Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти районсем хушшиничи ҫутҫанталӑк прокуратури Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗ тӗлӗнчен юхса иртекен Йӑршӑва таса мар шыв кам юхтарнине тупса палӑртма тӗрӗслев ирттернӗ. Уншӑн вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗ яваплӑ пулни палӑрнӑ. Вӑл выльӑх-чӗрлӗх каяшне ҫӗр ҫине тӑкнӑ, тислӗк шывӗ унтан пӗчӗк юханшыва лекнӗ, кайран — Йӑршӑва. Предприяти ҫутҫанталӑка сиен кӳнине саплаштарнӑ ӗнтӗ. Вӑл 800 пин ытла тенкӗ тӳленӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗр лаптӑкне сӳрелесе йӗркене кӗртме тивӗҫ. Тӗрӗслев материалӗсем тӑрӑх РФ Пуҫиле кодексӗн 254-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ҫӗре сиенленӗшӗн) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнчи хӗрарӑма ҫын укҫине вӑрланӑшӑн ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла вӑл Вӑрмар районӗнчи Урнарти кӗтӳҫӗн курткин кӗсйинчен 6 пин те 300 тенкӗ укҫана кӑларса илнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ, кӗтӳҫсен ҫуртӗнче хуп турттарнӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑм Саруй ялӗнчи хӑйӗн пӗлӗшӗн укҫине вӑрланӑ. 45 ҫулти хӗрарӑм ӳсӗр арҫын ҫывӑрса кайсан шӑлавар кӗсйинчен 2 пин тенкӗ кӑларса илнӗ. Хӗрарӑм хӑй те ӳсӗр пулнӑ. Вӑрланӑ укҫана вӑл пӗтерме ӗлкӗрнӗ. Район сучӗ хӗрарӑма 400 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() hab.mk.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗ общество апатланӑвӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмешкӗн маска тӑхӑнма сӗннӗ. Кун пирки асӑрхаттарса ҫырнӑ ҫырусене пӗтӗм организацие ҫитернӗ. Вируса сарӑлма парас мар тесе общество апатланӑвӗн организацийӗсенче ӗҫлекенсене дезинфекци тума, маска тӑхӑнма, дистанцие пӑхӑнма ыйтнӑ. Аса илтерер: юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫак кунсенче, республикӑра вӗрентекенсен август конференцийӗ пулнӑ чухне, виҫӗ муниципалитета шкул автобусӗсем панӑ. Телейлисен йышне Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел тата Вӑрмар районӗсем кӗнӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче автобус кивви вырӑнне ҫӳреме пуҫлӗ. Малтанхи 11 ҫул каяллахиех пулнӑ. Ҫӗнӗ автобусра, киввипе танлаштарсан, лармалли вырӑн та нумайрах. Ҫак транспортсене 16 миллион тенкӗпе туяннӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑна 55 шкул автобусӗ килсе ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пӳрт ҫуннӑ. Инкек пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ май сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ. Пушар посёлокри Кутузов урамӗнче алхаснӑ. Хыпара сӳтсе явакансенчен пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, инкекре пӳрт тата мунча ҫунса кайнӑ. Арҫын мунча хутнӑ, ҫулӑм ҫавӑнтан тухнӑ. Арҫын хӑй чӗрех тӑрса юлнӑ. Инкеке сӳтсе явакансем хушшинче пушарпа кӗрешекенсене ятлакансем те, вӗсене хӳтӗлекенсем те пур. Хӑшӗсен шучӗпе пушар сӳнтерме вырӑна сахал машина пырса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейин пӗчӗк залӗнче Татьяна Иванова художникӑн «Я так вижу…» (чӑв. Эп ҫапла куратӑп...) дебютлӑ куравӗ уҫӑлнӑ. Татьяна Иванова 1980 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Ачаранах хитре ӳкерекенскер шкул хыҫҫӑн И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне, художествӑпа графика факультетне, вӗренме кӗнӗ. Унӑн педагогӗсем чӑннипех пысӑк ӑстасем: Николай Егоров, Владимир Серов, Ревель Фёдоров — пулнӑ. Пӗр вӑхӑтра дизайнерта ӗҫленӗ хӗрӗн куҫ кураслӑхӗ чакса пынӑран юратнӑ ӗҫне пӑрахма тивнӗ. Халӗ вӑл 20 процент таран ҫеҫ курать. Апла пулин те ӳкерме пӑрахман — «Арт Ч» изостудие ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Александр Анисимов тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ скриншот Кӗҫӗр Шупашкар районӗнче депутатӑн машинине кислотапа сирпӗтнӗ. Шар курнӑ автомобиль хуҫи — Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Анисимов. Депутата вӑл Ҫатракасси округӗпе суйланнӑ. Александр Анисимов тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкар муниципалитет округне депутата суйланма Раҫҫей Федерацийӗнчи Коммунистсен партийӗн членӗ пулнӑ май кандидата тӑнӑ. Видео тӑрӑх хакласан, машинӑна пур енчен те кислотапа сапса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри тухтӑрсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. «Чи лайӑх анестезиолог-реаниматолог» номинацире Президент пепкелӗх центрӗнче ӗҫлекен Екатерина Степанова виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл тин ҫуралнӑ ачасен интенсивлӑ терапи уйрӑмӗнче ӗҫлет. Екатерина Степанова 16 ҫул ӗнтӗ пепкесен пурнӑҫне ҫӑлать. Вӑл ача чухнех тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче педиатри уйрӑмӗнчен вӗренсе тухсан Президент пепкелӗх центрне ӗҫе вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хатӗрлекен «Атӑл.Тӑлмач» онлайн-куҫаруҫӑри модель ҫӗнелнӗ. Енчен те малтанхине 673 пин мӑшӑрпа вӗрентнӗ пулсан, хальхине вӗрентме 1 127 пин мӑшӑрпа усӑ курнӑ. Ҫапла май куҫару пахалӑхӗ ӳснӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл «Яндекс.Тӑлмачран» пӗрре те кая мар куҫарать, хӑш чухне ирттерет те. Ку ӗнтӗ моделе вӗрентнӗ чухне ытларах мӑшӑрсемпе усӑ курнипе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер, ҫулталӑкӑн пӗрремӗш чӗрӗкӗнче Яндекс.Тӑлмач чӑваш чӗлхин модельне 1 миллион мӑшӑрпа вӗрентсе ҫӗнетнӗччӗ. «Атӑл.Тӑлмача» вӗрентнӗ чухне вара Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи мӑшӑрсен йышӗ тата та ӳсрӗ — 1 миллион та ҫӗр пинрен иртрӗ. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пухӑннӑ мӑшӑрсемпе ҫеҫ мар, унсӑр пуҫне ытти ҫӑлкуҫсенчен пуҫтарнисемпе те туллин усӑ курнӑ. Ҫав шутра — моно корпуссемпе те (калӑпӑр, Википедин чӑваш уйрӑмӗнчи текстсемпе, Чӑваш халӑх сайчӗн Литература кӗтесне вырнаҫтарнӑ текстсемпе тата ыттипе те). Ку та пахалӑха ӳстерме май пачӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче «Атӑл.Тӑлмачра» ҫавӑн пекех тепӗр ҫӗнӗлӗх те хушӑнчӗ — сайтра вӑйӗ мелӗпе усӑ курса халь кашни хутшӑнаканӑн тӳпине палӑртма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кашни ҫулах республикӑра ятарлӑ ҫулталӑк палӑртаҫҫӗ. Килес ҫулхи мӗн ятлӑ пулсан аванраххине палӑртма «Грани» хаҫатпа «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ ыйтӑм ирттерет. Списокра ҫаксем: Ял (ял территорийӗсен аталанӑвӗн) ҫулталӑкӗ, Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ, Инноваци (технологи) аталанӑвӗн ҫулталӑкӗ, Тарават Чӑваш Ен (туризма аталантарас) ҫулталӑкӗ, Культура тата ӑс-хакӑл эткерлӗхӗн ҫулталӑкӗ, Сывлӑх ҫулталӑкӗ, Хӑрушсӑрлӑх ҫулталӑкӗ, Наукӑпа технологи ҫулталӑкӗ, Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен (патриотизм) ҫулталӑкӗ, Медицина ӗҫченӗсен паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкӗ, Космос ҫитӗнӗвӗсен ҫулталӑкӗ. Ыйтӑма хальлӗхе хутшӑннисенчен 20 проценчӗ «Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ» ятшӑн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |