Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru форумри сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Чӑваш Енри хуҫалӑхсенчен пӗринче хӑяра «самолётпа» татаҫҫӗ. Кун пирки «ОТР» телеканал пӗлтернӗ. Ятарлӑ платформӑна тракторпа ҫыхӑнтарнӑ. Пахчаҫимӗҫе татакансем ҫав платформа ҫине выртса тухаҫҫӗ, трактор малалла кайнӑҫемӗн хӑяр тытса пыраҫҫӗ. Асӑннӑ ятарлӑ хатӗр ҫӗртен 40-50 сантиметр ҫӳллӗрех. 12 хӗрарӑм выртса ӗҫлет, пахчаҫимӗҫ аври те хуҫӑлмасть. Хӑяра васкаса татма тивет. Ӗҫ укҫи сменӑра 1000 тенке яхӑн ларать. Сезон вӗҫленсен Иван Семёнов фермер преми пама шантарать. Ятарлӑ техникӑпа хӑяр татни хӑйне те пайталлӑ. Унччен вӑл гектартан 15-20 тонна пахчаҫимӗҫ туса илнӗ пулсан халӗ, хӑяр авӑрӗ хуҫӑлса пӗтменрен, тухӑҫ гектартан 60-70 тонна тухать. Фермерӑн хуҫалӑхӗнче – хӑяр татмалли виҫӗ трактор. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннине палӑртнӑ. Вӑл Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗ Елена Бадаева пулӗ. Ҫапла йышӑннӑ паян иртнӗ ларура депутатсем. «Уҫӑ хула» порталта сасӑлава хутшӑнакансен 70 проценчӗ Елена Бадаевӑшӑн сасӑланӑ. Ӑна ҫурлан 18-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче иртекен пухура чыслӗҫ. Аса илтерер: ку ята тивӗҫессишӗн унсӑр пуҫне Чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч, «Отделфинстрой» тӗп директорӗ Александр Черкунов кӗрешнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑвашсем укҫана кредит учрежденийӗсенче упраҫҫӗ. Тӗрӗссипе, чӑвашсем ҫеҫ мар, пирӗн республикӑра пурӑнакан ытти наци ҫыннисем те. Раҫҫей банкӗн регионти уйрӑмӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен ҫыннисем саппас укҫана банкра тытма кӑмӑллаҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен, ун пек «кӗмӗл» виҫи – 250 миллиарда яхӑн тенкӗ. Асӑннӑ цифра пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 17,2 процент нумайрах, кӑҫалхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчинчен 5,3 процент ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Улатӑрта пурӑнакан Нефедовсем кӑҫал кевер туя паллӑ тунӑ. Вӗсем 60 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Валентинпа Антонина хулари садра иртнӗ ташӑ каҫӗнче паллашнӑ. Каччӑ сӑпайлӑ хӗре ташша чӗннӗ. Кӗҫех вӗсем ҫак ҫӗр ҫине пӗр-пӗрин валли ҫуралнине ӑнланнӑ та ҫемье ҫавӑрнӑ. 1962 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗ. Шӑп ҫавӑн чухне пӗрлешнӗ Нефедовсем. Иккӗшӗ те хулари предприятисенче ӗҫленӗ. Валентин платник пулнӑ, Антонина – токарь. Мӑшӑр ҫав вӑхӑтрах ҫурт та ҫӗкленӗ. «Пӗр-пӗрне хисеплени, пулӑшни – ҫаксем юрату туйӑмне вӑйлатаҫҫӗ, ҫемье вучахне сӳнме памаҫҫӗ, ӑна кунсерен вӑйлӑрах та вӑйлӑрах ҫунма май параҫҫӗ», - туслӑ ҫемье вӑрттӑнлӑхне уҫнӑ Нефедовсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫамрӑк хӗрарӑм путвала кӗрсе ӳкнӗ. 27 ҫулти хӗрарӑм хулари Лазо урамӗнчи ҫуртсенчен пӗри ҫумӗпе утса иртнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл унти путвала персе аннӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫурҫӗр тӗлӗнче пулнӑ. Шар курнӑ хӗрарӑм шӑм-шакне, алли-уррине ыраттарнӑ тата суранлатнӑ. Асӑннӑ ҫурта тытса тӑракан управляющи компани шӑтӑка хупланӑ е путвала кӗмелли алӑк патӗнчи территорие карта тытса ҫавӑрнӑ пулсан пӑтӑрмах пулмастчӗ тесе пӗтӗмлетнӗ специалистсем. Управляющи компани тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн» район хаҫачӗн редакцийӗ вырнаҫнӑ ҫурта юсӗҫ. Ҫуртне пӗтӗмпех мар-ха. Ҫивиттине. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республика ертӳҫи Олег Николаев Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен асӑннӑ тӗллевпе регионӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерствине укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Пурӗ — 1 миллион та 337,8 пин тенкӗ. Ведомство «кӗмӗле» редакцие куҫарса парӗ. Вӑл укҫапа хаҫатҫӑсем ҫурт ҫивиттине юсаттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() pg21.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулин Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче виҫӗ арҫын ҫапӑҫнӑ. Ҫавна видео ӳкерсе илекенсем пулнӑ. Ӑна тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче вырнаҫтарнӑ. Эльмен урамӗнчи харкашӑва патрульпе пост службин нарячӗ асӑрханӑ. Пакунлисем самантрах хушша-хуппа кӗнӗ. Полицие ҫапӑҫакансенчен иккӗшне лартса кайнӑ, вӗсен тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ҫав арҫынсем йӗрке хуралҫисем лӑпланма, обществӑри лӑпкӑлӑха упрама ыйтнине итлемен. Ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ виҫҫӗмӗш ҫынна та ҫывӑх вӑхӑтра шыраса тупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ГКЧС сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре шыва кӗрекенсене явап тыттарма пуҫланӑ. Хальлӗхе — 10 ҫынна. Вӗсем шыва кӗмен вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Ҫавӑншӑн административлӑ комиссисем 10 материал шӑрҫаланӑ. Йӗркене пӑснӑ 7 ҫынна асӑрхаттарнипех ҫырлахнӑ, 3 ҫынна штрафланӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче пирӗн республикӑра ирӗк паман вырӑнта шыва кӗрекенсене явап тыттарма йышӑннӑ. Пуҫару авторӗ — прокуратура. Йӗркене административлӑ майпа пӑсакансене саккун асӑрхаттарма е 1000 тенкӗ штраф хурса пама ирӗк парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал ҫурла уйӑхӗ нормӑран 3 градус ӑшӑрах. Ҫумӑр та сахал ҫӑвать. Икӗ эрнере Шупашкарта пӗр хутчен ҫеҫ ҫумӑр ҫунӑ. Хальлӗхе уйӑхри нормӑн 5 проценчӗ кӑна ӳкнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑрӑх ҫанталӑк хальлӗхе вӗҫленмест. Ку – Оскар ятлӑ антициклона пула. Эрне варринче тӳпене пӗлӗтсем карса илӗҫ, анчах ҫумӑр ӳкес хӑрушлӑх пӗчӗк. Ҫӗрлесерен те хальхи пек мар, ӑшӑрах пулӗ. Эрнекун ҫумӑр ҫукалӗ. Анчах типӗ ҫӗршӗн вӑл ним те мар. Канмалли кунсем хӗвеллӗ пулӗҫ. Шӑпах ун чухне Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунне уявлӗҫ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере те ӑшӑтсах пырӗ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна сивӗтме, ҫумӑр ҫума пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 9111.ru сайтри сӑн Виҫӗ ватӑ хӗрарӑм тӑванӗсене ҫӑлас тесе пӗтӗмпе 500 ытла пин тенкӗ панӑ. Малтанах вӗсем ултавҫӑсен тӗлне пулнине ӑнланман ҫав. Ку йӑлтах ҫурлан 11-мӗшӗнче пулнӑ. 72-ри хӗрарӑм патне «йӗрке хуралҫи» шӑнкӑравланӑ. Унӑн мӑнукӗ машинӑпа ҫынна ҫапса хӑварнӑ имӗш. Хайхи ҫын мӑнукне яваплӑхран хӑтарма пултарать-мӗн. Хӗрарӑмӑн 100 пин тенкӗ куҫарса памалла ҫеҫ. 84-ри хӗрарӑм та 100 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Унӑн тӑванӗ авришӗн айӑплӑ тенине ӗненнӗ вӑл. 88 ҫулти хӗрарӑм вара ытларах шар курнӑ. Вӑл курьера 300 пин тенкӗ тыттарса янӑ. Тепӗр кунхине тӑванӗсем патне шӑнкӑравласан тин вӗсемпе ним те пулманнине, ӑна такам улталанине пӗлнӗ. Халӗ полицейскисем ҫав ҫынсене тупса палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |