Пӑтӑрмахсем
elohov.ru сайтри сӑн Ӗнер Чӑваш Енре ҫил-тӑвӑл алхасни, ҫумӑр вӑйлӑ ҫуни пирки, ҫавна май хӑш-пӗр ял ҫутӑсӑр юлни, ҫуртсем сиенленни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Уйрӑмах Канаш, Йӗпреҫ, Комсомольски районӗсенче пурӑнакансем шар курнӑ. Красноармейски районӗнче вара ҫынна аҫа ҫапнӑ. Ку Тватпӳрт ялӗ патӗнче пулнӑ. 55 ҫулти арҫын аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра уйра пулнӑ. Шел, унӑн пурнӑҫне ҫӑлма май килмен, ӑна вилмеллех аҫа ҫапнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри театрсем Раҫҫейри наци театрӗсен пӗрремӗш конгресне хутшӑннӑ. Ку хыпара эпир Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен тетарӗнче хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, конгресс ӗҫне Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те (сӑнӳкерчӗкре Юрий Владимиров директора асӑрхарӑмӑр) ҫитнӗ. Конгресс Якут Республикинче ҫӗртме уйӑхӗн 22-26-мӗшӗсенче иртнӗ. Конгреса ҫӗршыври 27 театр хутшӑннӑ. Пухӑннисем валли тӗрлӗ сесси, режиссёр ӗҫӗсен питчингӗсене ирттернӗ. Отрасльти ҫивӗч ыйтусене те сӳтсе явнӑ май нумай нациллӗ сценӑна аталантарасси пирки калаҫнӑ. Тепӗр ыйту — кадрсем ҫитменни. Ҫӗршывӑн пысӑк хулисенче наци драматургӗсем хатӗрлесси тавра калаҫнӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Иосиф Дмитриев (Трер) ячӗллӗ «Атӑлҫи юмахӗ» ятпа наци театрӗсен фестивальне ирттернӗ май Ачасемпе ҫамрӑксен наци драматургийӗн лабораторине ӗҫлеттерет-ха. Конгресра наци чӗлхисене упраса хӑварасси тата сарасси пирки те сӑах хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
сеспель.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, чӑваш поэчӗ, публицисчӗ, куҫаруҫи, драматургӗ, театр режиссерӗ, актерӗ, музыка критикӗ, преподаватель, этнотеатровед, Иосиф Дмитриев (Трер), ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Пултаруллӑ чӑваш арӗ кирек ӑҫта ӗҫлесен те хӑйӗн йӗрне хӑварнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, Шупашкарти музыка училищинче актёр уйрӑмӗн заведующийӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи искусствоведени пайӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче, Казахстанри Вырӑс драма театрӗнче режиссёрта тӑрӑшнӑ. Юлашки ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вӑй хучӗ. Ҫак тӗнчерен Иосиф Трер 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уйрӑлса кайрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Гидрометерологи тата ҫутҫанталӑка сӑнаса тӑракан тытӑмӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра ҫак кунсенче хӑрушлӑх шайӗ хӗрлӗ сарӑ пулӗ. Ку вӑл пушар тухас хӑрушлӑха 5 класс тесе йышӑннине пӗлтерет. Ҫакӑн пек ҫанталӑк ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗччен тӑрӗ. Чӑваш Енӗн ГКЧСӗ ҫынсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫирӗп пӑхӑнса тӑма чӗнсе каланӑ. Ҫав шутра пахчасемпе дачӑсенче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юраманни, сӳнтермен сигарета машина чӳречинчен урамалла персе хӑвармалла марри таранах пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче — Ҫамрӑксен кунӗнче — яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Чӑваш Республикин ҫамрӑксен патшалӑх премийӗпе чысланӑ. Хисепе республикӑра пурӑнакан 26 ҫамрӑк тивӗҫнӗ. «Сирӗн ӗҫӗрсемпе эпӗ хам паллашма тӑрӑшрӑм. Сирӗн кӑтартӑвӑрсем, ҫитӗнӗвӗрсем пире мӑнаҫланмаллипех мӑнаҫланма хистеҫҫӗ. Пирӗн пуласлӑх сирӗн ҫирӗп аллӑрта пулассине ӗненетӗп. Пирӗн ҫамрӑксем хастар, пултаруллӑ, ӑс-хакӑл енчен те пуян тавракурӑмлӑ, ҫав тери пысӑк тӗллевсем палӑртса вӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ», – мухтанӑ ҫамрӑксене республика Элтеперӗ Олег Николаев. 2021 ҫулшӑн Ҫамрӑксен патшалӑх премине илме пӗтӗмпе 37 проект тӑратнӑ. Проектсенчен ытларах пайӗ спортпа ҫыхӑннӑ. Литературӑпа, культурӑпа, журналистикӑпа ҫыхӑннисем те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Юрма» ятпа пӗлнӗ предприятире харпӑрлӑхҫӑ улшӑннӑ хыҫҫӑн ӑна ҫӗнӗлле ӗҫлеттерсе яма палӑртаҫҫӗ. «Мега Юрма» тулли мар яваплӑ общество ӗҫӗ-хӗлӗпе республика Элтеперӗ Олег Николаев паллашнӑ. Производствӑн ҫӗнӗ харпӑрлӑхҫисем продукцие ҫӗнӗ брендпа — «CHUVA» ятпа — кӑларма тытӑннӑ. «Ҫӗнӗ ребрендинг савӑнтарать, мӗншӗн тесен эсир ята ылмаштарнипех ҫырлахман, ӗҫе йӗркелессине те тӗпрен улӑштарнӑ, – ырланӑ Олег Николаев. – Кунта ҫӗнӗ йышши продукци кӑларассипе ӗҫлетӗр, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ ӳсет». Предприятире инкубатор ҫӑмарти туса илмелли репродуктор та ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗн тӗп пульницин поликлиники ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. Ку ӗҫе пӗлтӗр раштав уйӑхӗнчех вӗҫлемелле пулнӑ-ха, анчах УФАСа ҫӑхав ҫитнипе срока каярах куҫарма тивнӗ. Поликлиника тӑррине, фасадне улӑштарнӑ, электросете, вентиляци тытӑмне ҫӗнетнӗ. Шалта та улшӑнусем пулнӑ: кашни уйрӑма урӑхла тӗспе илемлетнӗ. Сӗтел-пукана та йӑлтах улӑштарнӑ. Поликлиникӑна хӑтлӑх кӗртес тесе ытти ӗҫе те пурнӑҫланӑ. Ку ӗҫсене «Стройремсервис» тулли мар яваплӑ общество 98 миллион тенкӗпе тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Йӗпреҫ районӗнче шар курнӑ ҫуртсем Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче паян вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫил-тӑвӑла пула ҫуртсем тӑррисӗр юлнӑ, хӑш-пӗр ялта ҫутӑ пӗтнӗ. Уйрӑмах пысӑк сӑтӑр ҫил Йӗпреҫ районӗнчи Хумри Ишекре тунӑ — кунта темиҫе ҫурт тӑррисене тӗппипех вӗҫтерсе кайнӑ, хуралтӑ ҫиттийӗсене сӳсе антарнӑ. Яла кӗнӗ вырӑнта вырнаҫтарнӑ паллӑ та вӑйлӑ ҫиле чӑтайман — тӳнсе кайнӑ. Комсомольски районӗнчи Урмаелте те вӑйлӑ ҫил сӑтӑр тунӑ — кунта, сӑмахран, шкул тӑррин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑйлӑ ҫиле пула ялта пушар та тухнӑ. Ҫурҫӗрти районсенче те ҫанталӑк хуҫа кам иккенне кӑтартнӑ. Муркаш районӗнчи Сорӑм Панклинче пысӑк пӑр ҫунӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкассинче те 2-3 см пысӑкӑш пӑр ҫуса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
reporter-crimea.ru сайтри сӑн Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 257 ҫын ятне улӑштарнӑ. Кун пирки Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пӗлтерет. Чылай чухне ҫынсем ятне тӗпрен мар, кӑштах улӑштарма килеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Артем – Артём, Ирина – Ира, Дмитрий – Димитрий. Хӑшӗ-пӗри ячӗпе хушамачӗ янӑраманнипе ЗАГСа пырса ӑна урӑхла ҫыртарать. Кӑҫал ят улӑштарнисен йышӗнче Алюна, Доминика, Арослан, Ирен, Мирра пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
kuzbass-today.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 58 ҫулти арҫын пӗр кунхине 70 пин тенкӗ укҫа ҫухалнине асӑрханӑ. Сывлӑхӗ енчен хавшак тӑванӗпе пурӑнаканскер хӑйсем патне килсе ҫӳрекен кӳршине шанман, анчах лешӗ укҫа тытнине туннӑ. Полицейскисем лавккасенчи сутуҫӑсемпе калаҫнӑ. Вӗсем хӑйсен ял ҫынни унччен укҫа ҫуккипе нушаланнине, юлашки вӑхӑтра вӑл пысӑк купюрӑпа апат-ҫимӗҫ туянма пуҫланине пӗлтернӗ. Ҫав этем кӳршӗллӗ районсене юлашки уйӑхра таксипе темиҫе хутчен кайса килнӗ иккен. Унччен судпа айӑпланнӑ 50 ҫулти арҫын кил хуҫисем ҫук чухне чӳречерен кӗрсе укҫа вӑрланӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |