Культура
![]() Александр Маршал. «Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликри видеоран илнӗ скриншот Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, рок-музыкант, юрӑҫ, бас-гитарист, юрӑсен авторӗ Александр Маршал ҫӗнӗ трека чӑваш поэчӗн сӑввипе ҫырнӑ. Видеона артист хӑй ӳкерсе илнӗ. Канаш поэчӗ Сергей Ефимов — Раҫҫей писательсен союзӗн членӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Сергей Ефимов — полици полковникӗ, Раҫҫей ШӖМӗн оперативлӑ реагированийӗпе авиацийӗн вӑйӗсен «Рысь» ятарлӑ отрячӗн ветеранӗ. Спецназ ӗҫченӗсем Канаш ҫыннин пултарулӑхне аван пӗлеҫҫӗ. Ентешӗмӗр малтан та сӑвӑсем ҫырнӑ, ҫар ҫыннисен паттӑрлӑхӗпе хӑюлӑхне халалласа халӗ те нумай шӑрҫалать. Унӑн сӑввисене нумаях пулмасть «Честь имею, Россия!» сӑвӑ пуххисен кӗнекине те кӗртнӗ. Александр Маршал Сергей Ефимовӑн темиҫе сӑввипе унччен юрӑсем хайланӑ. Хальхине Медицина ӗҫченӗн кунне (ӑна вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, палӑртрӗҫ) тата ҫар медикӗсене халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() РФ Цифра министерстви Абитуриентсем валли йышӑну кампанийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Кӑҫал аслӑ шкула вӗренме кӗрес текенсем валли ҫӗнӗлӗх ӗҫлеме пуҫланӑ: заявление Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ ҫырма пулать. Портал урлӑ 5 заявлени яма май пур. РФ Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна ку сервиспа 974 аслӑ шкулпа филиал ӗҫлет. Конкурс списокӗсене онлайн режимра ҫӗнетсех тӑрӗҫ. Ҫапла майпа абитуриентсем ҫакна килтенех сӑнаса тӑма пултарӗҫ. Сӑмах май, олимпиада призерӗсене тата ҫӑмӑллӑх категорине кӗрекенсене вӗренме йышӑнни утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Ыттисене ҫурлан 9-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Чемен ялӗнче "Солярис" велосипедпа пыракан хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. Ачан пуҫ мими чӗтреннӗ,сурансем те пулнӑ. Ӑна пульницӑна вырттарнӑ. Ҫапса хӑваракан водитель ӳсӗр пулнӑ. Вӑл авари вырӑнӗнчен тарнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем килӗнче тытса чарнӑ. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ача шкул ҫумӗнчи уйлӑхран таврӑннӑ. Ӑна ҫавӑн чухне ҫапса хӑварнӑ. Хӗрарӑм авари вырӑнне видео ӳкерсе "Про Города" ярса панӑ. Кун хыҫҫӑн тӳре-шара та "хускалнӑ". Халӗ уйлӑх смени вӗҫлениччен ачасене шкул автобусӗпех илсе ҫӳреме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче Виталий Ивановӑн «Очерки по истории этнографии Чувашии» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Виталий Иванов — историк-этнограф, истори наукисен докторӗ. Кӗнекене авторӑн 2012-2022 ҫулсенче тӗрлӗ кӑларӑмра пичетленнӗ ӗҫӗсем кӗнӗ. Кӗнеке тиражӗ пысӑк мар, пурӗ те 100 экземпляр ҫеҫ. Ӑна ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, преподавательсемпе студентсем, Чӑваш Ен историйӗпе тата этнографийӗпе кӑсӑкланакансем валли пичетлесе кӑларнӑ. Кӑларӑмра чӑвашсен тата Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен историйӗпе, этнос культурипе, этнографи тӗпчевӗсемпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре шывра путса вилекенсен шучӗ тӑруках йышланнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗш тӗлне илсен, вилнисен шучӗ пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 2,3 хут ӳснӗ. Кӑҫал юханшывсемпе пӗве-кӳлӗсенче 14 ҫын путса вилнӗ, ҫав шутра — 2 ача. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑра илсен, 6 ҫын путса вилнӗ, ҫав шутра — 2 ача. Кӑҫал 2 ҫынна путасран ҫӑлма май килнӗ-ха... Паян республика Правительствинче Олег Николаев ирттернӗ канашлура шыв-шурти тӑрӑм тӗлӗшпе яваплисене тимлӗ пулма чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Анжела Романова Историпе пулнӑ патшалӑхӑн пӗрлехи экзамӗнӗн петӗмлетӗвӗ паллӑ. Ку предметпа камсем 100 балл пухнине пӗлтернӗ. Пӗтӗмпе икӗ ҫамрӑк чи нумай балл пухнӑ. Пӗри – Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш шкулти Анжела Романова. Тепри – Шупашкарти 5-мӗш гимназинчен вӗренсе тухнӑ Елена Бобрикова. Сӑмах май, унччен химипе тата вырӑс чӗлхипе 100 балл пухнӑ 11 яш-хӗр пирки хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи «Волжский» микрорайонта пӗр водитель пассажирсене капот ҫине лартса ярӑнтарнӑ. Пӑтӑрмах самантне видео ҫине ӳкерсе ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ. «Лада Приора» автомобиль водителӗ машина тӑррине тата капот ҫине лартса ҫамрӑксене турттарнӑ. Ҫӑмӑл машина хуҫи — 20 ҫулти водитель иккен. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шанар ялӗнче пӗрисен карти ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пӑтӑрмаха ҫакланнӑ каччӑна суд водитель прависӗр хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() platesmania.com/ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 17 сехет те 10 минутра ҫӑлав службине васкавлӑ хыпар ҫитнӗ: Ҫӗнӗ Шупашкарти чиркӗве арҫын кӗнӗ те хӑйӗн ҫумӗнче бомба пурри пирки пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем Интернационалист-салтаксен урамӗнче вырнаҫнӑ чиркӗве хӑвӑртах ҫитнӗ. Арҫын ҫумӗнче нимӗнле бомба та тупман. Чӑваш Республикинчи ҫӑлавпа шырав служби хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав арҫынна полици машинине лартса унпа психологи калаҫӑвӗ ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() transphoto.org сайтри сӑн Шупашкарта 11-мӗш троллейбуса унчченхи маршрут ҫинех тавӑрасшӑн. Кун пирки хула адмнистрацийӗ пӗлтерет. Кӑҫал Шупашкарта 4 троллейбус маршрутне улӑштарма палӑртнӑ. Ку 6-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш тата 11-мӗш троллейбуссене пырса тивет. 5-мӗш троллейбуса каялла тавӑрасшӑн. Пӗлтӗр ӑна 11-мӗшӗпе пӗрлештернӗччӗ. Кӑҫал 11-мӗш троллейбуса унчченхи пекех «Чукун ҫулӗ» чарӑна таран ҫӳретттерме тытӑнасшӑн. Хальлӗхе улшӑнусем пирки тӗплӗ хыпар ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Шупашкарта ӗнер, вырсарникун, 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра пассажир вилсе кайнӑ. Паян хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра кун пирки калаҫнӑ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Инкек 14 сехет те 35 минутра Трактор тӑвакансен проспектӗнче, «Ача-пӑча медицина центрӗ» чарӑнура, пулнӑ. Пассажир 64 ҫулта пулнӑ. Аса илтерер: тепӗр инкек Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче пулнӑччӗ. Унта 16-ри каччӑ 4-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Ку пӑтӑрмах пирки ҫырса кӑтартнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ. | ||
| Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ. | ||
| Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ | ||
| Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ. | ||
| Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |