Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗ
Ӗне пӑхӗ.  Artur Gibovskij каналӑн видео сӑнӗ
Ӗне пӑхӗ. Artur Gibovskij каналӑн видео сӑнӗ

РФ Патшалӑх Думи тислӗкпе каяш тӗлӗшпе харпӑрлӑх правине хатӗрлеме ирӗк паракан саккун йышӑннӑ. Малашне вӗсене нимле чӑрмавсӑр туянма та, сутма та май пулӗ. «Лента.ру» ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗрке ҫӗршывра органикӑллӑ имҫам отрасльне йӗркелеме пулӑшӗ.

Унччен тислӗке производствӑн каяшӗ тесе шутланӑ — ял хуҫалӑх ҫаврӑнӑшӗнче унпа усӑ курма чарнӑ. Уйсене унпа имҫамлас тесен экологи тӗлӗшпе экспертиза ирттерсе лицензи илмелле пулнӑ.

Ҫӗнӗ саккун вӑя кӗрсен тислӗкпе чӑх-чӗп каяшӗ выльӑх-чӗрлӗхрен юлакан, тӑпра пулӑхлӑхне ӳстерекен япала пек шутланӗҫ — урӑхла каласан, чарусене пӗтерӗҫ.

«Саккун проектне йышӑнни органикӑллӑ имҫамӑн уйрӑм отрасльне йӗркелеме, ҫак продукцие экспортлама, ҫавӑн пекех выльӑх-чӗрлӗх каяшне ял хуҫалӑхӗнче чӗртавар пек усӑ курма май парать», — тенӗ проекта ӑнлантарнинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://knife.media/navoz-dlya-vseh/
 

Республикӑра
bumper-stickers.ru/zapreshhaushhie-znaki сайтри сӑн
bumper-stickers.ru/zapreshhaushhie-znaki сайтри сӑн

Республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк нумаях пулмарӗ пулин те ҫын путса вилнӗ чылай тӗслӗхе шута илнӗ. Ытларах чухне юраман ҫӗрте шыва кӗрсе вилеҫҫӗ.

Юраман ҫӗрте чӑмпӑлтатнӑшӑн штраф тӳлеттереҫҫӗ. Ҫапла пӗлтерет прокуратура. Штраф виҫи 1 пин тенкӗпе танлашать. Юраман ҫӗрте шыва кӗнӗшӗн штраф тӳлеттересси пирки пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Патшалӑх Канашӗ йышӑннӑ. Ку шыва кӗме юраманнине кӑтартакан табличка вырнаҫтарнӑ вырӑнсене пырса тивет. Буйкӑсенчен инҫерех ишсе кайсан та штраф тӳлеме тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80010
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Хӗрлӗ Чутай районӗнче плотинӑра арҫын путса вилнӗ. Ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗн Ирчемеспе Уйпуҫ ялсен хушшинче пулнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Акчикассинче пурӑннӑ 45 ҫулти арҫын юраман вырӑнта шыва кӗнӗ. Ҫӑлавҫӑсене унӑн мӑшӑрӗ чӗннӗ. Лешсем ирхине унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 18 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – ачасем.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 21 сехет те 40 минутра Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн Малтикас Ялтӑра ялӗнчи сӗт-ҫу ферминче 33 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл трактор тасатнӑ, ҫав вӑхӑтра прицеп айне пулнӑ. Вӑл вилмеллех аманнӑ. Арҫын ҫав самантрах сывлама пӑрахнӑ.

Халӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, ҫак инкеке курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем ача кӗтекен амӑшне ҫӑлнӑ. Хӗрарӑм чутах пепкесӗр юлман. Вӑл астмӑпа аптӑрать.

Хӗрарӑмӑн унччен те астма приступӗсем пулнӑ-ха. Унччен вӑл ингаляторпа сывласа ирттерсе янӑ. Хальхинче вара ӑна ку мел пулӑшман, вӑл васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ.

Ксения Шуряковӑпа Наталия Сергеевӑн бригади хӗрарӑма ыйтусем парса астма приступӗн сӑлтавне тупнӑ. Вӗсем ӑна ҫийӗнчех пулӑшу панӑ. Ҫапла вӗсем пулас амӑшӗпе варти ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
elohov.ru сайтри сӑн
elohov.ru сайтри сӑн

Ӗнер Чӑваш Енре ҫил-тӑвӑл алхасни, ҫумӑр вӑйлӑ ҫуни пирки, ҫавна май хӑш-пӗр ял ҫутӑсӑр юлни, ҫуртсем сиенленни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Уйрӑмах Канаш, Йӗпреҫ, Комсомольски районӗсенче пурӑнакансем шар курнӑ.

Красноармейски районӗнче вара ҫынна аҫа ҫапнӑ. Ку Тватпӳрт ялӗ патӗнче пулнӑ. 55 ҫулти арҫын аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра уйра пулнӑ. Шел, унӑн пурнӑҫне ҫӑлма май килмен, ӑна вилмеллех аҫа ҫапнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80003
 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри театрсем Раҫҫейри наци театрӗсен пӗрремӗш конгресне хутшӑннӑ. Ку хыпара эпир Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен тетарӗнче хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, конгресс ӗҫне Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те (сӑнӳкерчӗкре Юрий Владимиров директора асӑрхарӑмӑр) ҫитнӗ.

Конгресс Якут Республикинче ҫӗртме уйӑхӗн 22-26-мӗшӗсенче иртнӗ.

Конгреса ҫӗршыври 27 театр хутшӑннӑ. Пухӑннисем валли тӗрлӗ сесси, режиссёр ӗҫӗсен питчингӗсене ирттернӗ. Отрасльти ҫивӗч ыйтусене те сӳтсе явнӑ май нумай нациллӗ сценӑна аталантарасси пирки калаҫнӑ. Тепӗр ыйту — кадрсем ҫитменни. Ҫӗршывӑн пысӑк хулисенче наци драматургӗсем хатӗрлесси тавра калаҫнӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Иосиф Дмитриев (Трер) ячӗллӗ «Атӑлҫи юмахӗ» ятпа наци театрӗсен фестивальне ирттернӗ май Ачасемпе ҫамрӑксен наци драматургийӗн лабораторине ӗҫлеттерет-ха. Конгресра наци чӗлхисене упраса хӑварасси тата сарасси пирки те сӑах хускатнӑ.

 

Персона
сеспель.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
сеспель.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, чӑваш поэчӗ, публицисчӗ, куҫаруҫи, драматургӗ, театр режиссерӗ, актерӗ, музыка критикӗ, преподаватель, этнотеатровед, Иосиф Дмитриев (Трер), ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ.

Пултаруллӑ чӑваш арӗ кирек ӑҫта ӗҫлесен те хӑйӗн йӗрне хӑварнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, Шупашкарти музыка училищинче актёр уйрӑмӗн заведующийӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи искусствоведени пайӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче, Казахстанри Вырӑс драма театрӗнче режиссёрта тӑрӑшнӑ. Юлашки ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вӑй хучӗ.

Ҫак тӗнчерен Иосиф Трер 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уйрӑлса кайрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Гидрометерологи тата ҫутҫанталӑка сӑнаса тӑракан тытӑмӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра ҫак кунсенче хӑрушлӑх шайӗ хӗрлӗ сарӑ пулӗ. Ку вӑл пушар тухас хӑрушлӑха 5 класс тесе йышӑннине пӗлтерет.

Ҫакӑн пек ҫанталӑк ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗччен тӑрӗ.

Чӑваш Енӗн ГКЧСӗ ҫынсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫирӗп пӑхӑнса тӑма чӗнсе каланӑ. Ҫав шутра пахчасемпе дачӑсенче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юраманни, сӳнтермен сигарета машина чӳречинчен урамалла персе хӑвармалла марри таранах пур.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче — Ҫамрӑксен кунӗнче — яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Чӑваш Республикин ҫамрӑксен патшалӑх премийӗпе чысланӑ. Хисепе республикӑра пурӑнакан 26 ҫамрӑк тивӗҫнӗ.

«Сирӗн ӗҫӗрсемпе эпӗ хам паллашма тӑрӑшрӑм. Сирӗн кӑтартӑвӑрсем, ҫитӗнӗвӗрсем пире мӑнаҫланмаллипех мӑнаҫланма хистеҫҫӗ. Пирӗн пуласлӑх сирӗн ҫирӗп аллӑрта пулассине ӗненетӗп. Пирӗн ҫамрӑксем хастар, пултаруллӑ, ӑс-хакӑл енчен те пуян тавракурӑмлӑ, ҫав тери пысӑк тӗллевсем палӑртса вӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ», – мухтанӑ ҫамрӑксене республика Элтеперӗ Олег Николаев.

2021 ҫулшӑн Ҫамрӑксен патшалӑх премине илме пӗтӗмпе 37 проект тӑратнӑ. Проектсенчен ытларах пайӗ спортпа ҫыхӑннӑ. Литературӑпа, культурӑпа, журналистикӑпа ҫыхӑннисем те пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 873, 874, 875, 876, 877, 878, 879, 880, 881, 882, [883], 884, 885, 886, 887, 888, 889, 890, 891, 892, 893, ... 3950
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелле. Ҫемьепе пӗрле апатланӑр е эрнен пӗрремӗш ҫурринче туссемпе уҫӑлса ҫӳре. Ку эрне юратнӑ ҫын валли вӑхӑт уйӑрма та аван - хӑвӑра та савӑнӑҫ пулӗ. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпарсем илтетӗр е тӑшмана тӗл пулатӑр. Ку кӑмӑла пӑсӗ.

Утӑ, 29

1907
118
Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ.
1926
99
Прокопьев Илья Павлович, политикӑпа парти ӗҫченӗ, экономист, публицист ҫуралнӑ.
1976
49
Васянка Никифор Тарасович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...