Вӗренӳ
![]() pravdapfo.ru сайтри сӑн Шупашкарти 4-мӗш гимнази тата 39-мӗш шкул валли директор тупайман. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин телеграм-каналӗнче хыпарланӑ. Ҫавна май конкурс малалла пырать. Унччен гимназие 6-мӗш шкул филиалӗ тӑвасшӑн пулнӑ. «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса унӑн директорӗ хутшӑннӑ. Халӗ Денис Спирин 4-мӗш гимназин статусне улӑштарасшӑн маррине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нумай функциллӗ центр директорӗ Михаил Анисимов ӗҫрен каять. ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков ӑна ӗҫрен кӑларасси пирки йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Аса илтерер: Михаил Владимирович 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи кӑрлаччен информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ пулнӑ. Кайран вӑл нумай функциллӗ центрсен директорӗ пулса тӑнӑ. Михаил Анисимов урӑх ӗҫе куҫӗ-и е ҫук-и – пӗлтермен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Персона
Алина Аркадьевнӑна лайӑх пӗлекенсем – гуманитар-вӗрентекенсем, тӗпчевҫӗсем, тавра пӗлӳҫӗсем, студентсем, шкул ачисем тӑван енре те, республика тулашӗнче те, ют ҫӗр-шывсенче те (уйрӑмах Турцире) чылай пулнӑ. Вӑл кирек кампа та ҫӑмӑллӑн паллашма пултарнине пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ. Унпа юнашар пӗр пӳлӗмре ларса ӗҫленӗ чух ҫакна эпӗ пӗрре кӑна мар асӑрханӑ. Института кашни ӗҫпе килекене хапӑл туса кӗтсе илмелле, май килнӗ таран пулӑшмалла, пит кирлӗ кӗнекисене тупса памалла, архив материалӗсемпе паллаштармалла, хаклав-рецензисем ҫырмалла, ырӑ канашсем сӗнсе хавхалантарма пӗлмелле… Йывӑррӑн пурӑннӑ 90-мӗш ҫулсенче каялла каймашкӑн билечӗсене те илсе хумалла пулнӑ. Ку пӗтӗмпех хӑйӗн тӗпчев ӗҫне савса-юратса пурнӑҫласа пынинчен те килнӗ пулӗ. Унӑн характерӗпе, кӑмӑлӗ-хавасӗпе, ӑнланӑвӗпе тӑван кӗтесе, тӑван чӗлхене, тӑван ӳнере «часрах сывалмалла» хӗрӳллӗн юратасси урӑхла пулма та пултарайман. Никам пирки те вӑл ӳпкевлӗн калаҫнине илтмен эпӗ (чун хӗсӗннӗ самантсем пӗрре кӑна мар пулнӑ пулин те). Ӗнер те, паян та чунра пушӑ халь. |
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Улатӑр районӗнч Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче Вӗрентекенсен аллейине уҫнӑ. Унта 40 портрет вырнаҫтарнӑ. Ҫав портретсенче – учитель-фронтовиксем, пысӑк стажлӑ вӗрентекенсем, династири вӗрентекенсем… Аллея Шкул урамӗнче вырнаҫнӑ. Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫак аллея – Кивӗ Эйпеҫри пӗтӗмӗшле пӗлу паракан шкулӑн пӗчӗк историйӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/spirincheb сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче кӗленчесемпе банкӑсем пухакан хатӗрсем (вӗсене фандоматсем теҫҫӗ) вырнаҫтарасшӑн. Вӗсене пысӑк суту-илӳ ҫурчӗсен умӗнче лартса тухасшӑн. Фандоматсем кирлипе кирлӗ марри пирки ҫынсем мӗн шухӑшланине пӗлме хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин Телеграм-каналта ыйтӑм ирттерессине пӗлтернӗ. Фандоматсем пластик тата кантӑк кӗленчесене, алюмини банкисене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсемшӗн укҫа илме пулать е лавккара тавар туянма купон параҫҫӗ. Савӑт-сапа йышӑнакан автоматсене тӗрлӗ ҫӗршывра вырнаҫтарнӑ, вӗсем Мускавра тата ытти хӑш-пӗр хулара пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнче пӗр ҫамрӑк ҫулпа пынӑ чухне машина айне пулнӑ. Инкек юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртсен Карӑклӑ ялӗ тӗленче пулса иртнӗ. Шупашкар хулинче пурӑнакан каччӑ (вӑл тӑрӑха ҫамрӑк хӑнана кайнӑ курӑнать) ҫулпа утса пынӑ. Ун ҫине «Лада Гранта» машина пырса кӗнӗ. Суранланнӑ каччӑна больницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта тимӗр гаражсем сутма йышӑннӑ. Вӗсем ҫак адрессемпе вырнаҫнӑ: Илпек урамӗ, 7/2; Чапаев урамӗ, 16 (виҫӗ гараж); Энгельс урамӗ, 3 (тӑватӑ гараж); Чапаев урамӗ, 22; Усадьба урамӗ, 76; Склад проезчӗ, 18; Калинин урамӗ, 109. Складсене сутасси ҫинчен калакан йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин алӑ пуснӑ. Гаражсен пуҫламӑш сутлӑх хакӗ – 5 333 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 16 сехетре Ӳнер музейӗнче Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Фёдор Мадуровӑн куравӗ уҫӑлӗ. Ӑна художник ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Федор Мадуров 1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак ялӗнче ҫуралнӑ. 1960-1965 ҫулсенче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Унӑн ӗҫӗсем паян Третьяков галерейинче, Вырӑс музейӗнче, Чӑваш ӳнер музейӗнче упранаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче черетлӗ сезона уҫнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти пулса иртнӗ. Культура институтӗнче тата колледжӗнче вӗренекенсем ҫавна май сцена ҫине хӑйсен хитре номерӗсемпе тухнӑ. Ҫав шутра — институтпа колледжӑн пӗрлехи хорӗ (ушкӑна Анна Савадерова тата Надежда Максимова ертсе пыраҫҫӗ), «Пикесем» ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи — Людмила Нянина), Валентина Архипова ертсе пыракан «Виктория» студи вокалисчӗсем, Августа Уляндинӑн Халӑх юррин театрне ҫӳрекенсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() sovch.chuvashia.com сайтри сӑн Чук уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче Шупашкарта Мускава хушма пуйӑссем ҫӳрӗҫ. Пирӗн патран икӗ хутлӑ пуйӑспа та кайма май пулӗ. Рейс 22 сехет те 10 минутра ҫула тухӗ. Хальхи вӑхӑтра икӗ рейс пур: 18 сехет те 5 минутра тата 21 сехет те 15 минутра. Чӳк уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче 12 сехет те 55 минутра хушма рейс пулӗ. Билетсен хакӗ – 1,4 пин тенкӗрен пуҫласа 2,4 пин тенкӗ таран. Сӑмах май, кӑҫал Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче чӳк уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсенче канӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |