ӑсти Евгения Жачева авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Евгения Жачева чӑваш халӑх тӗрри ҫинчен нумай ӗҫ ҫырнӑ. «Чӑваш тӗнчи» хаҫатра унпа нумаях пулмасть пичетленнӗ материалта ӑста «Чи пӗлтерӗшли вӑл маншӑн — чӑваш тӗррин ҫӗввисене тупни. Эпӗ ку енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ ҫулсенче 18 ҫӗвӗччӗ, халӗ — 63. Ҫакӑ маншӑн питӗ хаклӑ, мӗншӗн тесен вӑл халӑха кирлӗ. Кашни тӗрӗре хӑйне евӗрлӗ ӑнлав пур. Ӑна тӗпчеме, ӑнкарса илме питӗ кӑсӑклӑ. Ӗлӗкхи тӗрӗсем мана питӗ килӗшеҫҫӗ. Вӗсен кашни расна пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑ мана уйрӑмах интереслентерет», — тесе пӗлтернӗччӗ...
Евгения Жачева 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче ҫуралнӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри паллӑ композитор, педагог, Раҫҫей композиторсен союзӗн пайташӗ Лолита Чекушкина 55 ҫул тултарать.
Лолита Чекушкина 2011 ҫулта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ. 2012-мӗш ҫулта вӑл Чӑваш Республикин патшалӑх парнин лауреачӗ пулса тӑнӑ. 2001, 2008, 2009, 2010, 2013 ҫулсенче вӑл республикӑри театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗн лауреачӗ ята тивӗҫнӗ.
Пулас композитор 1984 ҫулта Шупашкарти музыка училищинче тата Чулхулари патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Вырӑс драма театрӗнче музыка пайӗн заведующийӗнче, Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернатра композици преподавателӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче ӗҫленӗ. Симфони оркестрӗ, камера оркестрӗ валли хайлавсем, ача-пӑча фортепьяно пьесисем ҫырнӑ, спектакльсем валли музыка хайлать.
Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ чӗлхеллӗ ҫӗнӗ кӗнеке пичетленнӗ. «Паттӑр юмахӗсем» ятлӑ кӑларӑм «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмпа кун ҫути курнӑ.
Кӗнекене чӑваш юмахӗсене классификацилесе кӗртнӗ. Унта вӗсене унта ӑнлантарса пани те пур. Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн архивӗнче упранакан ал ҫырусенчен хатӗрленӗ материалсем кӗнӗ. Кӑларӑмра оригинал текстпа пӗрлех вырӑсла куҫарнисем те пур. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене текста ҫывӑх куҫарма тӑрӑшнӑ.
Текстсене Надежда Ильина пухса хатӗрленӗ тата вырӑсла куҫарнӑ.
Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче Любовь Федорован ҫӗнӗ кӗнекисен хӑтлавне ирттерчӗҫ. Ӑна библиотека ырӑ йӑлана пӑхӑнса тӳрӗ эфирта ирттерчӗ. Хӑтлава Ютубра пӑхма май килчӗ.
Любовь Федорова — Елчӗк районӗнчен тухнӑ хӗрарӑм-ҫыравҫӑ. Вӑл 1952 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Энтепе ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗр ҫул вӑл ял хуҫалӑх институтӗнче агронома вӗреннӗ, анчах пӑрахнӑ. 1980 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнче пӗлу илнӗ. Кайран вӑл Шупашкарти шкулсенчен пӗрне ӗҫе вырнаҫнӑ. Любовь Федоровӑн «Йӳҫӗ пыл» ятлӑ малтанхи кӗнеки 1992 ҫулта пичетленнӗ. Пӗр пиллӗкмӗш классенче вӗреннӗ чухне Мария Волкован кӗнекине хавхаланса вуланине аса илчӗ. Хӑйӗн малтанхи хайлавӗсене район хаҫатӗнче ҫеҫ мар, республикӑри литература журналӗсенче пичетленӗ. Вӑл — сакӑр кӗнеке авторӗ. Сӑвӑсем, калавсем, юптарусем ҫырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |