Хулара
![]() saratov.doctorbormental.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Унӑн полицирен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Акӑ мӗнле пулса иртнӗ: 45 ҫулти арҫын патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. «Пирӗн банкра кредит заявки хӑварман-и эсир?» - тесе ыйтнӑ унран. Арҫыннӑн ят-шывне те тӗрӗс каланӑ. Лешӗ заявка хӑварманнине пӗлтернӗ. Хайхискер «юмах» ҫаптарма пуҫланӑ: эппин, унӑн ячӗпе такам заявка хӑварнӑ, укҫа-тенке «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма сӗннӗ. Палламан ҫын Ҫӗнӗ Шупашкар арҫыннине полицие, банка каймалла марри пирки асӑрхаттарнӑ. Ӑна банкра ӗҫлекен ҫынсем улталама пултарнӑ имӗш. Арҫын кредит картти ҫинчен 426 пин тенкӗ илсе палламан ҫын каланӑ счет ҫине куҫарнӑ. Каҫхине вӑл кун пирки пӗлӗшне каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн чухне тин вӑл ултавҫӑ аллине лекнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2022» акцие ирттерме Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ текстсен конкурсне ирттерет. Конкурса хутшӑнакансен материалсене https://forms.yandex.ru/ каҫӑпа ярса памалла. Кӑҫалхи текста тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ ентешӗсене халалласа ҫырмалла. Материлсене ака уйӑхӗн 18-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Текстра 130-150 сӑмах пулмалла. Конкурса хутшӑннисене сертификатпа хавхалантарӗҫ, ҫӗнтерӳҫине вара «Халӑх шкулӗ» журнала ҫур ҫуллӑх тӳлевсӗр ҫырӑнса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗ «В.И. Агеева халаллани» ятпа вӑраххӑн шухӑша каймалли кун» форматлӑ мероприяти ирттересине пӗлтернӗ. Мероприяти вулавӑшӑн литературӑпа ӳнер секторӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Владимир Иванович — график, живописец, Чӑваш АССР халӑх художникӗ, Чӑваш АССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Чӑваш халӑхӗн историпе мифологине тӗпчекен ҫав ӑста 2022 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ. Ӑстаҫӑ хӑйӗн тӗп ӗҫӗсенче чӑваш халӑхӗн историне, унӑн кун-ҫулӗпе аталанӑвӗн тапхӑрӗсене кӑтартса парать. Агеевӑн пултарулӑх биографийӗнче тӑван халӑх легендисемпе юмахӗсен теминчи хайлавсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ыран Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫыртарӗҫ. Вӑл кӑҫалхипе 10-мӗш хут иртӗ. Хальхинче диктанта Вырӑс драма театрӗнче те ҫыртарӗҫ. Ахальтен мар, ҫак театр кӑҫал 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Диктант текстне театр артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Людмила Кизимир сцена ҫинчен вулӗ. Унта килекенсем вара текста куракансен залӗнче хытӑ планшетсем ҫинче ҫырӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта ют ҫӗршыв ҫыннисем валли те ятарлӑ лапам ӗҫлӗ. Акци 14 сехетре пуҫланӗ. Диктанта онлайн мелпе те ҫырма май пулӗ: totaldict.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хӑш-пӗр ялта пенсие палӑртнӑ кунран маларах валеҫме тытӑннӑ. Почта уйрӑмӗн ӗҫченӗсем пенсие тата соцтӳлевсене ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пама тытӑннӑ. Ку ҫак ялсенче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пуррипе ҫыхӑннӑ. Вӗсем – Ҫӗмӗрле районӗнчи Автобус поселокӗ тата Анат Макарин ялӗ, Патӑрьел районӗнчи Вӑтаел тата Тутар Тимеш ялӗсем. Раҫҫей почтин республикӑри уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ялсенче пурӑнакан 90 ҫынна пенсие маларах парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти ликерпа эрех савучӗ Етӗрнери спиртсавутран суд урлӑ 27 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. Арбитраж сучӗ тавӑҫа тивӗҫтернӗ. «100 лет Чебоксарская» эрех пирки тавлашу тахҫанах пырать. 2019 ҫул вӗҫӗнче УФАС комиссийӗ Етӗрнери спиртсавут этикеткӑпа саккуна пӑсса усӑ курнине палӑртнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та спиртсавут эрехе сутма чарӑнман. Ҫавна май ӑна 1,3 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Шупашкарти ликерпа эрех савучӗ Етӗрнери спиртсавутран тӑкакшӑн 3,8 миллион тенкӗ тата 46,5 миллион тенкӗ компенсаци ыйтнӑ. Арбитраж сучӗ Етӗрнери спиртсавута 27 миллион тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() YouTube сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, паян, 14 сехетре Шупашкар районӗнчи Ертукасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑҫ путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру мистерстви пӗлтерет. 68 ҫулти арҫыннӑн виллине пӗверен ҫӑлавпа шырав службин водолазӗсем кӑларнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхаттарать: шыв ҫинче халӗ пӑр ҫӳхе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() кпрфсарапул.рф сайтри сӑн Ялсенчи почта уйрӑмӗсенче патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсем пама, эмелсем сутма тытӑнасшӑн. Ку проекта хӑҫан пурнӑҫлама тытӑнассине хальлӗхе пӗлтермен. Ку тӗллевпе ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ӑна ЧР экономика министрӗ Дмитрий Краснов ертсе пырать, унӑн ҫумӗ - цифра министрӗ Кристина Майнина. Палӑртмалла: пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин халӑха эмел туянма, Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчен справка тата выпискӑсем илме, нумай функциллӗ центра документсем яма май туса памалли пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ куракансем валли «Петр Егоров – выдающийся зодчий» (чӑв. Петр Егоров — паллӑ зодчи) виртуаллӑ курав йӗркеленӗ. Ӑна архитектурӑра вырӑс классицизмне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ чӑвашсен пӗрремӗш архитекторне халалланӑ. Петр Егорова ячӗ А. Ринальди, А.Ф. Кокоринов, М.Ф. Казаков, Ж.Б.М. Валлен-Деламот, Ю.М. Фельтен, В.И. Баженов, Д. Кваренги, И.Е. Старов архитекторсемпе пӗр ретре тӑрать. Виртуаллӑ курав темиҫӗ ярӑмпа йӗркеленӗ: «Биографи», «Пултарулӑхри эткерлӗх», «Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ», «Ятне асра тытасси», «Литература». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() drive2.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Улатӑрти Промышленность урамӗнчи стоянкӑран КамАЗ ҫухалнӑ. Вӑл Шупашкарти усламҫӑн пулнӑ. Юр ӑшне кӗрсе ларнӑ грузовика стоянка тулашӗнче тупнӑ. Машина юр ӑшне путса ларнӑ. Автомобиле ним те пулманран унӑн хуҫи йӗрке хуралҫисене евитлесе тӑман. Ют автомобиле унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ 37 ҫулти ҫын чӗртсе тухнӑ иккен. Вӑл тусӗсене ҫывӑхри лавккана илсе каяс тенӗ, анчах юр ӑшне кӗрсе ларнӑ. Ют машинӑна чӗртсе тухнӑ арҫын тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |