Культура
![]() Алина Каликова. puppet21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре наука, литература тата ӳнер енӗпе тӑрӑшакан, асӑннӑ отрасльсенче никӗс пӗлтерӗшлӗ тӗпчевсем тата пысӑк пахалӑхлӑ произведенисем хайланӑ ҫынсем патшалӑх стипендине илсе тӑрӗҫ. Вӗсене ҫулталӑк хушши уйӑхсерен 5-шер пин тенкӗ парса тӑрӗҫ. Списокра — пурӗ 15 ҫын. Ҫавсен шутӗнче Александр Федосеев тата Владислав Николаев Николаев художниксем, Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин (техникумӗн) преподавателӗ Людмила Петухова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Людмила Кузнецова, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗ Алина Каликова тата ыттисем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче «Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхӗнче ӳкерӗннӗ чӑваш тӗнчи» ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта тӗпчевҫӗсем, библиотека ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем хутшӑннӑ. Наци вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятире Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн ӗҫченӗсем — филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Виталий Родионов, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем Ирина Кириллова, Вера Никифорова, Ирина Софронова — Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхне тӗрлӗ енчен хакланӑ. Тухса калаҫакансем хушшинче ҫавӑн пекех Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Ольга Куликова, ЧР Наци вулавӑшӗн наци литературипе библиографи пайӗн ертӳҫи Галина Соловьева, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() vk.com/chebvesti пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Сатиркасси ялӗ патӗнче водитель прунӑҫӗ татӑлнӑ. Инкек ирхи 7 сехет те 30 минутра пулнӑ. Сатиркасси ялӗ Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫ хушшинче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ хулапа посёлока ҫыхӑнтаракан ҫул ҫинче, Сатиркасси ялӗ тӗлӗнче, ҫын вилмелле инкек пулса иртнӗ. «Vesta» автомобильпе «Mersedes» ҫапӑннӑ. ВАЗ водителӗ вилнӗ. Пӑтӑрмах сӑлтавне (кам айӑплине) тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rualimenty.ru сайтри сӑн Улатӑр районӗнчи 41 ҫулти арҫыннӑн алимент парӑмӗ 1,4 миллион тенкӗ таран пухӑннӑ. Малтан ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ, кайран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын явап тыттарсан та тӳрӗ ҫул ҫине тӑман. Ӗҫлеме вӑй питти пулсан та вӑл ӗҫе вырнаҫман, ачисемшӗн алимент тӳлес тесе тӑрӑшман. Нумаях пулмасть ӑна суд тунӑ. Судра вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире 4 уйӑх ирттерме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи общежитире пушар пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсен унта пурӑнакансене эвакуацилеме тивнӗ. Пушар тухни пирки ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 15 сехет те 29 минутра пӗлтернӗ. Ашмарин урамӗнчи 36-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче иккӗмӗш хутри кӑритурта шкап ҫунма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен 21 ҫынна урама кӑларнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, общежитири шкапа такам ятарласа чӗртсе янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти тухтӑрсем 14 ҫулти хӗрачан самай пысӑкланнӑ шыҫҫине касса кӑларнӑ. Операци вӑхӑтӗнче Мускаври специалистсем те пулнӑ. Шыҫӑ 6 ытла килограмм тайнӑ. Ҫамрӑк пациентка операцие аванах чӑтса ирттернӗ. Халӗ вӑл больницӑра вӑй пухать. Сӑмах май, Мускаври ача-пӑча хирургӗсем Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ. Тӑватӑ кунра хирургсем опытпа ылмашӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре 11-мӗш класран вӗренсе тухакансен йышӗнче икӗ экзаменра 100-шер балл пухнӑ. Пӗтӗмпе – 20 балл. Ҫак хӗр – Шупашкарти 2-мӗш лицейре ӑс пухакан Екатерина Ейкова. Вӑл вырӑс чӗлхипе тата хими предмечӗпе иртнӗ экзаменсенче 100-шер балл пухнӑ. Чӑваш Енре вырӑс чӗлхипе пулнӑ патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче пӗтӗмпе 13 яш-хӗр 100 балл пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Яндекс.дзен сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 60 ҫулти хӗрарӑм полицие пынӑ. Унӑн 13 ҫулти мӑнукӗ ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, хӗрача патне 50 пин тенкӗ выляса илни пирки хыпар килнӗ. Вӑл ҫакна ӗненнӗ. Лешсем янтӑ нухрата илес тесен кӑштах укҫа куҫармаллине каланӑ, ӑна тавӑрса пама шантарнӑ. Хӗрача асламӑшӗн /е кукамӑшӗн/ харпӑр кабинетне кӗрсе палламан ҫынсем каланӑ счет ҫине 30 пин тенкӗ куҫарнӑ. Хӗрарӑм кун пирки пӗлсен ҫав ҫынсем ултавҫӑсем пулнине ӑнлантарнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксем Чӑваш Енри шкулсенчен вӗренсе тухнӑ 13 выпускник вырӑс чӗлхипе патшалӑх экзаменӗ тытса 100 балл илнӗ. Ҫак йышра — Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам шкулӗнчи Тагир Шамсутдинов, Красноармейски шкулӗнчи Анастасия Григорьева, Улатӑрти 6-мӗш гимназири Анна Савинова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Анна Громова, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулти Виктория Федулова, Шупашкарти 3-мӗш лицейри Виктория Гриценко, Шупашкарти 1-мӗш гимназири Ольга Кукса, Шупашкарти 41-мӗш шкулти Екатерина Сорокина, Шупашкарти 43-мӗш шкулти Ирина Кольцова, Шупашкарти 46-мӗш гимназири Анна Васильева, Шупашкарти 4-мӗш лицейри Анна Архипова, Шупашкарти 2-мӗш лицейри Екатерина Ейкова тата Кристина Овчинникова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Россия-1/Улатимӗр» телеканалтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен урлӑ иртекен «М-12» ҫула 2023 ҫулта хута яма палӑртаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫак ыйтупа РФ Правительствин Председателӗн заместителӗ Марат Хуснуллин канашлу ирттернӗ. Аса илтерер: машинӑсене хӑвӑрт ҫӳремелли ҫав ҫул пирӗн регионта 100 километар яхӑн пулӗ. Ӑна Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсем урлӑ сарӗҫ. «М-12» ҫулӑн Мускаври МКАД патӗнчен пуҫӑнса Орехово-Зуево хули таранхи пайне кӑҫал хута ярӗҫ, Чӑваш Енри лаптӑка килес ҫул туса пӗтересшӗн. «М-12» ҫула 2023 ҫулта хута ярасшӑн. Унпа Мускавран Хусана 6-7 сехетре ҫитме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ. | ||
| Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ. | ||
| Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ | ||
| Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ. | ||
| Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |