Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ, РСФСР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К.С. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Владимир Мазанов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.
Пулас художник 1920 ҫулта Дон ҫинчи Ростов хулинче ҫуралнӑ, Горький (хальхи — Чулхула) хулинчи ӳнер училищинче вӗреннӗ. Асӑннӑ хулара пӗр вӑхӑт оперӑпа балет театрӗнче художник-декоратор пулса тӑрӑшнӑ. Кайран Шупашкарти театрсенче художникра ӗҫленӗ.
1966 ҫулта ӑна Шупашкарти Вырӑс драма театрӗн тӗп художникӗ пулма шаннӑ. 1970-1982 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тӗп художникра театрта тимленӗ. Вӑл ҫӗршыври тата республикӑри тӗрлӗ курава хастар хутшӑннӑ.
Чӑваш Республикин Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи полпредствинче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе, культурипе тата йӑли-йӗркипе паллаштаракан кӗнекесен, чӑваш писателӗсемпе поэчӗсен илемлӗ литературин хӑтлавӗ иртӗ. Мероприяти авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Кӗнеке хӑтлавне Галина Белгалис ҫыравҫа хутшӑнӗ. Вӑл «Право на улыбку» калавсен пуххипе паллаштарӗ. Вӑл кӗнеке Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть ҫеҫ кун ҫути курнӑ.
Чӑваш халӑхӗпе кӑсӑкланакан Мускаври ентешсене хӑтлава чӗнеҫҫӗ. Унта хутшӑнас тесен Мускаври Б. Ордынка урамӗнчи 46/1 ҫурта ҫитмелле.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ӗнер Олег Николаев, Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан, пултарулӑх ушкӑнӗсемпе тӗл пулчӗ. Тӗлпулӑва, «Патшалӑхӑн культура программине пурнӑҫлас ӗҫе пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнасси» ятпа ҫавра сӗтел пек ирттернӗскерне, Роза Лизакова культура министрӗ ертсе пычӗ.
Республикӑра пурӗ вунвиҫӗ пултарулӑх ушкӑнӗ шутланать. Вӗсен йышне ҫыравҫӑсен, художниксен, театр ӗҫченӗсен, композиторсен, артистсен тата кинематографсен ушкӑнӗсем кӗреҫҫӗ. Тӗлпулура кашни ушкӑнах сӑмах пачӗҫ — ертӳҫисем вара вӗсене мӗн пӑшӑрхантарни пирки каларӗҫ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсене ытларах енӗпе укҫа-тенкӗ сахал пулни пӑшӑрхантарать. Патшалӑх структурисем кӗнекесем туянма пӑрахни, гонорар фончӗ ҫукки, пултарулӑх студийӗшӗн энергипе тивӗҫтерекен компанисем ҫутӑшӑн предприятисемпе тан тӳллетерни. Ӳнерҫӗсен пӗр ушкӑнне вара вӗсене пултарулӑх студийӗсене уйӑрса паманни пӑшӑрхантарать.
Тухса калаҫакансем чылайӑшӗ чӑваш культурине аталантармалли пирки каларӗҫ. Ҫав шутра чӑваш чӗлхине хистесе вӗрентмелле марри ҫинче чарӑнчӗҫ, кашни ҫынна унӑн чун хавалӗпе чӑвашлӑха туртмалла тесе каларӗҫ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Николай Балтаев (ӑна Палтай Микуҫӗ тенипе те пӗлеҫҫӗ) Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чыслама йышӑннӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Элтеперӗн тивӗҫсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Николай Балтаев 1963 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Питтӗпел ялӗнче ҫуралнӑ. Чулхула облаҫӗнчи Павловӑри ӳнерпе ремесла училищинче, Ленинградри В.И. Мухина ячӗллӗ ӳнер-промышленноҫ аслӑ училищинче вӗреннӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе тата тӗнӗпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ медаль, укҫа тата ытти те ӑсталассипе ҫине тӑрать.
«Ҫамрӑксене тӗрлеме вӗрентмеллех», – тет Раиса Васильева, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн халӑх пултарулӑх кафедрин ертӳҫи.
«Несӗлӗмӗрсем ӗмӗртен-ӗмӗре упраса пынӑ ӗҫе, пин-пин ҫул урлӑ каҫса пирӗн пата ҫитнӗ тӗрре-ҫӗвве пӗтме парас марччӗ. Ҫамрӑк ӑру ҫак ӑсталӑха вӗренсе юлаймасан айӑпӗ хамӑртах пулӗ», – тесе шухӑшлать вӑл.
«Чӑваш тӗрри 63 тӗрлӗ ҫӗвӗрен тӑрать. Кашнин хӑйӗн ячӗ, тӗрлемелли вырӑнӗ пур. Урӑхла каласан, чӑваш тӑррин «азбуки», «букварӗ» тата «грамматики» пур. Ку вӑл чӑваш халӑхӗн иксӗлми ӑс-хакӑлне кӑтартать. Асамлӑ ҫӗвӗ-эрешре «70 тӗрлӗ ӑс, 60 тӗслӗ ҫип» тенӗ. Вӗсене вулама пӗлнӗ.
Шурӑ тӗс — ҫутӑ кун, таса сывлӑш, чун тасалӑхӗ, сывлӑх. Хура тӗс — пархатарлӑ ҫӗр тӗсӗ, хура халӑх, халӑх вӑйӗ. Хӗрлӗ тӗс — юн, пурнӑҫ, тӑванлӑх. Сарӑ тӗс — хӗвел, ҫӑлтӑрсем, савӑнӑҫ, телей. Симӗс тӗс — ҫутҫанталӑк, пурнӑҫ, ҫамрӑклӑх, ӳсӗм. Кӑвак тӗс – тӳпе, пӗлӗт, асамат кӗперӗ», – тӑван халӑхӑмӑрӑн пуянлӑхӗпе мӑнаҫланса паллаштарать Раиса Васильева.
Нумай ҫул хушши чӑваш чӗлхипе литературине, культурипе наукине аталантарас енӗпе сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн тата ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ май Писательсен пӗрлӗхӗн пайташне, поэт-чӗлхеҫӗне, ӑсчаха, филологи наукисен кандидатне Петр Яковлевич Яковлева (Петӗр Яккусене) Нестер Янкас ячӗллӗ культура, искусство тата литература пӗрлӗхӗн наградӑсем парас енӗпе ӗҫлекен комиссийӗ (председателӗ — Чӑваш этнокультурин тава тивӗҫлӗ деятелӗ В.М. Михайлов) «Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн» медальпе чыслама йышӑннӑ. Саламлатпӑр!
Паян Петӗр Яккусен сӑвӑҫ, чӗлхеҫӗ, куҫаруҫӑ 70 ҫул тултарать. Вӑл 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Кандидат диссертацине Ӗпхӳ хулинче хӳтӗленӗ, доцент ятне – Мускавра.
«Ҫынна тиркесе, айӑпласа вӑхӑта ирттерместӗп, элексемпе интересленместӗп. «Ан айӑплӑр, хӑвӑра та айӑпламӗҫ», – тенӗ Библире. Ҫавна шута илсе пурӑнатӑп», – тенӗ вӑл 2014 ҫулта «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналистне Елена Атамановӑпа калаҫнӑ чухне.
«...Мана ҫынпа та ҫӑмӑл мар та,
Пӗччен тата йывӑртарах.
Те юмахри пек пурӑнатӑп,
Те мӗскӗн эп ҫак ҫӗр ҫинче», – ҫырнӑ вӑл «Эп юмахри пек пурӑнатӑп...» сӑввинче. Е тата ҫак йӗркесем мӗне тӑраҫҫӗ:
«Эй, тем те куртӑм, тем те мантӑм –
Чӗре варне вырнаҫнӑ пуль:
Ҫав кил. Ҫав пӳрт. Ҫав пилӗк кантӑк.
Кӑштах саралнӑ шурӑ тюль.
Ҫунат сарма самант ҫитет те –
Инҫе ҫул-йӗр тухать ума.
Каймашкӑн йӳнӗ те билечӗ, –
Пит хаклӑ, хаклӑ таврӑнма...»
Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗ руна алфавичӗллӗ видеролик хатӗрленӗ. Саспаллисене Каллиста Иванова художник ӳкернӗ, рунӑсене Чӑваш Республикин халӑх артистки Августа Уляндина вуланӑ.
Видео хатӗроессишӗн Владимир Иванов рунолог тата ролик авторӗ Елена Мещерина ӗҫленӗ. Видео-арт-инсталляцие Стас Каримов DVJ хатӗрленӗ.
Чӑвашинформ.рф пӗлтернӗ тӑрӑх, видео хатӗрлеме «Чӗрӗ чӗлхе» кӑларӑмсен ярӑмӗ хавхалантарнӑ. Унта республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев руна алфавитне вӗренет.
Видеороликӑн тата рунӑсене вӗрентекен кӑларӑмсен ярӑмӗн тӗллевӗ – республикӑра пурӑнакансене тӑван чӗлхене вӗрентессипе кӑсӑклантарасси.
Видеороликпа ҫак каҫӑпа https://www.youtube.com/watch?v=KdhrVoOBwCw вырнаҫтарнӑ.
ҪУР | 23 |
Николай Максимовӑн «Майра патша парни» историлле романне (Ш,. Чӑв. кӗн. изд-ви, 2018. – 380 с.) вуланӑ чухне шухӑшланинчен.
(Кӗнекене Галина Соловьева вулавӑшҫӑ Шупашкартан парса янипе Сергей Сорокин таврапӗлӳҫӗ яла леҫсе пачӗ; вӗсене тав тӑватӑп).
Халӑх хӑйӗн иртнӗ вӑхӑтне пӗлесшӗн
тата ӑна пӗлме тивӗҫлӗ те -
ҫакӑ та патриотизм ӑнлав шутнех кӗрет.
А.Н.Толстой
Романри ӗҫсем «пин те ҫичҫӗр утмӑл ҫиччӗмӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн тӑххӑрмӗшӗнче» Улатӑр патӗнче пуҫланаҫҫӗ. Кӗтерне патша кортежӗ Чӗмпӗртен таврӑнать. Юланутҫӑсем кӑна икҫӗр гвардеец яхӑн майра патша караванне хуралласа пыраҫҫӗ. Григорий Орлов граф, генерал-адъютант, вырӑсла пӗлмен икӗ чӑваша пуҫ тайманшӑнах пуҫӗсене касса пӑрахма хушсан, патша умне пӗр казак чӗркуҫленет: Ваше величество! Тархасшӑн, чарсам ку усал ӗҫе! Чӑвашсем вӗсем, вырӑсла ӑнланмаҫҫӗ.
— Эппин, эсӗ чӑваш иккен-ха..
— Ҫапла, чӑваш эпӗ. Сентиер Медведев...
Ҫак самантран майра патша «чипер те хӑюллӑ упана» астуса юлать.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӗмпӗрте чӑвашсен уявӗ иртнӗ. «Акатуйран Чӳклеме таран» ят панӑскере онлайн мелпе йӗркеленӗ.
Ӑна пуҫаракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, наци уявӗ чӑвашсем мӗн авалтан ҫӗре юратса ӗҫленине, тӑван киле сума сунине, йӑла-йӗркене пӑхӑннине аса илтерет. Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче иртнӗ уява вӑлтӑрӑхри тата Чӑваш Енри чӑвашсем ҫеҫ мар, ытти тӑрӑхрисем те хутшӑннӑ.
«Акатуйран Чӳклеме таран» мероприяти 11 сехетре, чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрлеме вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗсем 12 сехетре, уяв концерчӗ 14 сехетре пуҫланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |