Ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти «Полигон» культура центрӗнче «О чем молчат куклы деда Тероша?» документлӑ фильм кӑтартнӑ.
1919-2020 ҫулсенче пурӑннӑ Терентий Дверенин шӑпи урлӑ тӑван ҫӗршывӑн пӗр ӗмӗрне сӑнлама, ӑнланма пулать тесен те пысӑк йӑнӑш мар. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑннӑ ҫын ватлӑхра пуканесем ӑсталама тытӑннӑ. Ахаль пуканесем мар. Чӑваш чунӗллӗскерсене. Чӑвашла тумланнӑскерсене. Калас тенине чӑвашла калама ӑнтӑлаканскерсене.
Аса илтерер: ӗҫе Марина Карягина режиссер тата сценарист Сергей Мышев, Владимир Сергеев, Виктор Степанов, Екатерина Янгалакова операторсемпе, Карина Петрова монтаж режиссерӗпе, Владимир Неверов тата Сергей Блинов сасӑ режиссерӗсемпе пӗрле хатӗрленӗ.
Тутар чӗлхине Японире вӗрентме пуҫланӑ. Токиори ют чӗлхесен институтӗнче Юто Хиcияма ҫамрӑк ӑсчах вӗрентет.
Вӑл журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, тутар чӗлхине вӗрентме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Каччӑ хӑй вӑхӑтенче тутар чӗлхипе тата литературипе пӗтӗм тӗнчери олимпиадӑра ҫӗнтернӗ. Хусанти университетӑн магисиратуринче вӗреннӗ. Унта тутар чӗлхипе диссертаци хӳтӗленӗ.
Халӗ Юто Хиcияма тутарла ирӗклӗн калаҫать ҫеҫ мар, ҫырать те. Тутар грамматикине тӗпченӗ май ӑслӑлӑх статйисем шӑрҫалать. Японири ӑсчах тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче аккаунтсене тутар чӗлхипе йӗркелет, тутарсемпе Тутарстан ҫинчен хӑйӗн ҫӗршыв ҫыннисене каласа кӑтартать.
Шупашкар хулинчи Уруков урамӗнчи 16–мӗш ҫуртри 204-мӗш пӳлӗмре чӑвашлӑх пирки калаҫма ытларикунсерен пуҫтарӑнаҫҫӗ. Кун пирки Вырак Суварин «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Варык Суварин ҫырнӑ тӑрӑх, «Чӑваш тӗнчи» пуҫарулӑх ушкӑнӗ хӑйӗн ӗҫ тӑваслахне 18 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен пӑхса тухать, сӳтсе явать, ӗҫ тумаллине палӑртать».
Пуҫарулӑх ушкӑнӗ «Чӑваш тӗнчи» чӑвашлӑхшӑн ӗҫ тӑвас текенсене ҫав ушкӑна хутшӑнма чӗнсе каланӑ.
Шупашкарти сӗрмекупӑс ӑстине Юрий Башмет ертсе пыракан ҫамрӑксен пӗтӗм Раҫҫейри симфони оркестрне суйласа илнӗ. Конкурса ҫӗршывӑн 56 регионӗнчи ҫамрӑк ӑстасем хутшӑннӑ. Вӗсен пултарулӑхне онлайн-мелпе хакланӑ. Шупашкарти Александра Николаева конкурса хутшӑннӑ 800 ачаран пӗри пулнӑ. Вӗсенчен 150-шӗ тӗп йыша лекнӗ, 50-шӗ — стажер ушкӑнне.
Александра Николаева — Шупашкарти Воробьев ячӗллӗ 2-мӗш музыка шкулӗнчи «Калейдоскоп» ансамбльти сӗрмекупӑсҫӑсенчен пӗри. Хӗрача тӗрлӗ конкурса хутшӑнса ҫӗнтерме пултарнӑ. Нумаях пулмасть вӑл Европӑн культура ассоциацийӗ ирттернӗ «Art Paris Fest» пӗтӗм тӗнчери конкурсра палӑрнӑ. Юрий Башмет ансамбльне Шупашкар хӗрне стажер пулма суйланӑ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ирттерекен мероприятисем республикӑра малалла пыраҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн Тӗп клубӗн тытӑмӗ «Юмах ҫӳпҫи ӳкерчӗкӗсем» ӳкерчӗксен конкурсне ирттерӗ.
Курава тӑван тавралӑха юратма вӗрентес, тӑван чӗлхене, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине упраса хӑварас, чӑваш фольклорӗпе кӑсӑклантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Пултарулӑх конкурсне хутшӑнакансен ӗҫне ҫула кура виҫӗ ушкӑна уйӑрса хаклӗҫ: 6 ҫултан пуҫласа 14 ҫулчченхисем таран, 15-25 ҫулчченхисем, 25 ҫултан аслӑраххисем
Конкурса йӗркелекенсем ӗҫсен скан-копийӗсене йышӑнаҫҫӗ. Кирек епле материал ҫине ӳкерме пулать. Техники те тӗрлӗрен юрать.
Ӗҫсене юпа уйӑхн 28-мӗшӗччен dk-u@mail.ru электрон адреспа йышӑнӗс. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 52-78-10.
Красноярск тӑрӑхӗнчи Казачинское ялӗнче нумаях пулмасть чӑвашсен Чӳклеми иртнӗ.
Чӳклемене йӑхташӑмӑрсем хӑйсем ӑл ӗҫӗсемпе, ӗҫми-ҫимипе пырса ҫитнӗ. Чӑвашсен пултарулӑхӗпе паллаштаракан курав йӗркеленӗ.
Чӳклемери халӑха (унта ултӑ районтан тата Ачинск, Дивногорск, Енисейск, Красноярск, Лесосибирск, Сосновоборск хулисенчен пуҫтарӑннӑ) Красноярск тӑрӑхӗнчи тӳре-шара саламланӑ. Йӑхташӑмӑрсем юрӑ-ташӑ ӑстисен пултарулӑхӗпе савӑннӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫнӗ.
Чӑваш уявне пуҫараканни — Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов.
Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишек ялӗнче палӑк уҫнӑ. Ӑна вырӑс классикне Александр Пушкина сума суса лартнӑ. Ку хыпара Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, вырӑс поэчӗн палӑкне ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫнӑ.
Палӑк-бюст авторӗ — Николай Кондрашкин скульптор. Ку хыпара пӗлнисенчен пӗри: «Николай Ашмарин палӑкне уҫмалла пулнӑ», — тесе ҫырнине Лидия Филиппова хуравланӑ тӑрӑх, Александр Пушкин палӑкне ЧПУ ректорӗ пулнӑ Лев Кураков укҫипе тунӑ.
Тухӑҫ Германири Дессау-Рослау (Саксони-Анхальт, Берлинпа Лейпциг хушшинче вырнаҫнӑ) хула влаҫӗсем СССР президенчӗн Михаил Горбачевӑн тулли кӳлепеллӗ палӑкне уҫнӑ. ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ГДРпа ФРГ пӗрлешнӗренпе 30 ҫул ҫитнӗ ятпа вырнаҫтарнӑ — ҫак пулӑмра Горбачевӑн тӳпи пысӑк.
Дессау обер-бургомистрӗ Петер Курас палӑка уҫнӑ май, ӑна «хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫӗнетӳпе уҫҫӑнлӑх валли майсем тунӑ, вӗсене пулах 1989 ҫулта мирлӗ пӑлхавӑр ирттерме, 1990 ҫулта Германи халӑхне пӗрлештерме май туса панӑ политика асра тытса» хатӗрлени пирки каланӑ.
Паянтан пуҫласа палӑк ратуша тӳремӗнче тӑрать. Монумента Бернд Гебель кӳлепеҫӗ ӑсталанӑ, укҫи-тенкине хула ҫыннисем пухнӑ. Унччен Германире СССР пӗрремӗш президенчӗн бюстне вырнаҫтарнӑ. Ӑна Берлинра «пӗрлешӗвӗн ашшӗсемпе», Джордж Буш-Аслипе Гельмут Коль бюсчӗсемпе, юнашар лартнӑ.
Дессау-Рослура Горбачев пӗрре те пулман, анчах та ҫакӑ хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Ханс-Георг Оттохшӑн шухӑша пурнӑҫлама чӑрмантарман. «Унсӑр мирлӗ революци те Германи пӗрлешесси те пулмӗччӗ», — тенӗ экс-бургомистр.
Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫак кунсенче «Тӗрӗ-эреш – кил илемӗ» курав ӗҫлет. Унпа ҫулталӑк вӗҫленичченех паллашма май килӗ. Курава Красноармейски районӗнчи икӗ ӑстан: Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Жанна Михайловой тата тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратассипе ҫине тӑракан хастарӑн Светлана Мефодьеван — ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ.
Жанна Михайлова Красноармейски районӗнчи «Заволжский» клубра ачасемпе ӗҫлет. Вӑл ертсе пынипе унта декораципе прикладной ӳнер ӑсталӑхӗн «Пӳрнеске» кружокне йӗркеленӗ. Тӗрлӗ ҫулти 50 ытла ачапа 30 ытла хӗрарӑма вӑл тӗрлӗ ӑсталӑха алла илме пулӑшать. Республикӑри, пӗтӗм Раҫҫейри, тӗнчери куравсемпе конкурссене хутшӑнать.
Светлана Мефодьева чӑваш тӗррипе 2000 ҫултанпа кӑсӑкланать. Чӑваш тӗрри ӑна Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ Мария Симакова ирттернӗ курсра пулнӑ хыҫҫӑн илӗртме пуҫланӑ.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Асамлӑ тӗрӗ» кружок хӑйӗн ӗҫне пуҫӑнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе паллашас, ӑна алла илес, хӑш ереш тата тӗс мӗне пӗлтернине ӑнланас тесен вулавӑша ҫул тытмалла. Пӗрремӗш заняти юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
«Асамлӑ тӗрӗ» кружока 2013 ҫулта йӗркеленӗ. Ӑна пуҫарма Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр. Вӑл кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ) халӑх ӑсти хутшӑннӑ.
Кӑҫалхи занятисене Евгения Жачеван вӗренекенӗ, Надежда Кузнецова ӑста, ирттерӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |