Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗ тавра тимӗр хӳме тытни хулара пурӑнакансене килӗшменни пирки ҫынсем нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн Инстаграмри страницине ҫырнӑ. Кайран республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви картана мӗншӗн тытнине ӑнлантарма пӑхнӑччӗ. Вӗсем ҫавна терроризмран хӳтӗленессипе сӑлтавланӑччӗ. Карта тытма хыснаран 1,5 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Тимӗр хӳмене культура учрежденийӗ тавра вырнаҫтарса тӗрӗсех тунине палӑртас тӗллевпе прокуратура тӗрӗслев ирттересси пирки те хыпарланӑччӗ.
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче театр журналистсене пухма шухӑшланӑ. Унта хӳмепе ҫыхӑннӑ ыйтӑва уҫӑмлатӗҫ.
Паян, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи тӗп вулавӑшра «Чӑваш халӑхӗн сумлӑ ҫыравҫи» литература каҫӗ иртнӗ.
Ӑна чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачи, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» историлле роман-эпопея авторӗ Куҫма Турхан ҫуралнӑранпа 105 ҫитнине халалланӑ. Ку хыпара Фейсбурки хӑйӗн страницинчен Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫасен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова пӗлтерне. Вӑл мероприятие йӗркелекенсемпе унта хутшӑннисене тав тунӑ.
Куҫма Турхан 1915 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Ача ҫуртӗнче ӳснӗ. 1934 ҫулта Канашри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван ялти ҫичӗ класлӑ шкулта ачасене вӗрентнӗ. Кайран Ленинградри В.В. Воровский ячӗллӗ журналистсене хатӗрлекен институтра ӑс пухнӑ. 1988 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Кӑшӑлвируса пула Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне каярах куҫарма йышӑннӑ. Ҫак кун, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен фестивалӗ иртмеллеччӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӑна каярах ирттерессине пӗлтернӗ.
Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, тен, уяв чӳкӗн 30-мӗшӗнче иртме пултарӗ. Ун чухне Чӑваш Ен Конституцине йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитет.
Палӑртмалла: Халӑхсен фестивальне ирттересси пирки утӑ уйӑхӗнче диаспорӑсен тӗлпулӑвӗнче калаҫнӑ. Культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Каликова республика уява ахаль чухнехи форматпа ирттерме пултарассине каланӑ. Анчах ку Роспотребнадзортан та нумай килет – вӑл мӗнле йышӑну тӑвать.
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ҫӗнӗ концерт сезонӗ уҫӑлнӑ. Уяв концертне К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ирттернӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — филармонире юсав ӗҫӗсем пыни.
Ҫӗнӗ сезона уҫма Камера оркестрӗ Сергей Григорьев маэстро ертсе пынипе ҫӗнӗ программа хатӗрленӗ. Концертра В.А. Моцарт тата Вольфанг Моцартӑн тата Петр Чайковскин хайлавӗсем янӑранӑ.
Камера оркестрӗпе пӗрле сцена ҫине Чӑваш Республикин халӑх артистки Маргарита Финогентова (меццо-сопрано) тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Василий Журкин (скрипка) тухнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче — Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче — пирӗн республикӑра Чӑваш Енри халӑхсен фестивальне ирттерме палӑртса хунӑ. Анчах кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру кӑткӑссине шута илсе ӑна йӗркелемӗҫ. Ҫакӑн пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Каликова фестивале ирттермелли вырӑна палӑртассипе ҫине тӑнине пӗлтернӗ-ха. Анчах Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ ҫинчен аса илтернӗ май мероприятие каярах вӑхӑта куҫарма сӗннӗ. Сӑмахран, Чӑваш Республикин Конституцине йышӑннӑ кун — чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче — йӗркелеме пулать. Е Раҫҫей Конституцийӗн кунӗнче.
Чӑваш Енре кӑҫалхипе иккӗмӗш хут «Эреш» орнамент-фест» фестиваль иртрӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Наци музейӗнче уҫӑлчӗ.
Икӗ куна тӑсӑлнӑ мероприятие чӑваш тӗррин ӑстисемпе пӗрлех культурӑра, вӗрентӳре ӗҫлекенсем, чӑваш тӗрри-эрешне килӗштерекенсем, ун вӑрттӑнлӑхне ӑнланакансем тата унпа кӑсӑкланакансем пухӑннӑ.
Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче ӑстасем тӗрӗ тӗрлеме пултарнине кӑтартса панӑ. Конкурса Чӑваш Енӗн тӗрлӗ кӗтесинчи ылтӑн алӑллӑ маттурсем кӑна мар, Чӗмпӗрпе Питӗр хулисенчен те хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче арҫын та пулнӑ. Вӑл — Чӗмпӗрти И.А. Гончаров ячӗллӗ облаҫри краеведени музейӗн пай пуҫлӑхӗ Сергей Кольцов. Иккӗмӗш кунхине халӑх тумтирне кӑтартакансем ӑмӑртнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Культура.рф порталӑн чи лайх трансляцийӗсен йышне лекнӗ. Чӑвашсен «Шинель» спектакльне пӗр каҫра 58 604 хутчен пӑхнӑ.
Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗ залран тӳрӗ трансляцисем пуҫланӑ. Спектакле ӳкерме Культура.рф Раҫҫей порталӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ Мускавран Шупашкара килсе ҫитнӗ.
Спектакле тӳрӗ эфирта пӑхнисем ӑна ырласа ҫырнӑ. «Халӗ ҫеҫ спектакль пӑхрӑмӑр! Мӗн тери лайӑх лартнӑ! Маттурсем! Тӗп сӑнар ролӗнчи артист Акакий Акакиевич кӑмӑлне мӗн тери ӗнентерӳллӗн уҫса пачӗ. Артистсене алӑ ҫупса тав тума спектакле театра кайсах курӑпӑр!», – тесе ҫырнӑ, сӑмахран, куракансенчен пӗри.
Спектакле Культура.рф порталта халӗ те пӑхма май пур.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Алран алла» ятпа ҫӗнӗ ярӑм ҫулсерен тухса тӑма пуҫлӗ. Унта кӗнӗ хайлавсенче хӗрарӑм шӑпи тӗп вырӑнта пулӗ. Издательствӑн ӗҫченӗ Галина Антонова ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Вулавӑшӑн сайтӗнче клубӑн хастар пайташӗсем Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал пичетленнӗ «Инкеклӗ телей» коллективлӑ сборника сӳтсе явнине пӗлтернӗ.
Кӗнекене пухса хатӗрленӗ Галина Антонова ҫапла пӗлтернӗ: «Чӑвашла вулама юратакан пикесем, аппасемпе йӑмӑксем, аннесемпе асаннесем валли Чӑваш кӗнеке издательстви ятарлӑ ярӑм пуҫларӗ. Вӑл «Алран алла» ятпа кашни ҫулах тухса тӑрӗ. Ҫав ярӑмри кӗнекесене хӗрарӑмсем уйрӑмах килӗштерекен юратупа туслӑх, ҫемье, кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ повеҫсемпе калавсем кӗрӗҫ».
Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Шуйтан чури» премьера кӑтартнӑ. Ӑна, аса илтерер, Константин Ивановӑн вӗҫлеймен хайлавӗ тӑрӑх, унти шухӑшсене малалла аталантарса Ухсай Яккӑвӗ ҫырнӑ. Унти сӑнарсенчен пӗри пуянлӑхшӑн чунне шуйттана пама хатӗр.
Спектакле республика Элтеперӗн укҫипе лартнӑ. Ӗҫӗн режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева.
Спектакль валли театр ятарласа чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене: купӑс, тункӑр, шӑкӑртма, шӑпӑр вулли, параппан тата ыттине — туяннӑ.
Пирӗн халӑхӑмӑр хӑйне ҫутта кӑларма нумай тӑрӑшнӑ, чӑваш букварьне парнеленӗ, Атӑлҫи тӑрӑхнчи вак халӑхсемшӗн нумай тӑрӑшнӑ Иван Яковлева сума суса та асра тытса пурӑнать.
Вӑл 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25 хальхи Тутар Республикине кӗрекен Кӑнна-Кушки ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗр гимназийӗнче, Хусан университетӗнче вӗреннӗ, чӑваш шкулӗн инспекторӗнче, Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ. Н.И. Ильминский вӗренекенӗ. 1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Мускавра Ваганьково масарӗнче пытарнӑ.
Паян Шупашкарти Иван Яковлев палӑкӗ умне тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем чечек хума тата хисеплӗ ҫыннӑмӑрӑн капашсӑр пысӑк ӗҫне сума сунине палӑртма пуҫтарӑннӑ. Ҫав йышра республика Элтеперӗ Олег Николаев та пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |