Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Григорьев Пётр Григорьевич

Григорьев Пётр Григорьевич, — истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1897 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Муркаш районӗнчи Кӗртекасси ялӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 1973 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Мускав облаҫӗнчи Пушкино хулинче вилнӗ.

Аслӑлӑх енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн ӑна Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.

Кун-ҫулӗ

1911 ҫулта Чӗмпӗрти вӗрентекенсене хатӗрлекен чӑваш шкулӗн хатӗрлев класне вӗренме кӗнӗ, анчах та килти пурнӑҫ йывӑр уплнӑ пирки вӗренме парахнӑ: чылай вӑхӑт батрак пулса ӗҫленӗ. 1916-1917 ҫулсенче пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ.

Пётр Григорьев совет влаҫӗ ҫулӗсенче кӑна вӗренме пултарнӑ: 1922-1925 ҫулсенче Мускаври Хӗвелтухӑҫ халӑхӗсен коммунистла университетӗнче вӗреннӗ, ун хыҫҫӑн университет ҫумӗнчи аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ (1928-1931), кунтах преподаватель пулса ӗҫленӗ (1928-1933).

1933 ҫулта Пётр Григорьевич Шупашкара таврӑннӑ та Ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ, педагогика институтӗнче СССР историне вуланӑ, Шупашкарти коммунистла ял хуҫалӑх шкулӗнче СССР историйӗн курсне вӗрентнӗ (1933-1940).

1940 ҫултан пуҫласа пенсие тухичченех (1957) Ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче вӑй хунӑ: институт директорӗ тата истори секторӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл тимленипе Чӑваш республикинче чӗлхепе литература тата истори ыйтӑвӗсене тӗпчес ӗҫ ура ҫине тӑрса вӑй илнӗ, ҫулсерен тенӗ пекех истори тата этнографи экспедицийӗсене ирттерме пуҫланӑ.

Пётр Григорьев 1948 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Крестьянское движение среди чуваш во второй четверти XIX века» темӑпа кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. Тӗпчевҫӗн ҫак ӗҫне вӑл вӑхӑтри паллӑ ӑсчахсем, вӑл шутра А.И. Яковлев профессор (И.Я.Яковлевӑн ывӑлӗ), пысӑка хурса хакланӑ.

Пётр Григорьевич чӑваш историйӗн тӗрлӗ тапхӑрӗсемпе интересленнӗ, вӗсене тӗпчесе статьясемпе брошюрӑсем пичетлесе кӑларнӑ. Уйрамах ӑна чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗсем — Н.Я. Бичуринпа С.М.Михайлов пурнӑҫӗпе ӗҫӗсем кӑсӑклантарнӑ, вӗсем ҫинчен тӗпчевҫӗ чӑвашла брошюрӑсем пичетлесе кӑларнӑ. Пётр Григорьев граждан вӑрҫин мухтавлӑ геройӗн В.И.Чапаевӑн, Пётр Егоров архитекторӑн, Н.М. Охотниковпа В.К. Магницкийӗн, Тайӑр Тимкки поэтӑн пурнӑҫӗсемпе ӗҫӗсене тӗпчес ӗҫе активлӑ хутшӑннӑ, статьясем пичетлесе кӑларнӑ.

Каҫӑсем

Григорьев Пётр Григорьевич ҫинчен Муркаш энциклопедийӗнче


 
Категорисем: Историксем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-16 19:48:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5721 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем