Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Шупашкарта 52 ҫулти арҫын 28-ти арҫынна вӗлернӗ. Лешӗн 4 пӗчӗк ача пулнӑ. Ку инкек пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче хулара Байдуков урамӗнчи вӑрманта пулнӑ. Унта ҫак икӗ арҫын курнӑҫнӑ. Хайхискерсем эрех ӗҫнӗ, унтан хирӗҫсе кайнӑ. Асли ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та кӗҫӗннине мӑйӗнчен, хырӑмӗнчен чикнӗ. Лешӗ тарма хӑтланнӑ, анчах тусӗ ӑна хӑваласа ҫитсе ҫурӑмӗнчен чикнӗ. 28-ти арҫын реанимацире вилнӗ. Унӑн тӑватӑ ача тӑлӑха юлнӑ. Пурте пӗчӗк. 52-ри арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе часах суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республика кунӗнче Шупашкарта каллех ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 1-мӗш маршрут ҫулӗпе ҫӳрӗ. 1964 ҫулта туса кӑларнӑ ЗиУ-5 троллейбус рулӗ умӗнче Владимир Поликарпович Спиридонов пулӗ. Вӑлах Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫула тухнӑччӗ. Владимир Поликарпович - Шупашкарти троллейбус управленийӗн хисеплӗ ҫынни. Вӑл унта 48 ҫул ӗҫлет. Ретро-троллейбусра 1960 ҫулсенчи пекех: билетшӑн тӳлемелли касса, компостер пур. Ҫула вӑл 9:09 сехетре тухӗ те парка 18:15 сехетре таврӑнӗ. Ӑна "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра та курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 14 сехет хыҫҫӑн Красноармейскинчи шкул, Ленин урамӗнчи 74-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑскер, ҫуннӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта путвалта ҫулӑм тухнӑ. Шкулти спорт хатӗр-хӗтӗрӗ ҫунса кайнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Сӑмах май, ку шкулта тӗплӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа унта пуш уйӑхӗн вӗҫӗнченпе ачасем вӗренмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Владимир Андреев. www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Ура утать – ҫул юлать». Ҫӗмӗрле чӑвашӗн Владимир Андреевӑн пӗрремӗш кӗнеки ҫапла ятпа пичетленсе тухнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫитӗннисем валли те, ачасем валли те кӑмӑла каймалли хитре сӑвӑсем шӑрҫалать. «Сӑвӑҫӑн поэзи чӗлхийӗ ансат, ҫав хушӑрах сӑнарлӑ», – ырланӑ поэтӑн пултарулӑхне издательство ӗҫченӗ Ольга Австрийская. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Андреев 1963 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗрпӳ район хаҫачӗсенче ӗҫленӗ. 1992 ҫултанпа шкулта ачасене чӑваш чӗлхи тата информатика предмечӗсене вӗрентет, шкул директорӗ. Чӑвашла электрон пособисем, компьютер вӑййисем хатӗрлет, интернетра вӗрентекенсем валли «Шкулта» журнал кӑларса тӑрать. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ҫутӗҫ ӗҫченӗ. 1985 ҫултанпа сӑвӑсем ҫырать, вӗсем район хаҫачӗсенче тата «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ. «Ура утать – ҫул юлать» кӗнекене авторӑн юлашки ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Кӑларӑм редакторӗ – Валерий Алексеев, ӳнерҫи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 500 экземпляр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ кӗнекесем пичетленсех тӑраҫҫӗ. Вӗсене аслисем валли те, кӗҫӗн ҫулхисем валли те пичетлеҫҫӗ. Хальхинче кун ҫути курнӑ кӑларӑм – шӑпӑрлансем валли. Пӗчӗк вулакансем валли «Ула курак тӗнче курма кайни. Как Ворона хотела мир повидать» ятлӑ юмахсен кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унта чӑвашла юмахсем кӗнипе пӗрлех вӗсене вырӑсла куҫарса пичетленӗ. Кӑларӑма Ольга Федорова пухса хатӗрленӗ, юмахсене вырӑсла Ольга Васильева куҫарнӑ, художникӗ – Наталия Андреева. Ҫӗнӗ кӑларӑмри юмахсем урлӑ ачасем тӗнчене ӑнланма вӗренӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
НТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председательне Анатолий Аксакова «Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ» хисеплӗ ят панӑ. Парламентарие асӑннӑ комитетӑн Шупашкарта йӗркеленӗ «Участие финансовых институтов в реализации национальных целей развития в регионах в условиях санкционного давления» (чӑв. Финанс институчӗсене регионсен наци аталанӑвӗнче санкци саманинче хутшӑнтарасси) ҫавра сӗтелӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ. Республика ертӳҫи депутата Чӑваш Еншӗн тунӑ ӗҫӗшӗн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
rustur.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ставропольти хӗрарӑма Шупашкар килӗшнӗ. Вӑл — Шупашкарта иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри «Руҫ ӑстисем» конкурса хутшӑнакан Наталья Данилец. Кӑҫалхипе 20-мӗш хут иртекен курава К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнчи скверта йӗркеленӗ. «Пире кунта питӗ лайӑх кӗтсе илчӗҫ. Хула тӗлӗнмелле хитре, тирпейлӗ. Унта пурӑнаканӗсем питӗ-питӗ тарават», — тенӗ Надежда Смирнова журналиста Ставрополь казакӗсен тӗрӗ эрешӗсемпе Чӑваш Енри халӑха паллаштарма килсе ҫитнӗ хӗрарӑм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакнӑ пулин те вакцинӑлас ӗҫе пӗтермен-ха. Хӗрлӗ Чутай район пульници пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен куҫса ҫӳрекен пункчӗ ҫитес вӑхӑтра тӗрлӗ ялсене ҫитсе килӗ. Сӑмахран, ҫӗртмен 27-мӗшӗнче мобильлӗ пункт Турхан ялӗнче пулӗ. Тепӗр кун вӑл Хӗрлӗ Чутайра ӗҫлӗ. Юнкун, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, ҫак куҫса ҫӳрекен пункт ҫынсене вакцинӑлама Кивӗ Атикассине ҫитӗ. Тепӗр кунхине вара Виҫенерте ӗҫлӗ. Мобильлӗ пункт ял хӑлӑхне 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗ, 12:00-13:00 — апатлану вӑхӑчӗ пулӗ. Унсӑр пуҫне вакцинӑланас тесен район пульницине те ҫитме пулать. Прививка тутарас тесен тухтӑр патӗнче те, «Госуслуги» сайт урлӑ та ҫырӑнма пулать. Ҫавӑн пекех 122 тата 8-987-576-49-84 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Хӑнасене кӗтсе илни. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат тунӑ сӑн Вӑрнар районӗнчи Ҫӗнӗ Кипек ялӗ «Металлург» спорт клубӗнче (Магнитогорск) вылякан Михаил Григорьев хоккеиста ҫӑкӑр-тӑварпа тата чӑваш сӑрипе кӗтсе илнӗ. Ҫав териех сумлӑн кӗтсе илнин сӑлтавӗ те пур — Михаилӑн ашшӗ ҫак ялта ҫуралнӑ иккен. Михаила Ҫӗнӗ Кипеке ашшӗ, Петр Григорьев илсе килнӗ. Ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илме вӗсем патне район администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ Валерий Прокопьев, оргпай пуҫлӑхӗ Алина Константинова, Кӗҫӗн Кипек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков тухнӑ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ял халӑхӗ Григорьевсен ҫемьипе мухтанаҫҫӗ, вӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнаҫҫӗ. Инҫетрен килнӗ хӑнасемпе ҫавӑн пекех Чӑваш Республики Элтеперӗ Олег Николаев та тӗл пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Михаил Скворцовӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарӗн» 2-мӗш томӗ пичетленсе тухнӑ. Икӗ томлӑ словаре хатӗрлессишӗн М.И. Скворцов (1933—2016) лексикограф, филологи наукисен докторӗ нумай ӗҫленӗ. Кӑларӑма кун ҫути кӑтартассишӗн унӑн вӗренекенӗсемпе ӗҫтешӗсем тӑрӑшнӑ. Лексика материалне хатӗрленӗ чухне юлашки ҫулсенче ҫӗршыв тата тӗнче лексиографийӗнче пулса иртнӗ улшӑнусене шута илнӗ. Чӑвашла-вырӑсла словарӗн реестрне информаципе коммуникаци технологийӗнчи, ӑслӑлӑхри тата чиркӳпе религи лексикинчи терминсене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |