Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ
Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника техникумӗн архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк
Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника техникумӗн архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк

Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника техникумӗн студенчӗсем окоп чавнӑ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ку ӗҫе ОБЖ урокӗнче пурнӑҫланӑ.

Ҫакна ӳкернӗ видеона тата сӑнӳкерчӗксене "Контактри" ушкӑна лартнӑ. Кун хыҫҫӑн окоп чавнӑ студентсене федераци массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, телеграм-каналсем кӑтартнӑ.

Техникум пӗлтернӗ тӑрӑх, ку урок программӑпа килӗшӳллӗн иртнӗ. Студентсем ҫар службипе хӳтӗлев пӗлӗвне вӗреннӗ. Урокра вӗсем выртса пемелли окоп чавнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/78629
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» ансамблӗн концерчӗ пулӗ. Вӑл филармонире 19 сехетре пуҫланӗ. 

Концертра вырӑс, чӑваш, казак юррисем янӑрӗҫ, халӑх инструменчӗсен сассипе киленме май килӗ.

Коллективӑн 45 ҫулхине халалланӑ концертӑн ятарлӑ хӑнисем — «Nota G» ташӑ ушкӑнӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Катков, Хакас Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Тупса илме май килмен препарата Чӑваш Ене тинех кӳрсе килнӗ.

«Фармация» унитарлӑ предприяти пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «Карбамазепин» препарат илсе килнӗ. Упаковкӑра 200 миллиграмлӑ 40 таблетка. Асӑннӑ препарат предприятире — 1500 упаковка.

Асӑннӑ препарат эпилепсипе чирлекенсем валли. Ӑна рецептпа ҫеҫ параҫҫӗ. Вӑл эмеле пули-пулми ӗҫме юрамасть. Организмра карбамазепин виҫине тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ врач ҫырса парать.

 

Персона
spec.puppet21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
spec.puppet21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисткине-пуканеҫӗне Елена Хорьковӑна «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Хушӑва паян, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Елена Владимировна — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки. Театрта вӑл 1989 ҫултанпа ӗҫлет. Ярославльти театр училищинче вӗреннӗ. Артистка 17 спектакльте 31 рольте вылянӑ.

 

Республикӑра
cheb.ru сайтри сӑн
cheb.ru сайтри сӑн

Психиатри пульницине тӗпрен юсасшӑн. Ҫавна май аукцион иртет, тендера патшалӑх закупкисен сайтне вырнаҫтарнӑ.

Тӗплӗ юсава Шупашкарти Пирогов урамӗнче вырнаҫнӑ Республикӑри психиатри пульницин хӗрарӑмсен корпусӗнче тӑвӗҫ.

Аукционри пуҫламӑш хак – 119 миллион тенкӗ. Психиатри пульницине ҫӗнетмешкӗн республикӑри хыснаран укҫа уйӑрӗҫ.

Аукцион ҫӗнтерӳҫин ӗҫсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗччен вӗҫлемелле.

 

Пӑтӑрмахсем
fotokto.ru сайтри сӑн
fotokto.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнче Сӑр юханшывӗнче, 21 ҫулти арҫын путнӑ. Унӑн виллине халь тин тупнӑ.

Ҫамрӑкскер унта пулла кайнӑ пулнӑ. Пулӑ тытнӑ вӑхӑтра хайхискер пӑр айне анса кайса вилнӗ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем шыранӑ. Паян тин унӑн виллине тупнӑ. Арҫын ҫӳлерех асӑннӑ ялта пурӑннӑ.

Аса илтерер: ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи пӗвере 68 ҫулти арҫын путса вилнӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
cap.ru сайтран илнӗ сӑн
cap.ru сайтран илнӗ сӑн

Ҫӗрпӳ районӗнчи ял тӑрӑхӗсен тӗп вулавӑшӗнче ӗнер «Родной язык — отца и матери язык» (чӑв. «Тӑван чӗлхе — атте-анне чӗлхи») ҫавра сӗтел иртнӗ. Мероприятие чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» район хаҫачӗн корреспонденчӗсем, библиотекарьсем, ҫавӑн пекех шкул вӗренекенӗсем хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех ҫавра сӗтелте ҫыравҫӑ, поэт тата таврапӗлӳҫӗ, Ҫӗрпӳ районӗн Хисеп гражданинӗ Александр Ильин пулнӑ.

Ҫавра сӗтеле вулавӑш директорӗ Светлана Смирнова уҫнӑ. Мероприятин ытларах пайне Александр Моисеевич Ильинпа ирттернӗ калаҫу йышӑннӑ. Хутшӑнакансене унӑн пӗрремӗш кӗнеки мӗнле ятпа тухни, пултарулӑх анинчи йывӑрлӑхсем тата ытти те кӑсӑклантарнӑ.

Ҫавра сӗтел хыҫҫӑн хутшӑнакансем «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» кӗнеке куравӗпе паллашнӑ.

 

Культура
cap.ru сайтран илнӗ сӑн
cap.ru сайтран илнӗ сӑн

Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти ял вулавӑшӗнче «Ун мӑнаҫлӑхӗ — яланлӑхах!» кӗнеке куравне йӗркеленӗ. Районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна хальхи чӑваш ҫырулӑхӗн никӗслевҫине И. Я. Яковлева халалланӑ. Палӑртса хӑварар, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Кӗнеке куравӗ темиҫе пайран тӑрать. Куракансем Иван Яковлевӑн биографийӗ ҫинчен пӗлме ҫеҫ мар, ҫавӑн пекех ачасем валли ҫырнӑ кӗнекесемпе те паллашма пултарӗҫ. Куравра Лев Кураковӑн, Геннадий Волковӑн, Юхма Мишшин тата ыттисен кӗнекисене вырнаҫтарнӑ.

Кӗнеке куравӗ ака уйӑхӗн 26-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Раҫҫей ФСБӑн Чӑваш Енри управленийӗ Мускаври аслӑ вӗренӳ заведенийӗн регионти уйрӑмӗн ӗҫченӗ тӗлӗшпе вырӑс чӗлхине пӗлни ҫинчен калакан сертификатсемпе саккуна пӑсса тивӗҫтернӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе РФ ПК 322.1 статьян 2-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе, урӑхла каласан, ушкӑнпа саккуна пӑсса миграци йӗркеленӗшӗн, пуҫарнӑ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, аслӑ вӗренӳ заведенийӗн сотрудникӗ экзаменсен результачӗсене фальсификациленӗ, ҫапла майпа вырӑс чӗлхине, Раҫҫей историне тата унӑн саккунӗсене пӗлни ҫинчен сертификат панӑ. Ют ҫӗршывсенчи граждансем хӑйсен сертификачӗсемпе Раҫҫейре пурӑннине легализацилеме усӑ курнӑ.

Ку тӗлӗшпе аслӑ вӗренӳ заведенийӗн ӗҫтешне кӑна мар, ҫавӑн пекех унӑн пӗлӗшне те айӑплаҫҫӗ.

 

Хулара
cheb.media сайтра илнӗ сӑн
cheb.media сайтра илнӗ сӑн

Шупашкарта 35-мӗш автобус маршручӗпе ҫынсене турттаракан организаци пысӑк автобуссенчен хӑтӑлать. Кун пирки «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал пӗлтерет. «Швейрар» директорӗ Александр Козлов ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, пысӑк автобуссене вӑтам автобуссемпе улӑштарнин сӑлтавӗ вӗсен вӑрӑмӑшӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем Воробьев композиторсен урамӗнчен Ярославль урамне пӑрӑннӑ ҫӗрте вырнаҫаймаҫҫӗ — вӗсен ирӗксӗрех хирӗҫ ҫул ҫине тухма тивет.

12 метрлӑ виҫӗ алӑклӑ автобус вырӑнне перевозчик 10 метрлӑ икӗ алӑклисене туянать. Вӗсем «Волгабас»-семех пулӗҫ, анчах ҫӗнӗрех.

Палӑртмалла: асӑннӑ маршрут ҫинче ҫынсене турттаракана калӑпӑшӗпе вӑтам тата пысӑк автобуссемпе усӑ курма ирӗк панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 870, 871, 872, 873, 874, 875, 876, 877, 878, 879, [880], 881, 882, 883, 884, 885, 886, 887, 888, 889, 890, ... 3889
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 08

1833
192
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ.
1931
94
Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1940
85
Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
48
Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ.
1990
35
Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2005
20
Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...