Чӑваш литератури илемпе сӑнарлӑх хӑватне ҫухатманшӑн чылай ҫул савӑнса пурӑнтӑм. Ӗмӗр чиккинче Хӗветӗр Агивер, Василий Эктель, Анатолий Смолин, Арсений Тарасов, Борис Чиндыков, Николай Исмуков, Николай Ыдарай, Виталий Захаров тата ҫамрӑксем ҫырнисене ырласа вулаттӑм.
Сасартӑк лару-тӑру хирӗҫле улшӑнчӗ. Литература ӗҫӗ пӑтранма пуҫларӗ. Ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ 100 ҫул ҫитнине уявланӑ кунсенче паянхи пирки шутламалли пайтах хускалчӗ.
«Ҫӗнӗлле йӗркелӳ» пӑтравӗ вӑраха пычӗ. Писательсен, художниксен, краеведсен пӗрлӗхӗсене астарса-хистесех иккӗ-виҫҫе пайларӗҫ. Аркату прорабӗсем паллӑ. Вӗскӗртекенӗсем ҫеҫ аякран пулчӗҫ.
2009 ҫултанпа Чӑваш писателӗсен тӗп союзне Сергей Павлов ертсе пычӗ. Тепӗр съездра та ӑнах председательте хӑварчӗҫ. Ертӳлӗхе (правление) унпа пӗрле Денис Гордеева, Николай Ишентее, Геннадий Максимова, Марина Карягинӑна, Елен Нарпие тата писатель мар Виталий Родионовпа Валентин Абрамова суйларӗҫ. «Хирӗҫсе пайламалли ҫук» тесе пӗлтерчӗ съезд. Анчах хӑйсемех хирӗҫӗве ҫивӗчлетрӗҫ. Шупашкарта виҫӗ союз пулни ҫитмерӗ, 2015 ҫулта тӑваттӑмӗшне йӗркелерӗҫ: ҪИП (ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлешӗвне) турӗҫ. Вара тӑватӑ еннелле саланчӗҫ: Павлов союзӗ, Акивер союзӗ, Юхма союзӗ, Родионов ҫипӗ.
Геннадий Максимов пӗр хушӑ тӗп пӗрлӗхре пуҫлӑхра тӑрӑшрӗ. Чӑмӑртанасси пулмарӗ. Лешсемех чылай пӑтратрӗҫ. 2019 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫат чӑваш ҫыравҫисем пирки «Ирӗклӗхе туртӑнса йӗмсӗр юлчӗҫ мар-и?» терӗ. Литература имшерленсе лачакана ларчӗ. Ку вӑхӑтра «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Филиппова пӗрлӗхе ертсе пыма пуҫларӗ.
Пӑтравлӑ вӑхӑтри сӑмахлӑха вырӑсла «литература безвременья» тенӗ. Ҫапларах каланӑ Иван Тургенев 1856 ҫултах. «Я один из писателей междуцарствия - эпохи между Гоголем и будущим главою» - тенӗ (3 том, 1961, 32 с.). Ун хыҫҫӑн А. Дружинин та ҫак шухӑшах ҫавӑрнӑ: «Все мы, теперешние деятели, все без исключения, померкнем, когда у нас явится новый Пушкин» (Вопросы литературы, 1981, 3, 185 с.).
Килчӗ-тулчӗ чӑваша «безвременьен» айванлӑх тапхӑрӗ. Чӑваш учителӗсем тӑван чӗлхене хирӗҫ сиксе ҫырчӗҫ, чӗлхеҫӗсем «неоорфографие» туртса кӑларчӗҫ, халӗ те тапаҫланаҫҫӗ. «Ялав», «Капкӑн» журналсене, чӑваш лицейне, шкулсене хупрӗҫ. Чӑваш чӗлхине шкултан хӳтерсе кӑларчӗҫ. Пуҫланчӗ глобализмӑн тӗнче кулӑшӗ!
ХХI ӗмӗр пуҫланнӑ ҫӗре чӑваш литературин илемпе шухӑш шайӗ шалтах анса ларчӗ. Философилле шухӑшлав хайлавсенче юлмарӗ. Кам укҫа пурри пичетленчӗ. Сӑнарлӑ сӑмах мӗнне чухламан тӳресемех кӗрекере лара пуҫларӗҫ. Ҫарапакка натурализмпа тӳрккес фактографи сиксе тухрӗ. Калаҫура та, хут ҫинче те усал сӑмахсем сарӑлчӗҫ. Паянлӑхпа ӗмӗрлӗх виҫине пачах картайман ҫыравҫӑ пеккисене, поэзи туйӑмӗсӗрех сӑмах купалакансене писательсен союзӗсене илсе тултарчӗҫ. Урӑлса курман президента ырлакансем литературӑна идеологипе ылмаштарчӗҫ. Мана ҫак статья хыҫҫӑн «ку критик хӑйне писательсен союзне илменшӗн кӗвӗҫет» тесе калассине пӗлетӗп. Кам каласси те паллӑ. Ан пӑшӑрханӑр, тархасшӑн, кирлӗ пулсан, эпир сирӗнпе пиллӗкмӗш союз та йӗркелеме пултаратпӑр! Ҫырасси союзран килет-и вара?
Ку хивре саманара питех те вирлӗ сӑмахҫӑсем тухмаллаччӗ. Тухмарӗҫ. Пачах урӑхла - ҫӗршыва хурлакан, нӗрсӗрлӗхе, кут-пуҫа сӑрлакан карма ҫӑварсем мала сиксе тухрӗҫ те, вӗсен хушшинченех хӑш-пӗри «халӑх поэчӗсем» пулса тӑчӗҫ. Кусем хӑйсене пирӗн литературӑри Лермонтов, Толстой, Островский халӗ эпир, пире министра лартмалла терӗҫ. Анчах вӗсем сӑмах лавне лачакана тата шаларах туртса кӗчӗҫ. Ҫавӑ ҫеҫ.
Критикӑна чӑвашра тӑрӑшса таптаса лартрӗҫ. Хӑйсене хӑйсем мухтаса ҫырчӗҫ. Эстетика никӗсӗ тытӑмсӑрланчӗ, халӑх ӗрет-нӗсепӗ, ӑс-хапӑлӗ «ҫӗнӗ яковлевсен» пуҫӗнчен ҫухалчӗ. Вӑл вӗсен пулман та ҫав ӗнтӗ. Ӗретлӗ хайлавсене тиркени, хуплани, пичетлеменни курӑнчӗ. Халӑхӑн ӑс-тӑнӗ, ӑс-хапӑлӗ, ӑс-хакӑлӗ пӑтрантӑр, терӗҫ ельцинистсем. Халӑх капла йышши литературӑран сивӗнчӗ.
Халӗ ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланать. Таврӑнупа аталану, чӑмӑртану тапхӑрӗ. Ман шутпа, чыхвӑр авринче сӑмахӑн тӗрӗслӗхӗ, публицистла ҫивӗчлӗхӗ кирлӗрех пулса пырать. Пурнӑҫа пӗлсе хакланине, юмаха е ӗссӗмлӗхе хальхи шайпа ҫавӑрнине хаклама пуҫлать интернетлӑ халӑх. Философие, социологие, психологие, генетикӑна вӗреннӗ ҫынсем пӗр-пӗр пиҫмен ҫыравҫӑ пӑтранса ларнине вулама хапӑл тӑвас ҫук.
Чӑваш литературин анинче йӗрке палӑра пуҫланӑн курӑнчӗ мана. Журнал илемлӗ хайлавсен пиҫӗ тӗслӗхӗсене пичетлеме тӑрӑшать Тимвӗҫлипе хисеплӗ ят илнисем палӑрчӗҫ. Ҫамрӑксем хастарланчӗҫ. Писательсен союзӗ 100 ҫул тултарнине юпан 25-мӗшӗнче чиперех палӑртрӗ. Пухӑвра Раҫҫей писателӗсен союзӗн Мускавран килнӗ председателӗ Николай Иванов, чӑваш ҫыравҫисен ертӳҫи Ульха Эльмен тӗплӗ калаҫнӑ.
Уяв тӗлне ҫыракансем хушӑнсах пычӗҫ. Тишкерӳсем «Тӑван Атӑлта», «Хыпарта», «Чӑваш халӑх сайтӗнче» курӑнкаларӗҫ. Анчах вулакан йышӗ чакма пӑрахмарӗ. Халӗ чӑваш литератури, вӑрттӑн аркатуран пӑрӑнса, ҫырнин пахалӑхне шута хурать, пылчӑкран тухма тӑрӑшать. Апла пулин те, пӑхӑсӑн, ниме тӑман кӗнекесемех (уйрӑмах - ача-пӑча валли) хушӑран пичетленеҫҫӗ иккен! Элле, каллех «шӗвӗр туссем» хуҫаланаҫҫӗ иккен...
Мана, Союзран аякка пӑрса янӑ критика, хам шухӑша тӳррӗн пӗлтерме хӑрушӑ мар. Кирлех пулсан, хушаматсене нумайӑшӗ тӗллесе кӑтартма пултарать. Мӑриккан улпучӗ Сорос астарса хӑварни харама кайнине ҫирӗплетсех калатӑп. Литература юхӑмӗнче ырри ҫӗкленнине те асӑрхатӑп. Ҫӗнӗ ертӳлӗхпе ҫӗнӗ ӑстрӑм хӑй тивӗҫне тӗрӗс ӑнланасса, ҫӳп-ҫапран чыслӑн тасаласса шанатӑп.
Малашлӑхра литература вырӑнӗ пӑтраври пек пулаймӗ. Вӑл мӗнле вырӑн йышӑнассине никам та халех татса калаймӗ. Кухаллӗн чӑваш хӗрӗсем хайланӑ романсемпе повеҫсене вуласа хавхалантӑм. Ульха Эльмен, Людмила Сачкова, Марина Карягина, Галина Антонова кӗнекисем алла лекрӗҫ те, чӑваш ҫырулӑхӗ вилме выртман-ха тесе ҫӗклентӗм. Вӗсене хӑйсем умӗнчи тивӗҫе туйса (ҫиле хирӗҫ пулин те утса) тӑван сӑмах хӑватне чыслӑ тытса пыма хӑюлӑхпа хӑват сунатӑп.
Agabazar // 9270.2.3173
2023.11.09 17:47 | |
Лешкукша // 2932.83.8930
2023.11.12 02:36 | |
ххх Тутар академик Роберт Нигматуллин АКАЛЕМИРЕ каланине итлерĕм те килĕшрĕм.Станьял та ун пекех калать иккен! Чĕлхе,наука, литература, нравственность, воспитансĕр шкул анса ларнине
Нигматуллин пек хак памалла.Хăлиппăхсемпе Ăртивансен тата вĕсен "урапинчисен сутăнчăк вăхăчĕ иртсе пырать. Текех вĕссен иртĕхсе ухмахланма пăрахмв лекет! | |
Agabazar // 3574.70.1740
2023.11.13 10:11 | |
Никнеймна камран сутăн илтĕн, «Нравственностьвоспитани» Хоспочын | |
Питтук // 1384.6.2416
2023.11.18 18:07 | |
Тепĕр таса тапхăр вăй илмеллех! Халлĕхе писательсем пăтранаççĕ-ха. Икĕ союз 100-шер çул тултарнине палăртрĕç. Мухтанчĕ Юхма, парне илчĕ, медаль пачĕ, а литератури пшик!. Профессионалсем ĕçсе выртаççĕ.Чăваш намĕсĕ!Неуштă вĕсене тăн кĕмест? | |
Agabazar // 3365.34.2486
2023.11.20 19:13 | |
Ĕçсе выртни пурнăç пуррине пĕлтерет. Пурнăç çук пулсан питех ĕçеймĕн. | |
Эскай // 9293.4.9498
2023.11.23 09:47 | |
Ĕçсе выртсан çĕн самана тăваймăн. Литературăра темболĕ. Чăваш писательницичен чĕлхи пур=ха, мировоззрени пĕчĕурех, вот | |
Евразиец // 3447.04.5759
2023.11.25 08:48 | |
"Не только дважды в одну и ту же воду нельзя войти, но и единожды этого невозможно делать", - поправил ученик Гераклита. Бедный Гераклит... иметь такого ученика. | |
Варык // 1056.28.5453
2023.11.26 14:22 | |
А хăçан тата кам писательсенчен ĕçмен ши? | |
Анонимла // 2029.36.7606
2023.11.28 21:28 | |
А хăçан тата кам писательсенчен ĕçмен ши?
Эпӗ ӗҫместӗп , пачах та. Ӗмӗр тӑршшӗпех. Юрамасть, мотор шаккать тетӗп те никам та, ниҫта та сӗнмеҫҫӗ. Эпӗ те Чӑваш писателӗсен Союзне кӗрсе, тахҫанах, 3 кӗнеке кун ҫути курсанах.Писательсен союзне кӗни ҫӗнӗ кӗнекене кун ҫути кӑтартма пулӑшать пулӗ тесе шутласа айван пуҫпа. Союзра тӑни ячӗ кӑна пулчӗ, ним уссине те курмарӑм пӗртте. Чӑн писательсене юбилей ячӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви автора кӗнеке парнелет. Манӑн та 2 кӗнеке унта кун ҫути курса-ха, ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайиччен, тен, тепӗр кӗнекене кун ҫути кӑтартма пултарӑп? Пичетленнӗ темиҫе интереслӗ калав пур-ха , вӑхӑт тупса мӗнле те пулин издательствӑна ҫитерсе сӗнсе пӑхмалла. Вӑхӑчӗ сахалрах, ҫулӗ те ҫывӑхах мар... | |
Алмуш. // 3904.56.6102
2023.11.29 16:31 | |
Ну Туркая вӑйлӑ панӑ! |
Цитата. Ялтан // 3916.24.8788 2023.11.05 18:13 Станьял мучи,кала-ха,эсӗ ырлакан хӗрарӑм ҫыпавҫӑсем чӗлхе тӗлӗшӗнчен пурте ҫӳллӗ шайра-ши.Ҫыравҫӑ чӗлхе ӑсти тенине илтнӗччӗ. Цитата вĕçĕ
Ху пĕр харăсах редактор та, корректор та пулнă чухне тата ытти ĕçре те тĕрмешнĕ чухне «чĕлхе тĕлĕшпе» питех чакаланса лараймастăн çав.