Культура
![]() ursassi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ районӗнчи Усӑллӑ ялӗнчи кивӗ шкул ҫуртӗнче 2015 ҫултанпа таврапӗлӳ музейӗ ӗҫлет. Ун валли экспонатсене пӗрчӗн-пӗрчӗн вырӑнти вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Патраева пухнӑ. Ольга Патраева «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «музей уйрӑм ҫынсем, «Авангард» ООО ял хуҫалӑх предприятийӗ пулӑшнипе хӑй ӗҫне пурнӑҫлать». «Музейра экскурси ирттернӗ май ачасене тӑван кӗтесӗн хисеплӗ ҫыннисемпе, мӑн асатте-асаннесен кун-ҫулӗпе паллаштаратӑп. Вӗсем авалхи япаласем ҫинчен пӗлӳ илеҫҫӗ, хӑйсен аллисемпе тытса пӑхаҫҫӗ. Ачасем йывӑҫран тунӑ савӑт-сапапа усӑ курнӑ, пир-авӑр тӗртсе ҫӗленӗ тумтир тӑхӑннӑ, сӑпайлӑ та ансат пурнӑҫ вӑхӑтӗнче «пулса кураҫҫӗ». Экспонатсем пирӗн асатте-асаннесем мӗнле ӗҫсем тунине, кулленхи пурнӑҫра епле япаласемпе усӑ курни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех музейра ачасем чӑваш халӑх йӑли-йӗркисемпе паллашаҫҫӗ. Экскурси вӗҫленеспе чӑваш халӑх тумне тӑхӑнса фотосесси ирттереҫҫӗ. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнчи экспонатсен пӳлӗмӗ те пур кунта», — тесе хыпарланӑ Ольга Патраева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |