Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӑрачкав ялне истори пӗлтерӗшлӗ ял тӑрӑхӗн статусне парасшӑн. Ку ыйтӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Проекта ырланӑ.

Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкав регион историйӗпе культуришӗн пӗлтерӗшлӗ. Ҫавна май тӳре-шара ӑна ятарлӑ статус парасшӑн.

Светлана Каликова министр палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак статуса пани Пӑрачава Раҫҫей конкурсӗсене хутшӑнма, федераци хыснинчи укҫа-тенке илӗртме май парать. Пӑрачкавра - 30 ытла культура еткерлӗхӗн обьекчӗ пур. Унччен ҫак статуса Улатӑр тата Етӗрне илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/78512
 

Республикӑра
Инкелӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи8 сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи8 сӑн

Куславккари шкул ачисем пӑр катӑкӗ ҫинче ярӑнма шутланӑ. Юрать-ха, ку инкекпе вӗҫленмен.

Пӗчӗк кимӗсен патшалӑх тӗп инспекторӗ Герман Майков «Чӑваш ен» ПТРК ӳкернӗ сюжетра каланӑ тӑрӑх, ку ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Куславккара вӗренекен тӑватӑ шкул ачи пӑр катӑкӗ ҫинче ярӑнма кайнӑ. Юрать, ҫӑлавҫӑсем вӗсем патне вӑхӑтра ҫитнӗ.

Ачасене ҫыран хӗррине илсе тухсан вӗсемпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ. Килте ашшӗ-амӑшӗ те вӗсемпе калаҫнӑ.

 

Хулара
zen.yandex.ru сайтри сӑн
zen.yandex.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ вӑхӑта ирттермелли майра шыраса ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӗсене вӑл 150 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Каччӑ полицие каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл тӗнче тетелӗнче "вӑхӑт ирттермелли майра" номерне тупса шӑнкӑравланӑ. Малтан ӑна укҫан пӗр пайне тӳлесе хума ыйтнӑ. Унтан страховкӑшӑн куҫарма каланӑ. Тӗрлӗ сӑлтав тупса унран 150 пин тенкӗ сӑптӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Спорт
kosmos-memorial.ru сайтри сӑн
kosmos-memorial.ru сайтри сӑн

Космонавтика кунӗ иртсе кайнӑ пулин те ыран ҫак уява халалланӑ велочупу иртет. Унта хутшӑнакансем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла ҫитӗҫ. Маршрут 70 ҫухрӑмпа танлашӗ. Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫула тухакансен 35 ҫухрӑм ҫеҫ парӑнтарма тивӗ. Мероприятие "Спица ҫинчи хӗвел" велоюхӑм Андриян Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗпе пӗрле йӗркелет.

Шупашкарта ыран 9 сехетре велочупуҫӑсем Юрий Гагарин палӑкӗ умне чечек хурӗҫ те ҫула тухӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарти "Химик" культура керменӗ патне ҫитӗҫ. Унта 10 сехет ҫурӑра велочупуҫӑсем пухӑнӗҫ. Велочупӑва кирек кам та хутшӑнма пултарать. Велосипед юсавлӑ ҫеҫ пултӑр.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн хушма пӗлӳ паракан центрӗ ятарлӑ вӗрентӳ йӗркелеме йышӑннӑ. Специалистсене актёр ӑсталӑхӗ тата режиссура, халӑх художество пултарулӑхӗн, ӳнер теорийӗн, музыка пӗлӗвӗн кафедрисемпе пӗрле вӗрентӗҫ.

Ака уйӑхӗн 14 тата 15-мӗшӗсенче пьеса лартас ӑсталӑха вӗрентнӗ. Ака уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче чӑваш халӑхӗн декораципе прикладной пултарулӑхне хӑнӑхтӑрӗҫ. Ака уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче ачасемпе ҫамрӑксене чӑваш композиторӗсен хайлавӗсене вӗрентесси пирки калаҫӗҫ, ака уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче — чӑваш ташши пирки.

 

Ял пурнӑҫӗ
gazetapik.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gazetapik.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ҫыннисем ялта шыв ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Вырӑнтисем шыв кӗртмешкӗн 2020 ҫулта укҫа пуҫтарнӑ, анчах паянхи кун та шыв кӗртмен. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Рекорд» радио журналисчӗн тата тата радио итлекенсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.

Регион ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 857 объекта хута ямашкӑн укҫа-тенкӗ пӑхса хунӑ. «Кашни яла шывпа тивӗҫтерме тӑрӑшӑпӑр, анчах пӗр вӑхӑтра тумалли ӗҫ мар ку», — тенӗ Олег Алексеевич.

Калаҫура тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Чылайӑшне хаксем ӳсни кулянтарать. Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра хаксем чакма тытӑннӑ. Стройматериалсен хакӗ 20 процент чакнӑ-мӗн.

 

Культура

Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ирина Кузьминӑн «Тӗлӗнмелле япаласем-2» курав уҫӑлӗ.

Экспозицире 25 жанрлӑ ӗҫсем пулӗҫ. Вӗсене тӗлӗнмелле техникӑпа – ҫӑм акварельпе — тунӑ.

Ирина Кузьмина — Пӗтӗм тӗнчери XXIV куравпа хальхи ӳнер искусствин «Раҫҫей ӳнер эрни» конкурса хутшӑннӑ, Будапештра иртнӗ «Венгрири ӳнер эрни» конкурс ҫӗнтерӳҫи. Ирина Кузьмина Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, Шупашкарти гуманитарипе экономика университечӗн филиалӗнчен вӗренсе тухнӑ.

 

Спорт
 pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ
pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта кӑҫал Раҫҫей шайӗнчи шахмат ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ҫӗршыври сумлӑ спортсменсем авӑн уйӑхӗн 10-23-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ.

Ҫав вӑхӑтра пирӗн республикӑн тӗп хулинче арҫынсен Раҫҫейӗн 75-мӗшӗнчи чемпионачӗ, хӗрарӑмсен 72-мӗш чемпионачӗ иртӗ.

Сумлӑ спорт мероприятине тивӗҫлипе хатӗрленсе ирттерме республикӑра ӗҫлӗ ушкӑн йӗркеленӗ. Ушкӑнӑн йӗркелӳпе техника ӗҫне Чӑваш Енӗн Спорт министерстви йӗркелесе пырассишӗн яваплӑ пулӗ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Виҫӗ кун каялла ейӳ шывӗ Тӑвай районӗнчи Вӑтаяль ялне илнӗ. Унта пурӑнакан ҫынсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫакӑ шыв юхмалли пӑрӑх шӑнса ларнипе ҫыхӑннӑ.

Вырӑна ятарлӑ виҫӗ техника ҫитнӗ. Пӳлӗннӗ шыва часах юхтарса янӑ. Юрать, ял ҫыннисем шар курман. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв пӗр хуҫалӑха анчах кӗнӗ.

Сӑмах май, ҫав кунах ҫак районти Турикас Тушкил ялӗнче хиртен шыв шарлаттарса аннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/78506
 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Вӑрмар районӗнчи Тикеш ялӗнче пурӑнакансем кӑҫал ейӳрен шар курнӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Тикешсем ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнченпе лӑпкӑлӑха ҫухатнӑ. Ун чухне ял ҫывӑхӗнчен юхса иртекен юханшыв ейӳ шывӗпе тулса ҫыранран тухнӑ. Ҫынсем шыв часрах кайтӑр тесе канавсем те чавнӑ.

Вырӑнти администраци пӗлтернӗ тӑрӑх,юханшыв ҫыранран тухни унччен пулман. Кӑҫал юр хӑвӑрт ирӗлнӗрен ҫапла пулса тухнӑ.

Аса илтерер: ҫак кунсенче Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ялне хиртен юр шывӗ аннинни пирки пӗлтернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/78506
 

Страницӑсем: 1 ... 909, 910, 911, 912, 913, 914, 915, 916, 917, 918, [919], 920, 921, 922, 923, 924, 925, 926, 927, 928, 929, ... 3924
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.

Ҫӗртме, 26

1969
56
Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...