Культура
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче Виталий Ивановӑн «Очерки по истории этнографии Чувашии» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Виталий Иванов — историк-этнограф, истори наукисен докторӗ. Кӗнекене авторӑн 2012-2022 ҫулсенче тӗрлӗ кӑларӑмра пичетленнӗ ӗҫӗсем кӗнӗ. Кӗнеке тиражӗ пысӑк мар, пурӗ те 100 экземпляр ҫеҫ. Ӑна ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, преподавательсемпе студентсем, Чӑваш Ен историйӗпе тата этнографийӗпе кӑсӑкланакансем валли пичетлесе кӑларнӑ. Кӑларӑмра чӑвашсен тата Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен историйӗпе, этнос культурипе, этнографи тӗпчевӗсемпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре шывра путса вилекенсен шучӗ тӑруках йышланнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗш тӗлне илсен, вилнисен шучӗ пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 2,3 хут ӳснӗ. Кӑҫал юханшывсемпе пӗве-кӳлӗсенче 14 ҫын путса вилнӗ, ҫав шутра — 2 ача. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑра илсен, 6 ҫын путса вилнӗ, ҫав шутра — 2 ача. Кӑҫал 2 ҫынна путасран ҫӑлма май килнӗ-ха... Паян республика Правительствинче Олег Николаев ирттернӗ канашлура шыв-шурти тӑрӑм тӗлӗшпе яваплисене тимлӗ пулма чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Анжела Романова Историпе пулнӑ патшалӑхӑн пӗрлехи экзамӗнӗн петӗмлетӗвӗ паллӑ. Ку предметпа камсем 100 балл пухнине пӗлтернӗ. Пӗтӗмпе икӗ ҫамрӑк чи нумай балл пухнӑ. Пӗри – Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш шкулти Анжела Романова. Тепри – Шупашкарти 5-мӗш гимназинчен вӗренсе тухнӑ Елена Бобрикова. Сӑмах май, унччен химипе тата вырӑс чӗлхипе 100 балл пухнӑ 11 яш-хӗр пирки хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи «Волжский» микрорайонта пӗр водитель пассажирсене капот ҫине лартса ярӑнтарнӑ. Пӑтӑрмах самантне видео ҫине ӳкерсе ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ. «Лада Приора» автомобиль водителӗ машина тӑррине тата капот ҫине лартса ҫамрӑксене турттарнӑ. Ҫӑмӑл машина хуҫи — 20 ҫулти водитель иккен. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шанар ялӗнче пӗрисен карти ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пӑтӑрмаха ҫакланнӑ каччӑна суд водитель прависӗр хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
platesmania.com/ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 17 сехет те 10 минутра ҫӑлав службине васкавлӑ хыпар ҫитнӗ: Ҫӗнӗ Шупашкарти чиркӗве арҫын кӗнӗ те хӑйӗн ҫумӗнче бомба пурри пирки пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем Интернационалист-салтаксен урамӗнче вырнаҫнӑ чиркӗве хӑвӑртах ҫитнӗ. Арҫын ҫумӗнче нимӗнле бомба та тупман. Чӑваш Республикинчи ҫӑлавпа шырав служби хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав арҫынна полици машинине лартса унпа психологи калаҫӑвӗ ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
transphoto.org сайтри сӑн Шупашкарта 11-мӗш троллейбуса унчченхи маршрут ҫинех тавӑрасшӑн. Кун пирки хула адмнистрацийӗ пӗлтерет. Кӑҫал Шупашкарта 4 троллейбус маршрутне улӑштарма палӑртнӑ. Ку 6-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш тата 11-мӗш троллейбуссене пырса тивет. 5-мӗш троллейбуса каялла тавӑрасшӑн. Пӗлтӗр ӑна 11-мӗшӗпе пӗрлештернӗччӗ. Кӑҫал 11-мӗш троллейбуса унчченхи пекех «Чукун ҫулӗ» чарӑна таран ҫӳретттерме тытӑнасшӑн. Хальлӗхе улшӑнусем пирки тӗплӗ хыпар ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Шупашкарта ӗнер, вырсарникун, 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра пассажир вилсе кайнӑ. Паян хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра кун пирки калаҫнӑ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Инкек 14 сехет те 35 минутра Трактор тӑвакансен проспектӗнче, «Ача-пӑча медицина центрӗ» чарӑнура, пулнӑ. Пассажир 64 ҫулта пулнӑ. Аса илтерер: тепӗр инкек Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче пулнӑччӗ. Унта 16-ри каччӑ 4-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Ку пӑтӑрмах пирки ҫырса кӑтартнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
orthoscheb.com сайтри сӑн Медицина ӗҫченӗсен кунӗнче Чӑваш Енре Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрне видеоконференци мелӗпе уҫнӑ. Унта РФ Президенчӗ Владимир Путин тата РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Мурашко хутшӑннӑ. Центра 2020 ҫулта пуш уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Пӗлтӗр унти хӑна ҫуртне уҫнӑ. Ҫӗнӗ корпусра стационар мелӗпе сипленмешкӗн 42 койка, медицина реабилитацийӗн амбулатори уйрӑмӗ пур. Центрӑн ҫӗнӗ корпусне пӗрремӗш пациентсем килнӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
t.me/chuvinform каналтан илнӗ сӑнкерчӗк Ҫӗртме уйӑхӗн 16-19-мӗшӗсенче Шупашкарта сусӑрсем ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвне пуҫтарӑннӑ. Параспортсменсем Чӑваш Енӗн тӗп хулинче йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем «Россия» хӑна ҫуртне картлашкапа нушаланса хӑпарнӑ. Пандуспа улӑхас — вӑл ытла та чӑнкӑ иккен. Асӑннӑ пӑтӑрмах тӗлӗшпе Чӑваш Ен прокуратури тӗрӗслев ирттерӗ. Надзор органӗ хӑна ҫуртӗнче персонала чӗнсе илмелли кнопка пуррипе ҫуккине те тӗрӗслӗ. Хӑна ҫуртӗнче ятарлӑ кнопка тата персонал пур имӗш. Ҫывӑх вӑхӑтра хӑна ҫуртне юсаса ҫӗнетмелле-мӗн. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен ӗҫне ҫутатса тӑракан МИХсенчен пӗри гостиницӑра пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Спортсменсем вара кӑмӑлсӑрланман имӗш. Хӑна ҫуртӗнчи условисем пирки гостиница менеджерӗ вӗсене малтанах асӑрхаттарнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
lifehacker.com сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. 52 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланни ҫинчен йӗрке хуралҫисене ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Шар курни пакунлисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, инвестици сферине ӗҫе вырнаҫма сӗннӗ. Ҫавна май вӑл хайхине банк карттин даннӑйӗсене пӗлтернӗ. Кайран хӗрарӑмӑн картти ҫинчен 11 пин те 775 тенкӗ укҫа ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |