«Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗ федераци укҫине 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Гранта «Знаки рода: платки-обереги» (чӑв. Йӑх-несӗл палли: тутӑр-хӳтлӗхҫӗ) проекта пурнӑҫа кӗртме тӑкаклӗҫ. Ҫавна май салтак тутрине тӗрлеме вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗсем йӗркелӗҫ.
Проект авторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрлеме пӗлекен ӑстасем пур чухне ҫавна вӗренсе юлмалла. Ӑсталӑх сехечӗсене 25 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксене явӑҫтарӗҫ.
Проекта пурнӑҫланӑ вӑхӑтра вӗрентмелли видеороликсем, ҫутӗҫ фильмӗсем те хатӗрлӗҫ. Кайран салтак тутрисен куравне йӗркелӗҫ.