Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

19 ҫулти хӗр чутах суккӑр юлман. Вӑл Республикӑри офтальмологи клиника пульницине пынӑ чухне куҫ ҫивӗчлӗхӗ 1 процент кӑна юлнӑ.

Хӗр линзӑпа ҫӳренӗ. Ӑна вӑхӑтра улӑштарманран унӑн куҫӗ шыҫӑннӑ. Вӑл ыратма тытӑннӑ, куҫ ҫивӗчлӗхӗ чакса пынӑ. Хӗр пульницӑна пынӑ та ӑна часрах стационара вырттарнӑ.

Стационарта выртсан унӑн куҫ ҫивӗчлӗхӗ 50 процента ҫитнӗ. Тухтӑрсем юлашки вӑхӑтра ҫак чирпе аптаракан нумай пулнине палӑртаҫҫӗ. Ку линза тӑхӑннипе ҫыхӑннӑ.

 

Республикӑра

Етӗрнере 91 ҫулти кинемее шыраҫҫӗ. Кокоринова (Захарова) Валентина Николаевна килтен юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Киле таврӑнман.

Вӑл ӑс-тӑнӗ арпашӑннипе аптӑрама пултарать. Валентина Николаевна килтен кайнӑ чухне тӗттӗм симӗс тӗслӗ ветровка, сӑрӑ кофта, ҫутӑ кӑвак жилетка, хура атӑ тӑхӑннӑ, хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ тата ҫӑм тутӑрсем ҫыхнӑ.

Кинемее куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (800) 700-54-52 е 112.

 

Персона

Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи Алина Аркадьевна Сосаева вилсе кайнӑ.

Надежда Григорьевна Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх Алина Сосаевӑн виллине паян ирхине тупнӑ. Хваттерне чылай хушӑ телефон тытманран кӗме тивнӗ. Инкеке пула пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулас.

Алина Аркадьевна чӑваш топонимикине тӗпчекен специалист пулнӑччӗ. Вӑл Элӗк районӗнчи Витеҫуч ялӗнче ҫуралнӑ. Чылай вӑхӑт хушши Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче вӑй хунӑччӗ.

Алина Сосаева пирӗнтен сарӑмсӑр уйрӑлнӑран редакци хурланни пирки пӗлтерет. Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ ҫулсенче вӑл пире самаях пулӑшнӑччӗ.

Хушни. Алинӑпа эрнекун 14 сехет ҫурӑра республика больницин ритуал ҫуртӗнче (Мускав пр. 9В ҫурт) сывпуллашӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/news/4880.html
 

Персона
batyr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
batyr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

РФ Шалти ӗҫсен министерствин Патӑрьелӗнчи пайне юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — полицин подполковникӗ Андрей Ларьков.

Асӑннӑ пай Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи йӗркелӗхе тытса тӑрассишӗн яваплӑ.

Андрей Ларьков 1978 ҫулта Улатӑр хулинче ҫуралнӑ. Ҫемьеллӗ, 2 ывӑл ашшӗ. Юридици пӗлӗвне РФ ШӖМӗн Чулхулари академийӗн Шупашкарти филиалӗнче илнӗ. Чи малтанах вӑл Улатӑрти шалти ӗҫсен пайӗнче оперуполномоченнӑй пулса ӗҫленӗ. Унтан картлашка хыҫҫӑн картлашка тӑрӑх хӑпарса пынӑ май 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Патӑрьелӗнчи шалти ӗҫсен пайӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ пулса тимлеме тытӑннӑ.

 

Республикӑра
vedtver.ru сайтри сӑн
vedtver.ru сайтри сӑн

Улатӑрта пурӑнакан 25 ҫулти хӗр тӗнче тетелӗнче хушма укҫа ӗҫлесе илмелли мел пирки пӗлтерӳ курнӑ. Анчах малтан вӗренӳ витӗр тухмалла-мӗн, кун валли вара телефон ҫине сарӑм вырнаҫтармалла. Ку видео урлӑ ҫыхӑнма кирлӗ имӗш.

Кун хыҫҫӑн хӗр вӗсемпе ҫыхӑннӑ. Палламан ҫын мобильлӗ банк сарӑмне кӗрсе электрон енчӗкпе ҫыхӑннӑ операцисем тума ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗр счечӗ ҫинчен 7575 тенкӗ ҫухалнӑ.

Ҫав палламан ҫын видеоҫыхӑну урлӑ хӗр мобильлӗ сарӑмра мӗнле операцисем тунине курса тӑнӑ иккен. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82235
 

Республикӑра
alatr.cap.ru сайтран илнӗ скриншот
alatr.cap.ru сайтран илнӗ скриншот

Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Олег Николаев муниципалитетсен информаци уҫӑмлӑхӗн рейтингне йӗркелеме хушнӑ. Кун пирки вӑл наркотикпа кӗрешекен комиссин ӗнер иртнӗ ларӑвӗнче каланӑ.

РФ Шалти ӗҫсен министерствин Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан управлени пуҫлӑхӗ Сергей Наумов наркотикпа кӗрешекен комиссисем вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен сайчӗсенче ятарлӑ баннерсене туллин тултарса пымаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ. Унта ӗҫ планӗ тата кӑтартӑвӗ пирки ҫителӗксӗр ҫыраҫҫӗ имӗш. Муниципалитетсен тӗнче тетелӗ валли хут ҫырассине лайӑхлатма тивӗ.

 

Республикӑра
batyr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
batyr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «В гостях у Асанне и Асатте (бабушки и дедушки)» (вырӑсла-чӑвашла хутӑштарса ҫырнӑ ҫак ята чӑвашла ҫапларах куҫармалла-тӑр: Асаннепе асатте патӗнче хӑнара) ятпа ҫамрӑк ҫемье клубӗсен республикӑри фестивалӗ иртнӗ.

Мероприятие Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ йӗркеленӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртме РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева та пулӑшнӑ.

Мероприяти тӗллевӗ вара ҫапларах:чӑвашсен йӑли-йӗркине амӑшӗнчен хӗрне, ашшӗнчен ывӑлне парса хӑварасси. Фестиваль Тури Ачакри 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн музейӗнче иртнӗ.

 

Ҫурт-йӗр
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӗр хӗрарӑма Вӑрнар районӗнчи пӳртӗн пӗр пайӗ халалласа хӑварнӑ. Анчах вилнӗ хӗрарӑмӑн упӑшки ҫӗнӗ хуҫана килне кӗртесшӗн пулман.

Халалланипе лекнӗ харпӑрлӑхшӑн арҫынпа ятлаҫса тӑман — суда яра панӑ, унта ҫитсе вӑл тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Тӳре те хӗрарӑма майлӑ пулнӑ — ҫӗнӗ харпӑрлӑхҫӑна ҫурта кӗртме йышӑну тунӑ.

Ялти ҫурта хӗрарӑм суд приставӗсемпе пырса кӗрсен арҫын текех хирӗҫ тӑман.

 

Пӑтӑрмахсем
novyefoto.ru сӑнӳкерчӗкӗ
novyefoto.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта йӗркесӗр пӗр арҫын пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм туяннӑ пӳлӗмрен тухса каясшӑн пулман. Вӑл ӗҫме юратнӑ, хайне килӗшӳсӗр тытнӑ. Ҫакна хӗрарӑм чӑтайман — тӑванӗсем патне тухса кайнӑ. Унтан хӗрарӑм арҫынна пӳлӗмрен суд урлӑ кӑларса яма йышӑннӑ.

Судра хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хваттерти пӗр пӳлӗме вӑл 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче туяннӑ. Унта ачисемпе тата пӗр арҫынпа пурӑннӑ. Арҫын пӗрмай ӗҫнӗрен, харкашнӑран кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче хӗрарӑм тӑванӗсем патне пурӑнма куҫса кайнӑ, анчах арҫын ҫав пӳлӗмрен тухса кайма шутламан та.

Суд хӗрарӑм ыйтӑвне тивӗҫтернӗ, арҫынна ют пӳлӗмрен кӑларса ямалла тунӑ.

 

Статистика
t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ӗҫсӗрлӗх шайӗ — 0,81 процент. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхра ӗҫсӗр 4896 ҫынна шута илнӗ. Ӗҫлекенсен пӗтӗмӗшле шутӗнчен ку вӑл 0,81 процент пулать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 23 пин те 462 ҫынна ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ.

Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ организацийӗн методологийӗпе шутласан, кӑҫалхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче ӗҫсӗрлӗх хисепӗ пирӗн республикӑра 2,9 процентпа танлашнӑ. Ку цифрӑна Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ.

Паянхи куна илсен, ӗҫсӗррисем уйӑхсерен 1500 тенкӗрен пуҫласа 12 792 тенкӗ (ку чи пысӑк виҫе) таран илсе тӑраҫҫӗ. Малтанхи виҫӗ уйӑхра ӗҫ укҫин 75 процентне тӳлеҫҫӗ, анчах ҫав сумма ӗҫсӗррисене паракан чи пысӑк виҫерен иртмелле мар, тепӗр виҫӗ уйӑх – 60 процент, анчах вӑл укҫа 5 пинтен иртмелле мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrud_21/1548
 

Страницӑсем: 1 ... 800, 801, 802, 803, 804, 805, 806, 807, 808, 809, [810], 811, 812, 813, 814, 815, 816, 817, 818, 819, 820, ... 3969
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лару-тӑру лайӑх енне йӗркеленсе пырӗ. Ертӳлӗх сирӗнте пысӑк майсене асӑрхӗ, сирӗнпе урӑхларах хутшӑнма тытӑнӗ. Ӗҫпе, килӗшӳсемпе сӑмах пама ан васкӑр — ку тӗлӗшпе асӑрхануллӑрах пулӑр.

Ҫурла, 26

1901
124
Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1930
95
Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ.
1950
75
Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1973
52
Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ.
2009
16
Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...