Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкарта ҫил-тӑвӑл алхасрӗ. Вӑл ахаль иртмен - пӑтӑрмахсем пулнӑ. "Мега Молл" суту-илӳ комплексӗ патӗнче пысӑк вывеска ҫул ҫине вӗҫсе ӳксе 5 машинӑна сиенлетнӗ. Петров урамӗнче йывӑҫсем ӳкнӗ. "Мега Моллтан" инҫех мар, Декабристсен урамӗнче, Шупашкарти професси колледжӗн ҫивиттин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Тимӗр татӑкӗсем ҫавӑнтах вӗҫсе ӳкнӗ. Хула урамӗсенче шыв кӳлленчӗкӗсем пухӑнни пирки те ҫыраҫҫӗ тӗнче тетелӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Чебмедиа" сайтри сӑн Шӑматкун Шупакарта ретромашинӑсене курса киленме май пулӗ. Курав «Амазония» паркра уҫӑлӗ. «Чайкӑсем», «Победӑсем», «Доджамисем»… Вӗсене курас тесен авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 10-15 сехетсенче парка пымалла. Куравра 30 яхӑн машина пулӗ: ГАЗ-АА, ГАЗ-05-193, ГАЗ-С1, М-20 «Победа», ГАЗ-21 «Волга», ГАЗ-24 «Волга», ГАЗ-12 «ЗИМ», ГАЗ-14 «Чайка», тӗрлӗ ҫулти «Москвич», ГАЗ-69, ГАЗ-69А, ВАЗ-2101, Америкӑра 1941 ҫулта туса кӑларнӑ DODGE-WC51. Ҫавӑн пекех мотоциклсем пулӗҫ: ИЖ-49, JAWA-350. Ку кӑна мар – куравра ытти машинӑна та курса киленме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян урамра кӗркунне пулсан та ҫуллахи пекех шӑрӑх – 20 градус ӑшӑ тӑрать. Каҫ енне, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫумӑр ҫума пуҫлӗ, ҫил вӑйланӗ. Кун хыҫҫӑн пирӗн пата сивӗрех сывлӑш ҫитӗ. Ыран ҫил вӑйлӑ пулнӑран 8-13 градус пек ҫеҫ ӑшӑ туйӑнӗ. Хӗвеллӗ пулсан ӑшӑрах тумланма тивӗ. Юнкун ҫил лӑпланӗ. Кӗҫнерникун каллех кӗркунне таврӑнӗ, хушӑран ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Эрнекунран сывлӑш температури 11-13 градус ҫеҫ пулӗ. Халех ан кулянӑр. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ пирӗн пата авӑн вӗҫӗнче е юпа пуҫламӑшӗнче тавранӗ. Ун чухне 15-20 градус пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Общество канашӗн ларӑвӗнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсен шӑпине сӳтсе явнӑ. «Цифра» медиа вӑйлӑ аталаннӑ саманара пичет кӑларӑмӗсене ҫӗнӗ йышши МИХсемпе тупӑшса ӗҫлеме ҫӑмӑл мар. Самана таппинчен юлас мар тесен тӗнче тетелне куҫма тивет. Республикӑра хаҫат вулакансен йышӗ те чакнӑ иккен. Ятарлӑ ыйтӑм пӗтӗмлетӗвне ӗненсен, халӑхӑн 12 проценчӗ ҫеҫ ҫӗнӗ хыпарсене хаҫат урлӑ пӗлсе тӑрать. Ларура пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, «Хыпар» издательство ҫурчӗ хальлӗхе кӑларса тӑракан «Хресчен сасси» тата «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатсене «Хыпар» хаҫатра тата район хаҫачӗсенче ятарлӑ страницӑсем уйӑрса парсан аван, Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанийӗ вара хаҫатҫӑсене радиора автор кӑларӑмӗсем хатӗрлеме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хаҫат вулакансен йышӗ — 12 процент ҫеҫ. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Енри Регион управленийӗн центрӗн ертӳҫи Татьяна Немцева. Асӑннӑ центр ятарлӑ ыйтӑм ирттернӗ иккен. Унта хутшӑннисем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ хыпарсене тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсем, тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмсем урлӑ пӗлсе тӑраҫҫӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 12 проценчӗ ҫеҫ хаҫат вулать иккен. «Паян тӗнче тетелӗ — Раҫҫейӗн цифра политикин тӗп инструменчӗ. Аудиторие илӗртессипе вӑл йӑлана кӗнӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен ирттерет. Кунсӑр пуҫне ҫӗнӗ хыпар малтан тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче сарӑлать, кайран — ытти ҫӑлкуҫра», — тенӗ Татьяна Немцева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ку шӑматкун Пӑрачкав районӗнчи Анастасово ялӗнчи сутуҫӑ лавккана ҫитнӗ те - алӑкӗ уҫӑ. Шалта никам та пулман, анчах икӗ ещӗк эрех ҫухалнӑ. Ҫакна кам тунӑ? Кӳршӗ ялта та такам лавккана кӗме хӑтланнӑ-мӗн. Ялти ҫынсем ун умӗнче шавланине илтнӗ. Полицейскисем пӗр ҫын килӗнче шӑпах вӑрланӑ эрех кӗленчисене тупнӑ. Кил хуҫи ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӑна пӗлӗшӗ илсе килнӗ. Йӗрке хуралҫисем унӑн 49 ҫулти пӗлӗшне тытса чарнӑ. Вӑл судпа унччен те айӑпланнӑ. Лавкка алӑкне ҫӗмӗрнӗ лума та ҫавӑнтах тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ Грипран тата кӑшӑлвирусран прививкӑсене пӗр харӑсах тума юрать. Ҫапла сӗннӗ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви. Анчах кӑшт маларах грипран прививка тутарса ӗлкӗрнӗ пулсан кӑшӑлвирусран укол тутариччен пӗр уйӑх кӗтмех тивӗ. Грипран тата ковидран пӗр харӑсах прививка тума Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви сӗннӗ иккен. Унччен те ытларах — ытти регионта ҫак практика пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти икӗ вӑтам шкулта тата пӗр гимназире директорсем кирлӗ. Конкурс иртесси пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ. Директорсӑр юлнӑ вӗренӳ учрежденийӗсен йышӗнче — 18-мӗш тата 39-мӗш шкулсем, 4-мӗш гимнази. Пуҫлӑх тилхепине тытас кӑмӑллисен заявленийӗсене авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗне юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Директор пулас ӗмӗтлӗ кандидатсен «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ», «Менеджмент», «Персонала ертсе пырасси» енсемпе аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла, педагог пулса 5 ҫултан кая мар ӗҫлени кирлӗ. Конкурсра ҫӗнтернӗ кандидатсемпе ӗҫ килӗшӗвне 5 ҫуллӑха тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин халӑх артистки Наталия Сергеева ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри «В первом ряду» (чӑв. Пӗрремӗш ретре) акцие хутшӑнса йӗркеленӗ мероприятие Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулта тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗренекенсем пуҫтарӑннӑ. Ҫамрӑксем чаршав хыҫӗнче мӗн пулса иртнипе паллашнӑ, паллӑ ӑстасемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Кайран вӗсене М. Ладон «Айӑпсӑр чун» спектаклӗн репетицине кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче парабадминтонистсем ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатне килсен Шупашкарти «Раҫҫей» хӑна ҫуртне кӳмепе кӗреймен. Унта ятарлӑ пандус ытлашши чӑнкӑ пулнӑ. Ҫавна май прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫак ҫитменлӗхе пӗтермелле тесе представлени ҫырнӑ. Ведомство хӑна ҫурчӗн хуҫи сусӑрсене ҫӳремелли пандуссемпе тытӑнмаллисене хатӗрлеменнине ҫирӗплетнӗ. Хальхи вӑхӑтра хӑна ҫуртӗнче ҫак ҫитменлӗхсене пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |