Экономика
![]() cheb.media сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж Чӑваш Енри «Пике» продукцийӗн ассортименчӗ пуян: пижама, бриджи, шорты, футболка, платье, халат. Нумаях пулмасть вӗсене чикӗ леш енне те ӑсатма тытӑннӑ. Фабрика хӑйӗн таварне «Almando Melado» маркӑпа туса кӑларать. 2020 ҫултанпа продукцие Казахстанра, Беларуҫра тата Таджикистанра туянаҫҫӗ. Европа рынокне те тухас ӗмӗтлӗ. Предприятин Ҫӗнӗ Шупашкарти производствин гендиректорӗ Аркадий Иванов журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ цех Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫлет, тепӗр иккӗшӗ — Шупашкарпа Ҫӗрпӳре. Пӗтӗмпе 70-е яхӑн ҫӗвӗҫ тӑрӑшать. Персоналӑн пӗтӗмӗшле йышӗ вара — 180-а яхӑн ын. Унсӑр пуҫне тепӗр 40 ҫын продукцие Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта ваккӑн сутассипе тимлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 49 ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилнӗ. ЧР Мнистрсен Кабинечӗн Председателӗ Дмитрий Краснов ятарласа лару ирттернӗ. Ҫынсем мӗнле майпа наркӑмӑшланнине палӑртмашкӑн кашни тӗслӗхе уйрӑмӑн тишкерӗҫ. Тӳре-шара контрафакт сутассине чарас, эрехпе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсене сахаллатас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Малашне ҫын контрафакт эрехпе наркӑмӑшланса вилнӗ тӗк муниципалитетсен анализ справкине тӑратмалла пулӗ. Ҫапла тӳре-шара кашни тӗслӗхе тишкерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма вӗлернӗшӗн 50 ҫулти арҫыннӑн ҫирӗп режимлӑ колонире 8 ҫул ирттерме тивӗ. Суд ҫапла йышӑннӑ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарта пурӑнакан ҫак арҫын савнине кӗвӗҫнӗ. Вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ та ку ӑна мӑйӗнчен, сулахай аллинчен ҫӗҫӗпе темиҫе хут чикнӗ. Хӗрарӑм йывӑр сурансене, юн нумай юхтарнине пула тепӗртакран вилнӗ. Нумаях пулмасть кӗвӗҫ арҫын тӗлӗшпе суд пулнӑ. Судья приговор вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Контактра» страницӑри Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енри делеагци Хусанта пулнӑ. Сумлӑ йыш чӑвашран тухнӑ сумлӑ ӑсчахсене: Николай Ашмарина тата Николай Никольские — асра тытнине палӑртса вӗсен вил тӑприсем ҫине ҫитсе килнӗ. Йышра философи наукисен докторӗ Василий Федотов; Чӑваш Енри Ҫыравҫӑсен союзӗн членӗ Тамара Афанасьева; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Шупашкарти 34-мӗш вӑтам шкулта географи вӗрентекен Иван Дубанов; Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Шупашкарти ветерансен совечӗн членӗ Нина Димитриева; биологи наукисен докторӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ лесовочӗ Кузьма Захаров; Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Петр Митрофанов пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Контактра» страницӑри Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшенче чӑваш кӗнеки кунӗ иртнӗ. «Чӑваш кӗнекине чыслакан уява пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче пуҫласа ирттертӗмӗр», — пӗлтернӗ Чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен регионсем хушшинчи общество ассоциацийӗн председателӗ Геронтий Никифоров. Чӑваш кӗнеки кунне 1769 ҫулта чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматики пичетленсе тухнине халалланӑ. «Хусан епархийӗн пуҫлӑхӗ В.Пуцек-Григорович хушнипе чӑваш чӗлхин пирвайхи грамматикине – «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» ҫырса хатӗрлекенӗ – Ермей Иванович Рожанский (1741–1801) – чӑвашсен кивӗ ҫырулӑхне йӗркелекенӗ, вӗрентӳҫӗ. Вӑл Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ. Чулхулара тӗн семинарийӗнче вӗреннӗ, Кӑрмӑшра тата Етӗрнере ӗҫленӗ. Чӑвашла словарьсем, тӗрленчӗксем, ҫырусем пичетлесе кӑларнӑ. Ҫамрӑксене ҫыру ӗҫне явӑҫтарнӑ. Ермей Рожанский тӑрӑшнипе Чулхула тавра чӑваш ҫырулӑхне аталантаракан ушкӑн йӗркеленӗ», — каласа кӑтартнӑ Геронтий Никифоров. Чӑваш кӗнеки кунне халалланӑ тӗл пулура Чӑваш наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Галина Соловьева, Чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен регионсем хушшинчи общество ассоциацийӗн председателӗ Геронтий Никифоров, Чӑваш кӗнеке издательствин ача-пӑча литературин тӗп редакторӗ Ольга Федорова тата Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗн филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ирина Кириллова тухса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Контактри» «Ӑнӑҫу чӗлхи» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗксем Мускавра чӑваш чӗлхи ҫинчен каласа кӑтартассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. «Хӗрлӗ лапам» кӗнеке фестивальне Александр Блинов (Алпарух) хутшӑннӑ. Аса илтерер: пысӑк калапӑшлӑ литература уявӗ ҫӗртме уйӑхӗн 3-6-мӗшӗсенче иртнӗ. Кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут йӗркеленӗ мероприятие писательсем, поэтсем, кӗнеке кӑларакансем, библиотекарьсем, актёрсем, музыкантсем тата вулама юратакансем ҫӗршывӑн 60 регионӗнчен пырса ҫитнӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче Наци литературисен фестивалӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти «Язык успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) шкулӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Блинов (Алпарух) чӑваш чӗлхи ҫинчен кӑсӑклӑн каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() discover24.ru сайтри сӑн Канаш хулинче пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑка суд тӑвӗҫ. Вӑл преступление тунӑ чухне 17-ре ҫеҫ пулнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ-чӳк уйӑхӗсенче вӑл 18 ҫула ҫитмен хӗр тусӗнчен сӑнӳкерчӗк илнӗ. Лешӗ тусӗн сӑнӳкерчӗкне, ҫарамас вырӑнсем пулнӑскере, йӑнӑшпа ярса панӑ. Каччӑ ҫав сӑнӳкерчӗке халӑх тетелӗнче сарассипе хӑратса хӗртен 5 пин тенкӗ ыйтнӑ. Лешӗ паман. Ку вара сӑнӳкерчӗке пӗлӗшӗсен чатӗнче ярса панӑ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтерсе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта Гастелло урмӗнче ача машина айне лексе суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ку паян 13 сехет те 40 минутра Гастелло урмӗнчи 19-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача юраман ҫӗрте, «зебрӑран» 20 метрта, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Ниссан» пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 56 ҫулти арҫын ларнӑ. ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, ачан ури хуҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() iriney.ru сайтри сӑн Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 62 ҫулти арҫын кӳршӗ хӗрачисен тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Куншӑн ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 12 ҫул та 2 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен кӳршӗри 13 ҫулти хӗрача тата унӑн 11-ти шӑллӗпе тепӗр хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Хайхискер ар органне кӑтартса ачасене унпа ар ҫыхӑнӑвне кӗме пӗрре мар ӳкӗтленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Влаҫ органӗсен порталне хакерсем тапӑннӑ. Юлашки 2 эрнере вӗсем 17 хутчен тапӑннӑ. Кун пирки ЧР цифра министрӗ Кристина Майнина паян пӗлтернӗ. Ҫавна май ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе влаҫ органӗсен порталӗ тата cap.ru домен ҫинчи сайтсем йӗркеллӗ ӗҫлемеҫҫӗ. «Хакерсен тӗллевӗ — сайтсен ӗҫӗ-хӗлне йӗркерен кӑларасси. Эпир тапӑнусем пулнӑ IP-адрессене хуплатпӑр», — пӗлтернӗ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ. | ||
| Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ. | ||
| Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ | ||
| Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ. | ||
| Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |