Кировра вырнаҫнӑ Александр Грин музейӗ хӑйне евӗрлӗ экспонатсемпе пуянланнӑ. Ҫыравҫӑн чӑвашла куҫарнӑ хайлавӗсен пуххине музей парне евӗр йышӑннӑ. Ӑна куҫару авторӗ Алексей Леонтьев парнеленӗ.
Парнене «А.С. Грин: взгляд из XXI века» (чӑв. А.С. Грин: XXI ӗмӗр куҫӗпе) ӑслӑлӑх конференцийӗнче панӑ. Унта куҫаруҫӑна та йыхравланӑ. Киров облаҫӗнчи таврапӗлӳ музейӗ Шупашкарти хӑна тухса калаҫнине итлекенсем кӑсӑкланса тӑнланине, ҫавна май ҫырнисен 5 томлӑ пуххине парнелеме хистенине пӗлтернӗ.
Алексей Леонтьев асӑнмалӑх ҫырса хӑварнӑ. Унта ҫапла каланӑ: «Грина юратса — Киров облаҫӗнчи таврапӗлӳ музейне. Грэй капитан калашле, тӗлӗнтермӗше хӑвӑн аллупа тӑвасси — чее мар чӑнлӑх. Маншӑн Грин чӑвашла калаҫни тӗлӗнтермӗш».
Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Николай Ашмарин ӑсчах ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк мероприяти иртнӗ.
Унта ӑслӑлӑхпа культура, вӗренӳ ӗҫченӗсем ҫеҫ мар, тӳре-шарапа депутатсем те хутшӑннӑ. Тӗслӗхрен, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов, ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Каликова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Петр Краснов. Вӗсем Николай Ашмарин туса хӑварнӑ капашсӑр пысӑк ӗҫсене сума сунине палӑртса сӑмах каланӑ.
Ӗнер Волгоград хулинче ҫарпа патриот фильмӗсемпе программисен пӗтӗм тӗнчери вуннӑмӗш телефестивальне пӗтӗмлетнӗ. Унта «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн фильмӗ тивӗҫлипе хутшӑннӑ.
Марина Карягина режиссерӑн тата сценаристӑн Сергей Мышев, Владимир Сергеев, Виктор Степанов тата Екатерина Янгалакова операторсемпе, Карина Петрова монтаж режиссерӗпе, Владимир Неверов тата Сергей Блинов сасӑ режиссерӗсемпе пӗрле хатӗрленӗ «О чем молчат куклы деда Тероша» документлӑ фильмӗ «Чи лайӑх телеочерк» номинацире ҫӗнтернӗ.
«Коронавирус кӑҫал пуҫтарӑнма памарӗ, анчах фестиваль пӗрех иртнӗ. Парнисене почта урлӑ ярса парӗҫ. Пӗрле савӑнар: эпир - авалхи хӑватлӑ халӑх ачисем», — тесе хыпарланӑ Марина карягина Фейсбукра.
Патшалӑх запкупкисен порталӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗн умне юсама аукцион иртесси пирки пӗлтернӗ. Палӑртмалла: вӑл – республика пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗн палӑкӗ.
Аукциона хутшӑнасси пирки пӗр организаци ҫес заявка панӑ. Вӑл – «Дизайн» тулли мар яваплӑ общество. Организаци юсав ӗҫне 18 миллион та 94 пин те 170 тенкӗпе пурнӑҫлӗ. Реконструкцие 2021 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче вӗҫлемелле.
Театр ҫуртне 1961 ҫулта ҫӗкленӗ. Вӑл – тӑватӑ хутлӑ, путвал та пур. Пӗтӗмпе – 2772 тӑваткал метр.
Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери балет фестивальне кӑҫал юпа уйӑхӗнче ирттерессине пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ытти ҫулхине ӑна ҫуркунне йӗркеленӗ, кӑҫал кӑшӑлвируса пула май килмен.
Кӑҫалхи фестивале «Хуркайӑк ҫулӗ» балетпа уҫӗҫ. Унӑн либреттине пӗтӗм тӗнчери конкурссен дипломанчӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балетмейстерӗ Данил Салимбаев чӑваш юмахӗсене тӗпе хурса ҫырнӑ. Музыкине хайлама Александр Галкин (ӑна «Аттила – халап ҫурални» балет тӑрӑх чылайӑшӗ пӗлет) композитора ыйтнӑ. Шӑпӑрлансенчен пуҫласа ваттисем таранах кӑсӑклантартӑр тесе хатӗрленӗ ӗҫри кӗвве «Аттила – халап ҫурални» балетран кӑшт ҫӑмӑлтарах ҫырма тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫ вӑрӑмах мар икӗ пайран (пӗрремӗшӗ — 40 минут, иккӗмӗшӗ — 35 минута яхӑн) тӑрӗ. Балетра наци кӗввипе те усӑ курнӑ.
Ҫӗнӗ ӗҫӗн балетмейстерӗ – Данил Салимбаев, художникӗ – Валентин Федоров, дирижерӗ – театрӑн илемлӗх ертӳҫи Дмитрий Банаев.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Ҫӗн мӑшӑрӑн ҫӗр кӗске» камитне кӑтартӗҫ. Вӑл театрӑн пысӑк залӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Пьеса авторӗ — Николай Сидоров, режиссёрӗ — Дмитрий Петров.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «упӑшкипе арӑмӗ, Кахвун (Агафон) тата Акаҫҫи Курочкинсем, пилӗк хӗрӗнчен чи кӗҫӗннине качча панӑ хыҫҫӑн хӑйсем ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑччӗ кӑна, Ирина ҫамрӑк упӑшкине пӑрахса каялла таврӑнать. Ку ҫеҫ те мар-ха: аслӑ хӗрӗ Венера та ашшӗ-амӑшне «савӑнтарма» тӑван килне таплаттарса ҫитет! Савмасӑр качча тухнӑскер, ҫамрӑк хӗрарӑм хӑйӗн малтанхи юратӑвне кӗтет. Чуна ҫывӑх ҫынна шыраса тупас, юратӑва упраса хӑварас тесен мӗн чухлӗ вӑй хумалла-ха? Ҫакӑн пек ыйту кӑларса тӑратать куракан умне Ҫамрӑксен театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ».
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Екатеринбургри Б.Н.Ельцин Президент центрӗнче «Эткер» регионти пӗрремӗш интерактивлӑ форум иртнӗ. Унта 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӑл 5 патшалӑхпа ҫӗршывӑн 11 регионӗнче пурӑнакансене хӑй патне илӗртнӗ.
Форума Свердловскри чӑвашсен культура центр йӗркеленӗ. Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие ирттерни Свердловск тӑрӑхенче пурӑнакан йӑташӑмӑрсен культруине упраса хӑварассипе тата аталантарссипе ҫыхӑннӑ. Форума ирттерме тӗрлӗ ҫӗрти чӑвашсен ентешлӗхӗсем тата культура учрежденийӗсем кӑна мар, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та пулӑшнӑ.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Самар хулинче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн пултарулӑхӗпе паллашма май килӗ. Унта «Волжские театральные сезоны» (чӑв. Атӑлҫи театр тапхӑрӗсем) пӗтӗм ҫӗршыври V фестиваль уҫӑлӗ. Мероприятие театрӑн балет труппи А. Галкинӑн «Аттила. Рождение легенды» (чӑв. Аттилла. Халап ҫурални) балетпа тухса кайӗ.
Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чӑваш сцени ҫинче Пӗтӗм тӗнчери XXIV балет фестивалӗ иртӗ. Тӗнче хореографийӗн шедеврӗсемпе («Дон Кихот», «Баядерка», «Корсар», гала-концерт) пӗрлех «Хуркайӑк ҫулӗ» балет премьерине кӑтартӗҫ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн пуҫлӑхӗ Светлана Старикова 65 ҫул тултарнӑ.
Вӑл 1955 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Анаткас Кипеч ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Хусанти патшалӑх культура институтӗнчи библиотека факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл мӗн паян кунччен вулавӑшра ӗҫлесе пурӑннӑ.
Шупашкарти 4-мӗш вӑтам шкулта, Тӗп ӑслӑлӑхпа техника библиотекинче, «Промтрактор» акционерсен обществин ӑслӑлӑхпа техника библиотекинче тӑрӑшнӑ.
1997 ҫултанпа Светлана Старикова Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ: патентпа техника пайӗнче аслӑ библиограф, марктингпа инноваци пайӗн заведующийӗ, директорӑн ҫумӗ, вулавӑш директорӗ.
Чӑваш Енпе Никарагуа пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ. Паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Никарагуан Раҫҫейри тулли праваллӑ пайташӗпе Альба Асусена Торреспа тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва республикӑн экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов, культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫен министрӗн тивӗне пурнӑҫлакан Светлана Каликова хутшӑннӑ. Енсем тӗрлӗ енпе килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Альба Асусена Торрес чӑваш ҫӗрне чӗннӗшӗн тав тунӑ. «Кунта килни маншӑн пысӑк чыс. Никарагуа правительствипе халӑхӗнчен пысӑк салам. Хӑйӗн поэчӗсемпе, космонавчӗсемпе, ытти мухтавлӑ ҫыннисемпе паллӑ тӑрӑха чӗннӗшӗн пысӑк тав», — тенӗ республикӑна виҫӗ кунлӑха килнӗ хӑна.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |