Шупашкарта «Культура» программӑпа килӗшӳллӗн 2025 ҫул тӗлне 16 вулавӑша юсаса ҫӗнетӗҫ. Ҫак тӗллевпе 627 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ йышши пӗрремӗш вулавӑш Вера Чаплина ячӗллӗ филиал ҫумӗнче уҫӑлӗ. Унта сценӑллӑ амфитеатр, шӑплӑх пӳлӗмӗ, библиозвукотека, вулав залӗ, коворгинг-зона, кафе, арт-сцена, ача-пӑча лапамӗ пулӗ.
Ҫитес ҫул Маяковский тата Марфа Трубина ячеллӗ вулавӑшсене ҫӗнетӗҫ. 2022 ҫулта Сухомлинский, Гайдар, Шумилов ячӗллӗ вулавӑшсене ҫӗнӗлӗх кӗтет. Чапаев, Лев Кассиль, Агаков, Александр Пушкин, Ҫеҫпӗл Мишши, Константин Иванов, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ вулавӑшсенче юсав ӗҫӗсем ирттерӗҫ. Вулавӑшсенче юсав кӑна ирттермӗҫ, фондсене ҫӗнӗ кӗнекесемпе, хӑватлӑ компьютерсемпе, мультимеди техникипе тивӗҫтерӗҫ.
Пирӗн республикӑна Раҫҫейӗн культура министрӗн ҫумӗ Ольга Ярилова килнӗ. Республикӑна килсе ҫитнӗ каҫхине вӑл Хӗрлӗ лапама кайса курнӑ. Шупашкарта пилӗк ҫул каялла пулнӑранпа хула тӗпрен ылмашнине палӑртнӑ вӑл.
Мускавран килнӗ ҫынна сайра тӗл пулакан реликвариум – уҫӑ тӳпе айӗнчи музей — уйрӑмах тыткӑнланӑ. Вӑл Шупашкар тата тӑван халӑх историйӗпе паллаштарать. Чӑваш халӑхӗн тымарӗсем патне илсе каякан коллекцие урӑх ниҫта та курманнине палӑртнӑ Ярилова. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ.
Паян Ольга Ярилова Шупашкар хулин 550 ҫулне, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлас енӗпе пуҫарнӑ йӗркелӳ комитечӗн пӗтӗмлетӳллӗ ларӑвне хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн йышне икӗ ҫӗнӗ ҫын кӗнӗ. Асӑннӑ пӗрлешӳ черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта ытти тӗрлӗ ыйтупа пӗрлех союза кӗме заявлени ҫырнисене те пӑхса тухнӑ.
Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, профессионал ҫыравҫӑ пысӑк ята Мальвина Петрова тата Инесса Шашкина ҫамрӑк авторсем те тивӗҫнӗ.
Мальвина Петрова сӑвӑсем тата сатирӑллӑ юптарусем ҫырать, Инесса Шашкина — калавсем. Вӗсен ӗҫӗсем Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ «Пирӗшти патне янӑ ҫыру» кӗнекере пичетленнӗ.
Юрӑ-кӗвве юратакансем валли Чӑваш кӗнеке издательстви лайӑх парне хатӗрленӗ. «Пире тӑван кӗтсе тӑрать» юрӑ пуххи валли тивӗҫлӗ хайлавсене Геннадий Кириллов суйланӑ. Унта халӑх юратакан юрӑсем кӗнӗ. Кӗнекене Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗнчен пуҫланӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм ҫичӗ пайран тӑрать. Тӑван тавралӑхпа, Шупашкарпа, ҫемьепе, юратупа, туслӑхпа, телейпе тата пурнӑҫри хаклӑхпа ҫыхӑннӑ юрӑсем кӗнӗ кӗнекене.
Халӑх юррисемсӗр пуҫне ҫӗнӗ кӑларӑмра чӑваш композиторӗсемпе поэчӗсен хайлавӗсем пур.
Кӗнекене, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Геннадий Кириллов пухса хатӗрленӗ, редакторӗ – Валерий Алексеев, художникӗ – Светлана Бритвина. Ҫӗнӗ кӑларӑм тиражӗ – 3000 экземпляр.
Валем Ахун (Валентин Осипович Максимов) (1930-2007) – чӑваш поэчӗ, писателӗ, куҫаруҫи, фольклорисчӗ, СССР писательсен союзӗн пайташӗ, Митта Ваҫлейӗн премийӗн лауреачӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа
паян, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 90 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Тутарстанри Пӑва районӗнчи Кипеккассинче ҫуралнӑ.
В. Ахун И.Я. Яковлев Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (халӗ – уриверситечӗ) вӗреннӗ. 1956 ҫулта ӑна хастар ялкор тесе Пӑвари район хаҫатне ӗҫе илнӗ. Кайран вӑл Елчӗкри район хаҫатӗнче, «Вузовец» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗнче, «Трактор» хаҫатра секретарьте, «Пионер сасси» хаҫатра пай пуҫлӑхӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче аслӑ редакторта ӗҫленӗ.
Литература ӗҫӗпе Валем Ахун иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче аппаланма пуҫланӑ: очерксем, калавсем тата сӑвӑсем ҫырнӑ, чӑваш халӑхӗн сӑмахлӑхне пухнӑ. Вырӑс, беларуҫ, азербайджан, тутар, турккӑ тата ытти чӗлхерен чӑвашла куҫарнӑ.
Валем Ахунӑн тӗп кӗнекисен шутӗнче ҫаксем: «Ҫула тухатӑп эп ирех... », «Урхамахӑм чӗнет инҫете», «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫӗм», «Хӑтлӑ ҫурт», «Хӳкле кӗвви», «Шурӑ акӑш» тата ыттисем.
Ҫитес ҫул Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 20-26-мӗшӗсенче иртесси пирки пӗлтернеччӗ. Кӑҫал вара унӑн ҫу уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче иртмеллеччӗ. Анчах пандемие пула ӑна каярах, ҫурлан 19-25-мӗшӗ ҫине, куҫарнӑ. Иртнӗ уйӑхра та тӗнче шайӗнчи мероприятие йӗркелеме май килмен.
Кӑҫал, ЧР культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль иртетех. Ӑна юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 5-мӗшӗччен пулӗ.
Фестивале паллӑ ҫынсем килмелле: Дмитрий Астрахан, Светлана Немоляева, Светлана Дружинина, Дмитрий Назаров, Александр Домогаров.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗчӗккисем валли «Путешествие по Чувашии. Чӑваш ҫӗршывӗпе паллашар-и?» кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна Ольга Васильева пухса хатӗрленӗ, проект ертӳҫи – издательство директорӗ Светлана Каликова, художникӗ – Юлия Лутошкина.
Кӗнекен тӗп сӑнарӗсем: Тилӗ, Атнер тата Эльпи – Шупашкар хулинчен республика тӑрӑх тухса каяҫҫӗ. Вӗсем хамӑр тӑрӑхри паллӑ вырӑнсемпе паллашаҫҫӗ. Кашни вырӑна ҫитнӗ хыҫҫӑн ачасен тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлама тивет. Ачасемшӗн ҫӗнӗ, вӗсем пӗлнӗ хӑш-пӗр сӑмахпа ятарлӑ словарь паллаштарать.
Кӗнекере чӑваш матрешкисемпе наклейкӑсемлӗ сӗтел ҫинчи вӑйӑ та пур.
Шупашкарта кӑҫал та «Атӑл юмахӗ» фестиваль иртӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ ирттернӗ конкурса хутшӑнса пултарулӑх мероприятине ирттерме 360 пин тенке тивӗҫнӗ.
Фестиваль чӳк уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртӗ. Мероприятин учредителӗ – республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ. Фестивале ирттерме республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗ пулӑшӗ.
Раҫҫейри театрсен чи лайӑх спектаклӗсемпе паллашма май килӗ. Артистсем, режиссерсем, артист пулма вӗренекенсене ГИТИСри педагогсем ӑсталӑха вӗрентӗҫ, Мускаври, Чулхулари, Ӗпхӳри, Индинчи Вриндаванти режиссерсемпе театроведсем те фестивале хутшӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫулсерен ирттерекен пӗтӗм тӗнчери кинофестивале килес ҫул хӑҫан ирттересси паллӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Кинофестивале Раҫҫейри халӑхсен культурипе паллаштарас тӗллевпе ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Килес ҫулхи кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 20-26-мӗшӗсенче иртӗ.
Мероприятие йӗркелесе ирттерессишӗн Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗ яваплӑ. Ҫакна хушура палӑртса хӑварнӑ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе тӗрлӗ харпӑрлӑх формӑллӑ организацисене те кинофестивале йӗркелеме хутшӑнма сӗннӗ.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче Борис Чиндыков ҫыравҫӑна, драматурга, тӑлмача литература тӗпелне йыхравланӑ.
Ҫыравҫӑ ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнче 60 ҫул тултарчӗ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Палтай ялӗнче ҫуралнӑ. 1984 ҫулта Мускаври А.М. Горький ячӗпе хисепленекен литература институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл калем ӑсти ҫеҫ мар, хаҫат-журнал редакторӗнче те ӗҫленӗ. 1990 ҫулта, тӗслӗхрен, «Аван-и» хаҫат кӑларма тытӑннӑ. 1994-1997 ҫулсенче «ЛИК Чувашии» журнал редакторӗ пулнӑ. Пӗр вӑхӑт Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ чух пичет кӑларӑмне содержани тата дизайн енчен палӑрмаллах ҫӗнетме ӗлкӗрнӗ.
Борис Чиндыковпа йӗркелекен литература тӗпелне вулавӑшӑн YouTube каналӗнче https://www.youtube.com/watch?v=Gb1nw1hTpwU&feature=youtu.be пӑхма май килӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ.
Справки по телефону: (8-352) 23-02.17, доб. 145.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |