Республикӑра
![]() Шупашкартан тӳрех Адлера каяс килет-и? Ку – юмах мар, тӗп хуламӑртан кӑнтӑрти хулана пуйӑспа ҫитме май пулӗ Ҫулла тинӗс хӗрринче канма палӑртнисем валли питӗ меллӗ ку. Пуйӑс Шупашкартан Адлера кун сиктерсе ҫӳрӗ. Ҫул ҫинче 2 кун та 5 сехет иртӗ. Пуйӑс Адлера авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Радио 1 архивӗнчи сӑн Ҫамрӑксен кунӗнче республикӑна Олег Майами килет. Уява ҫӗртмен юлашки шӑматкунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫӗртмен 28-мӗшне лекет. Олег Майами – шоумен, блогер тата юрӑҫ. Вӑл «Дом-2» реалити-шоуна пула паллӑ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех Олег «Голос» вокал конкурсне тата «Форт Боярда» хутшӑннӑ. Шупашкарта Ҫамрӑксен кунӗ 12-22 сехетсенче Юрӑ уйӗнче тата Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрӗн пуканне полици генерал-майорӗ Сергей Кондрашов йышӑннӑ. Унччен вӑл, 2022 ҫултанпа, Тыва Республикин ШӖМне ертсе пынӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Орлов облаҫӗнчи йӗрке хуралӗнче ӗҫленӗ. «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе коллектива Сергей Кондрашовпа паллаштарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян Сӑр юхан шывӗнче 12-ри хӗрачан виллине тупнӑ. Ӑна шырас ӗҫе нимеҫӗсем те хутшӑннӑ. Шӑпах вӗсем тупнӑ ӑна. Нимеҫӗсем хӗрача виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Аса илтерер: ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулнӑ. Ача ун чухне тантӑшӗсемпе шыва кӗме кайнӑ. Анчах вӑл ишме пӗлмен. Хӗрача тӑрук тарӑн ҫӗре лексе шыв айне кайнӑ. Тантӑшӗсем ӑна ҫӑлма хӑтланнӑ, анчах май килмен. Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш округӗнчи Сухайкасси пӗвинче 17-ри каччӑ путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти риэлтор ҫынсене 3 ҫул улталаса пурӑннӑ. Клиентсене шӑнман пӑр ҫине лартса вӑл 50 миллион тенкӗллӗ пулнӑ. Арҫын вӗсен шанӑҫне кӗрес тесе тӗрлӗ схемӑпа усӑ курнӑ: бизнеса инвестици хывма сӗннӗ, пурӑнмалли кӗтес тупса пама шантарнӑ. Ҫынсем ӑна ӗненнӗ, 50 пин тенкӗрен пуҫласа 8 миллион тенкӗ таран панӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Хӑйсене улталанине ӑнлансан полицие кайнӑ. 42 ҫулти арҫыннӑн явап тытма тивӗ – вӑл часах суд сакки ҫине ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Улхаш участок лесничествинче пушар тухнӑ. Ҫулӑм тухнине ирхи 8 сехет те 5 минутра асӑрханӑ . Вырӑна 3 пушар машини, трактор тата вӑрманта ӗҫлекен 20 ҫын ҫийӗнчех ҫитнӗ. Тикӗс вырӑн пулманран пушара самай вӑхӑт сӳнтернӗ – ҫулӑма каҫхи 8 сехет те 5 минутра тин парӑнтарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм «типӗ аслатие» пула тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӗҫех Шупашкара театр тата кино актерӗ, Патшалӑх Думин депутачӗ Дмитрий Певцов килӗ. Ӑна Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ ирттерекен «Эпӗ – хӗрарӑм!» конкурса ятарлӑ хӑна пулма чӗннӗ. Сӑмах май, конкурс кӑҫалхипе 5-мӗш хут иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене яланхи пекех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, 15 сехетре чыслӗҫ. Унччен малтан конкурса хутшӑнакнсемшӗн сасӑлав иртӗ, вӑл ҫӗртмен 9-17-мӗшӗсенче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() goszakupki.tatarstan.ru сайтри сӑн Амӑшӗпе ывӑлӗ тупӑш тӑвас тенӗ-ши – наркотик сарнӑ. Анчах пуясси пулман, вӗсен суд сакки ҫине ларма тивӗ. Ҫапла пӗлтерет «Пуринчен малтан» телеграм-канал. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче Етӗрне округӗнчи 42 ҫулти хӗрарӑм 21 ҫулти ывӑлӗпе наркотик илнӗ. Ӑна темиҫе пая уйӑрса Канаш хулинче 29 вӑрттӑн вырӑнта хунӑ. Полицейскисем вӗсене шӑп та лӑп ҫав,вӑхӑтра ярса тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн Ӗнер ҫумӑра тата вӑйлӑ ҫиле пула Чӑваш Енре 4 округри 7 ялта электроэнерги сӳннӗ: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш тата Шупашкар округӗсенче. Ҫил хушӑран ҫеккунтра 20 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Каҫхине республикӑра юсав ӗҫӗсемпе 4 бригада ӗҫленӗ: 12 ҫын тата 4 техника. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Йӗпреҫ округӗнчи Хурамал ялӗнче пурӑнакан Николайпа Раиса Кузюковсем пӗрлешнӗрӗнпе 67 ҫул ҫитнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те – «вӑрҫӑ ачи». Мӑшӑр 1955 ҫулта паллашнӑ. Ун чухне Николай Никифорович Хусанти ветеринари институтӗнче вӗреннӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси хӗрӗ Раиса Петровна вара диплом илнӗ хыҫҫӑн направленипе Хурамала вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме килнӗ. Вӗсем 1958 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ, 4 ывӑл ӳстернӗ. Тӑваттӑшӗ те ашшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |