Сывлӑх
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Президент перинаталь центрӗнче 24 эрнери, 660 грамм таякан хӗрача ҫут тӗнчене килнӗ. Ачан вар-хырӑмӗ йӗркеллӗ ӗҫлеменрен тухтӑрсем пепкене васкавлӑн операци тума йышӑннӑ. Ҫав тӗллевпе ӑна Республикӑн ача-пӑча клиника больницине куҫарнӑ. Ача-пӑча хирургӗ Анатолий Павлов, ача-пӑча анестезиологӗ-реаниматологӗ Дмитрий Лукоянов тата тӗп врачӑн хирурги енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Иван Глазыринҫне тӑнипе операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ. пыршӑлӑха чакарас енӗпе сайра тӗл пулакан операци ирттернӗ. Ун пек операцие унччен ҫавӑн пек пӗчӗк виҫеллӗ ачасене туман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
minpriroda.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Паян, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумне Сергей Чепурнова ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ прталӗнче вырнаҫтарнӑ. Паянхи куна илсен, Эмир Бедертдинов министрӑн ҫумӗсем иккӗн: Елена Хомченко (пӗрремӗш ҫум) тата Елена Дымза. Кунсӑр пуҫне министрӑн пулӑшуҫи пур. Вӑл — Марина Запасова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Вӑрнар поселокӗнче каҫхи клубран айӑпланнисем валли пурӑнмалли общежити туса хунӑ. Унта арҫынсен тата хӗрарӑмсен ҫывӑрмалли блокӗсем пур. Ҫавӑн пекех кӗпе-йӗм ҫумалли пӳлӗм, тӗпел, хурал посчӗ пур. Суд приговора ӗҫлеттермелли мерӑпа улӑштарсан ҫав ҫынсене ку общежитие ярӗҫ. Вӗсем унта сӗт-ҫу савутӗнче тӑрӑшӗҫ. Айӑпланнисене официаллӑ майпах ӗҫе илеҫҫӗ. Вӗсене пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ виҫерен сахалрах укҫа памӗҫ. Айӑпланнисем ӗҫ вырӑнӗнчен хӑйсем тӗллӗн каяймӗҫ. Ҫапах вӗсен отпуск пулӗ. Обжежитире видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, кунашкал юсанмалли центр Улатӑр районӗнче пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 12 сехетре нумай хваттерлӗ ҫурт тунӑ ҫӗрте, Шупашкарти Афанасьев урамӗнче, стропальщик 15-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫӳлти хутра кран ҫинчен строительство материалӗсене пушатнӑ. 42 ҫулти стропальщик ӑнсӑртран аялалла ӳкнӗ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, следовательсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттереҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта 18 ҫулти хӗр ҫӳлти хутран ӳкни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Чӑваш Енре санитари авиацийӗ 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Ку таранччен чылай пациента унпа пульницӑна илсе ҫитернӗ. 2020 ҫулта 52 ҫынна, ҫав йышра – 1 ачана, эвакуациленӗ. Пӗлтӗр 109 пациента вертолетпа пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен йышӗнче 3 ача пулнӑ. Пульницӑна илсе ҫитернӗ кашни 9-мӗш ҫын ҫул-йӗр ҫинчи инкекре шар курнӑскер пулнӑ. Унашкал пациентсене пульницӑран илсе каяҫҫӗ, мӗншӗн тесен авари вырӑнне анса ларма май ҫук. Республикӑра вертолет анса лармалли ятарлӑ вырӑнсем пур. Кӑҫал унашкаллисене татах тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Лавккара «VAKMA» маркӑллӑ макарон сутнине курсан ӑна хам та «Макфа» тесе, пӗҫернӗ чухне ирӗлсе каймасть тесе туяннӑччӗ. Анчах киле ҫитсен пӑхрӑм та – ячӗ урӑхларах иккен. Макаронӗ те пиҫсен нимӗрленме тытӑнчӗ. Икӗ ҫул каялла икӗ фирма тавлашма тытӑннӑ. «Макфа» Шупашкарти «Вакмӑна» суда панӑ, автор правине пӑснӑран /хутаҫӗ те «Макфӑнни» пекех симӗс тата/ пӗтӗм продукцие суту ҫаврӑнӑшӗнчен кӑларса тӗп тутарма ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех 10 миллион тенкӗ тӳлеттерме ыйтнӑ. Кайран 10 пинне чакарттарнӑ. Суд тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Кӑҫал «Макфа» каллех тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхинче вӑл тавар паллин правипе ҫыхӑннӑ. «Вакмӑран» 5 миллион тенкӗ ыйтнӑ. Суд ларӑвне нарӑсӑн 17-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
wiwo.de сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи харпӑр усламҫӑ лавккинче срокран тухнӑ сӑра тупнӑ. Ҫакна прокуратура тупса палӑртнӑ. Сентресем ҫинчи сӑран тата алкогольсӗр сӗткенсен срокӗ тухнӑ, анчах вӗсене пур пӗрех пуҫтарман, сутнӑ. Пӗтӗмпе унашкал 15 кӗлене тупса палӑртнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗн прокуратури харпӑр усламҫӑ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Материалсене пӑхса тухмашкӑн ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарти Граждан урамӗнчи 58/1-мӗш ҫуртра пурӑнакан ҫемье сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Пӗтӗмпе – 4 ҫын: икӗ хӗрарӑм тата 18 ҫул тултарман арҫын ачасем. Пурне те пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ачасен сывлӑхӗ йӗркеленнӗ, хӗрарӑмсем вара йывӑртарах. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, форточка хупӑ чухне вентиляци каналӗ ӗҫлемен. Вырӑна ҫитне газовиксем газ колонки ҫине заглушка лартнӑ. Астӑвӑр: килте газ шӑршине туйсанах 04 номерпе шӑнкӑравламалла. Газ хатӗр-хӗтӗрне вара кашни ҫулах специалистсене тӗрӗслеттермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Юлашки икӗ кунра республикӑра ҫил самай вӑйлӑ. Паян вӑл кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрет, ҫавна май ӑшӑ ҫанталӑк илсе килет. Ыран кӑнтӑрла 0 градусран та ӑшӑрах пулма пултарать. Анчах ҫил пулнӑ май ҫил-тӑман та ҫӗкленӗ. Кун пек ӑшӑ ҫанталӑк республикӑра тахҫанах пулман. Кӑрлачра, ҫур уйӑхра, юр нормӑн 70 проценчӗ чухлӗ ӳкнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр тата темиҫе кун ҫӑвӗ. Юнкун ҫил лӑпланӗ, юр та нумай ҫумӗ. Хушӑран хӗвел те пӑхӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун та пире хӗвел савӑнтарӗ, анчах кӑштах сивӗтӗ, ҫӗрлесерен 20 градус таранах пулӗ, кӑнтӑрла вара 10-15 градус. Кун пек ҫанталӑк шӑматкунччен пулӗ. Вырсарникун каллех ҫил вӑйланӗ, юр кӑштах ҫӑвӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех сивӗ ҫанталӑк пуҫланӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Лайӑх хыпар: юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран пӗр ҫын та вилмен. Унччен 20-шер, 10-шар ҫын пурнӑҫран уйрӑлатчӗҫ. Анчах юлашки кунсенче инфекциленнисен йышӗ тӑрук нумайланнӑ. Юлашки талӑкра 75 ҫын чирленине палӑртнӑ. 22 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен 47415 ҫын кӑшӑлвируспа аптӑранӑ, вӗсенчен 41177-шӗ сывалнӑ. Шел те, 4144 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарайман. Аса илтерер: Чӑваш Енре омикрон штампа чирленӗ пӗрремӗш ҫынна тупса палӑртнӑ. ПЦР-тест биоматериалӗсене Чулхула е Сарӑту облаҫӗсене штама палӑртмашкӑн яраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тенюшев Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |