Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫанталӑк ӑшӑрах-ха, ирхине ҫумӑр пекки те вӗтӗртетрӗ. Ыран-паян ҫавӑн пекех пулӗ. Шӑматкун каҫхине тӗтре карса илӗ, ирпе ҫеҫ сирӗлӗ. Кун хыҫҫӑн вара сивӗтме тытӑнӗ.

Тунтикун уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Каҫсерен 20 градус таран сивӗтме тытӑнӗ, кӑнтӑрла 5-10 градус сивӗ пулӗ.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уяр та сивӗ ҫанталӑк раштавӑн пӗрремӗш декади вӗҫлениччен пулӗ.

 

Сывлӑх

Етӗрнере санитари вертолечӗ валли лапам тума пуҫланӑ. Ӑна ҫитес ҫул туса пӗтермелле.

Пӗлтӗр Етӗрне тӑрӑхӗнче 70 пациента пульницӑна питӗ хӑвӑрт илсе ҫитерме тивнӗ. Вӗсене транспортпа илсе кайнӑ. Анчах пур пациент та кун пек чухне ҫула чӑтса ирттереймест. Уйрӑмах - выртакансем.

Ҫитес ҫул Етӗрнере ку енӗпе лару-тӑру лайӑхланмалла, пациентсене санавиаци илсе ҫӳрӗ.

Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче республикӑра санавиаципе 88 пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хальлӗхе вертолет вӗҫме пӑрахнӑ.

 

Республикӑра

Паян Патӑрьел районӗнчи полицейскисем пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн ҫулсене тасатма пулӑшнӑ.

Пӑрлӑ ҫумӑр ҫунипе тата ҫил вӑйлӑ вӗрнипе "Шӑмӑршӑ - Суйкӑн - Алтышево" ҫул ҫинче йывӑҫем, туратсем ӳкнӗ, машинӑсене ҫӳреме чӑрмантарнӑ.

Патӑрьел районӗн полицейскийӗсем бензопӑчкӑ тытнӑ та ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫапла вӗсем ҫак ҫулпа ҫӳрекен водительсем валли ҫула тасатнӑ.

 

Республикӑра
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса самай шар кӑтартнӑ. Паян ир тӗлне 9 районти 43 ял ҫутӑсӑр пулнӑ. Вӗсенче 6876 кил. Ҫав пӳртсенче 13737 ҫын пурӑнать.

Кунсӑр пуҫне социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 22 объектра ҫутӑ ҫук. Ҫав вӑхӑтра аварисене пӗтерес тесе 25 бригада ӗҫленӗ.

Паян 14 сехет тӗлне 10 районти 33 ялта электроэнерги пулман. Хальхи вӑхӑтра аварие сирекен 35 бригада ӗҫлет.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси ялӗнче агрофирмӑра гараж боксӗ ҫунма тытӑннӑ. Унта МТЗ-1025 трактор, ял хуҫалӑх техникин саппасӗсем ларнӑ. Пушарта вӗсем сиенленнӗ.

Ҫулӑма часах, 1 сехетрен, сӳнтернӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем ӑна кӳршӗ склад ҫине куҫма паман. Унта вара 300 тонна тырӑ упранать.

Патӑрьел районӗнче Сител ялӗнче экскаватор-пугрузчик ҫуннӑ. Ҫулӑм мотор отсекне, машина кабинине сиенлетнӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Амӑшӗсен кунӗ умӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ амӑшӗсене саламланӑ, нагарадӑсем панӑ.

РФ Президенчӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне Ҫӗмӗрлери Алексейпа Татьяна Зайцевсем, Элӗк районӗнчи Дмитрипе Марина Леонтьевсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Геннадипе Вера Яковлевсем тивӗҫнӗ.

Чӑваш Республикин «Анне» паллине Шупашкарти Ирина Васильевӑпа Наталья Шилова, Ҫӗмӗрлери Марина Ветликова, Элӗк районӗнчи Полина Ефремова, Красноармейски районӗнчи Вера Владимирова, Вӑрмар районӗнечи Елена Павлова, Ҫӗмӗрле районӗнчи Зоя Харитонова, Шупашкар районӗнчи Мария Изванова илнӗ.

 

Политика
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Кристина Майнинана ӗҫрен кӑларнӑ.

Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, министра РФ Ӗҫ кодексӗн 77-мӗш статйин 3-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫрен хӑтарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫын хӑй ӗҫрен каяс шухӑш тытнӑ.

Коми Республикинчен Чӑваш Ене куҫса килнӗ Кристина Майнинана министр тивӗҫне пурнӑҫлама пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗччӗ.

 

Хулара

КПРФ депутачӗ Александр Андреев Шупашкар хула администрацине хулари пӗр урама Иосиф Сталин ятне пама сӗнсе ыйтупа тухнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ патне ҫынсем ку ыйтупа пӗрре мар тухнӑ-мӗн.

Тахҫан Шупашкарта унӑн ячӗпе хисепленекен урам пулнӑ. Малтан Ленин проспекчӗ Сталин проспекчӗ пулнӑ.

Сӑмах май, "Ҫыхӑнура" форум ҫырнӑ тӑрӑх, 2014 ҫалта Раҫҫейре 30 яхӑн урам Иосиф Сталин ячӗпе хисепленнӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Королевство потерянных языков» музыкӑллӑ юмах кӑтартнӑ. Вырӑс тата чӑваш чӗлхин туслӑх ҫинчен хатӗрленӗ ӗҫе «Куча мала!» ача-пӑчапа ҫамрӑксен киностудийӗ ӳкернӗ.

Проект 2021 ҫулта Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗн конкурсӗнче ҫӗнтернӗ, 3 миллиона яхӑн тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ — 5,8 миллион тенкӗ.

Унччен студи «Королевство лишних слов» фильм ӳкернӗ, вӑл вырӑс чӗлхи ҫинчен пулнӑ. Ӳкерӳ ушкӑнӗ ун чухне чӑваш чӗлхи ҫинчен фильм хатӗрлеме шантарнӑ.

«Ачасем хӑйсен сӑмахне тытрӗҫ. Ку савӑнтарать», – тенӗ фильм курма кайнӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев.

 

Республикӑра
Диспансерпа интернат-ҫуртӑн соцсетьсенчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ
Диспансерпа интернат-ҫуртӑн соцсетьсенчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ

Муркаш районӗнчи Шомик ялӗнчи психоневрологи диспансерӗпе асӑннӑ тӑрӑхри Каршлӑхри ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен интернат-ҫуртне пӗрлештересшӗн.

Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫавӑн пек йышӑну проектне хатӗрленӗ. Унпа ӗнер Алёна Елизарова республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче паллаштарнӑ.

Реорганизаци хыҫҫӑн учрежденире ӗҫлекенсен йышне чакарӗҫ, ҫавӑ ӗҫ укҫишӗн уйӑракан укҫана ҫулталӑкне 2,2 миллион тенкӗ таран перекетлеме май парӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 797, 798, 799, 800, 801, 802, 803, 804, 805, 806, [807], 808, 809, 810, 811, 812, 813, 814, 815, 816, 817, ... 4003
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.