Чӑваш кӗнеке издательствинче Юрий Сементерӗн «Ҫӗнтерӳ ячӗпе» кънеки пичетленнӗ. Издательство ӗҫченӗ Ольга Австрийская пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма совет халӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кӗнекери сӑвӑсене тӗрлӗ ярӑма: сӑмахран, «Ҫӗнтерӳ ячӗпе», «Вӑрҫӑ ачисем»,«Кӗмӗл хӗлӗх», «Хӗвеллӗ симфони» — пӗрлештернӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗн ҫӗнӗ кӗнекине ытти кӑларӑмра пичетленмен сӑвӑсемпе поэмӑсем кӗнӗ. «Мамай сӑртламӗ» поэмӑра, тӗслӗхрен, вӑрҫа хутшӑннӑ поэтсене аса илсе кашнине сӑвӑ халалланӑ.
Редакторӗ – В.Н. Алексеев, ӳнерҫи – С.А. Бритвина. Кӗнеке тиражӗ – 500 экземпляр.
Паян Чӑваш Республикин тата РСФСР халӑх артистки, Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Яковлевӑна 80 ҫул тултарнӑ.
Нина Яковлева – Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн паллӑ артистки. Вӑл 1940 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Eнккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1956 ҫулта ГИТИСӑн Чӑваш студине вӗренме кӗнӗ. Унта вӑл СССР халӑх артисчӗ В.А. Орлов курсӗнче вӗреннӗ. 1961 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет. Унта вӑл хӑйӗн мӑшӑрӗпе, пӗр курсра вӗреннӗ СССР халӑх артисчӗпе Валерий Яковлевпа, пӗр ҫул ӗҫлеме пуҫланӑ. Чӑваш сцени ҫинче ултӑ теҫетке ҫула яхӑн ӗҫлеҫҫӗ вӗсем.
Нина Яковлева ҫак ҫулсенче ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине гастрольсемпе ҫитнӗ. Куракансем унта та ӑна ӑш кӑмӑлпа йышӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗренекенсем Ҫимӗк уявне кӑмӑлтан хатӗрленнӗ.
Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Бардасов пуринчен малтан тӑрса кил-ҫурта тирпейленӗ, кил картине ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Паян Ҫимӗк мунчи кӗрессине асра тытса 77 тӗрлӗ сиплӗ курӑк пухнӑ, ҫамрӑк хурӑн милӗкӗ хатӗрленӗ.
Эльза Кетмелева каҫхи вӑййа тухас тесе пуҫ кӑшӑлӗ тунӑ, курӑк пуҫтарнӑ, ҫиме юрӑхлӑ тӗрлӗ курӑк тутанса пӑхӗӑ, тутлӑ икерчӗ пӗҫернӗ.
Халапсинсем ҫемйипех Ҫимӗке хатӗрленнӗ. 77 тӗрлӗ курӑка пухнӑ хыҫҫӑн Вова пиччӗшӗпе, амӑшӗпе кукӑль-пӳремеч пӗҫернӗ.
Ытти ача та Ҫимӗк ҫӗннине юратать, тасалӑха ырлать тесе тӗрлӗ ӗҫ туса ирттернӗ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ паян Максим Михайлов пултарулӑхӗпе паллаштаракан онлайн-лекци ирттернӗ. Ӑна, сӑмах май каласан, Ютубра итлеме пулать.
«Максим Дормидонтович Михайлов: настоящий русский бас» (чӑв. Максим Дормидонтович Михайлов: чӑн-чӑн вырӑс басӗ) лекцие Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ та паллӑ ҫынсенчен пӗрне, ХХ ӗмӗрти вокал ӳнерӗн ӑстине, СССР халӑх артистне, Пысӑк театр солистне Максим Михайлова халалланӑ. Мероприятие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Лекцие Михаил Кондратьев музыковед, фольклорист, искусствоведени докторӗ, профессор, Педагогика пӗлӗвӗн пӗтӗм тӗнчери наукӑсен академийӗн академикӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Композиторсен союзӗн пайташӗ вуланӑ. Михаил Григорьевич — 2019 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ «Максим Михайлов: «Настоящий русский бас» монографи авторӗсенчен пӗри.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ Николай Гаврилов ҫинчен фильм ӳкернӗ. Паттӑр авиатора, генерал-лейтенанта халалланӑ ӗҫе ӳкерессипе Андрей Абросимов режиссер, монтажер, Эдуард Сибарсов видеооператор, Дмитрий Гвоздев сасӑ режиссерӗ, Виктория Баженова продюсер ӗҫленӗ.
«Люди-легенды. Николай Федорович Гаврилов» фильма ӳкерме федераци тата республика хыснисенчен укҫа уйӑрнӑ. Ӗҫе «Чӑвашкино» саккасӗпе хатӗрленӗ.
Фильма Николай Гавриловӑн тӑван тӑрӑхӗнче — Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче, вӑл вӗреннӗ Сызраньти авиаци училищинче, Мари Элпа Мускавра ӳкернӗ. Архиври документсемпе, кадрсемпе, тӗп сӑнарӗн аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ.
Николай Гаврилов Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисенчен кӑшӑлвируса пула самайӑшӗ онлайн мелпе иртеҫҫӗ. «Славься, Чувашия!» (чӑв. Чаплӑлан, Чӑваш Ен!) юрӑ марафонӗ ҫак кунсенче малалла пырать. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Комсомольски районӗ те хутшӑннӑ.
Марафон ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче пуҫланнӑ, Шупашкарта вӗҫленӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен республикӑри мӗнпур районпа хула хутшӑнмалла.
Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин сайтӗнчи карттӑ ҫине пуссан районсен видеороликӗсемпе паллашма пулать.
Видеороликсенче район-хлуан паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштараҫҫӗ, муниципалитетсен гимнӗсем янӑраҫҫӗ. Флешмоб мӗнпур район-хула Чӑваш Республикин гимне юрланипе вӗҫленӗ.
«Антон Чехов чӑвашла» литература ӑмӑртӑвне (эпир ӑна чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне ӳстерес тӗллевпе йӗркелерӗмӗр) хаклама вӑхӑт ҫитрӗ. Пурӗ ҫак конкурса 7 куҫару ярса пачӗҫ. Ӑмӑртӑва Антон Чеховӑн ҫак хайлавӗсем хутшӑнӗҫ:
• 75000;
• Идеалист асаилӗвӗсенчен (Из воспоминаний идеалиста);
• Кӑшкӑру палли (Восклицательный знак);
• Кӳршӗсем (Соседи);
• Мунчара (В бане);
• Тӑван кӗтесре (В родном углу);
• Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя (Исповедь, или Оля, Женя, Зоя).
Хаклакансен йышӗнче паллӑ ҫыравҫӑсем пулӗҫ: Валери Туркай (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Антон Чеховӑн калавӗсене куҫарса кӗнеке те кӑларнӑ); Борис Чиндыков («Чувашский рассказ» куҫарусен пуххине хатӗрлесеччӗ), Арсений Тарасов. Тӑваттӑмӗш хаклавҫи вара — Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ертӳҫи — Николай (Аҫтахар) Плотников.
Аса илтеретпӗр, мала тухнисене эпир пӗчӗк парнесемпе тивӗҫтерӗпӗр: 1-мӗш вырӑншӑн 3 пин тенкӗ, 2-мӗш вырӑншӑн — 2 пин тенкӗ, 3-мӗшшӗн — 1 пин тенкӗ. Кунашкал литература ӑмӑртӑвӗ пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Валери Туркай та хӑй енчен парнесен пуххине пуянлатас терӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене хӑйӗн ятӗнчен те парнесем пама шантарчӗ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче «Асамат кӗперӗ» тӗнче тетелӗнчи фестиваль ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестиваль тӗллевӗ — республикӑмӑр наци музыка пултарулӑхне сарасси тата 100 пин юрӑллӑ тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн юрӑ-кӗвӗ пуянлӑхне кӑтартасси.
Фестивале уйрӑм юрлакансем те, хор коллективӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче йӗркелекен мероприятире хӑйсен пултарулӑхне профессилле ушкӑнсем те, вӗренекенсем те кӑтартайӗҫ.
Фестивале тӑратнӑ ӗҫсене виҫӗ енпе хаклӗҫ: академилле юрӑ, халӑх юрри, фольклор юрри. Мероприяти пирки тӗплӗнрех Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн сайтӗнче вуласа пӗлме пулать.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинче чӑваш чӗлхине сыхласа хӑвармалли, вӗренмелли тата аталантармалли патшалӑх программине хатӗрлеҫҫӗ. Ку вӑхӑт тӗлне хатӗрленӗ программӑн проекчӗпе кунта паллашма пулать.
Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, тӗпчес тата аталантарас тӗллевпе хатӗрленӗ патшалӑх программишӗн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви яваплӑ пулӗ. Ытти министерствӑсем те айккинче тӑмӗҫ — вӗсем ҫак программӑна пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗҫ. Программӑн тӗп тӗллевӗсем: информаципе ҫыхӑну уҫлӑхӗнче чӑваш чӗлхи валли тулли условисем туса парасси, чӑвашла вӗрентмелли системӑна ҫӗнетесси, халӑх хушшинче чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланассине ҫӗклесси, чӑваш йышлӑ пурӑнакан ытти тӑрӑхсенче чӗлхине упраса хӑварса аталантарма пулӑшасси тата ытти те. Программӑна 2021–25 ҫулсем хушшинче пурнӑҫа кӗртме тӗллев тарлаҫҫӗ.
Енчен те сирӗн ҫак программӑра мӗн те пулин курас килет пулсан, сирӗн сӗнӳсем пур пулсан — Чӑваш Республикин вӗренӳ министерстви (Программӑна калӑплама шаннӑ учреждени) вӗсене кӗтет.
Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ ачасен сӑнӳкерчӗкӗсен тата ӳкерчӗксен «Пӗрле – Вместе» онлайн-конкурсне ирттернӗ. Унта хутшӑнакансен чӑваш тумне кӑтартса пама тивнӗ.
Шупашкарти 50-мӗш вӑтам шкулти Илемпи Кузьминан «Современный чувашский наряд в мире красоты» (чӑв. Илем тӗнчинчи хальхи чӑваш тумтирӗ) ӗҫӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. 4-мӗш лицейри Дарина Иванова наци тумне тӑхӑннӑ, асанне юмахӗсене вулакан хӗрачасене сӑнланӑ. Унӑн тӑрӑшӑвне иккӗмӗш вырӑнпа палӑртнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — 160-мӗш ача пахчинчи Валерия Волкова. 209-мӗш ача пахчинчи Николай Васильев ӗҫне куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑ.
«Ӳкерчӗк» номинацире Шупашкарти 39-мӗш шкулти Арина Николаева пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, 18-мӗш вӑтам шкулти Злата Нарицына «Эпӗ хитре чӑваш хӗрӗ» ӳкерчӗкпе — иккӗмӗшне, 3-мӗш ача пахчинчи Алексей Терехов «Манӑн Чӑваш Ен» темӑпа — виҫҫӗмӗшенче. Куракансене килӗшнӗ ӗҫ вара — 4-мӗш лицейри София Матвеевӑн. Вӑл матрёшкӑна чӑвашла тумлантарнӑ, ӗҫчен чӑваш халӑхне кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |