Политика
Шупашкар хула мэрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлаканӗ Евгений Кадышев пулӗ. Ҫапла йышӑннӑ паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем. Евгений Кадышев хула мэрӗ пулса курнӑ ӗнтӗ. Вӑл ку тивӗҫе 2017-2020 ҫулсенче пурнӑҫланӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл Шупашкар хула пухӑвӗн председателӗн ҫумӗсенчен пӗри. Аса илтерер: Шупашкар мэрӗ пулнӑ Олег Кортунов ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫывхарать, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулта вара математика учителӗ ҫук. «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Подслушано Аликово» (чӑв. Элӗкри сас-хура) ушкӑнра та ҫак специалиста шыраҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫак шкул 2014, 2015, 2016 тата 2017 ҫулсенче Раҫҫейре чи лайӑх пӗлӳ ҫурчӗсен ТОПне кӗнӗ. Вӑл республикӑри чи ватӑ шкулсенчен пӗри. Ӑна 1854 ҫулта уҫнӑ. 1934 ҫултанпа вӑл вӑтам шкул шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
"Чеб.ру" сайтри сӑн Хыркасси патӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗ хӑҫан уҫӑлӗ. ЧР Элтеперӗ ӑна ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ тӗлне уҫма шантарнӑ. Уяв юпа уйӑхӗн 16-мӗшне лекет. Планпа килӗшӳллӗн вара унӑн ҫитес ҫул кӑна уҫӑлмалла. Икӗ уровеньлӗ развязкӑна 2019 ҫулта тума тытӑннӑ. Планра палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле. 2 миллиард та 35 миллион тенкӗлӗх ӗҫсене «Дорисс» пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
cool-shina.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрлере пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑма ҫын машинине хускатса ҫула тухнӑшӑн тата унпа тепӗр автомобиле сиенлетнӗшӗн явап тыттарма йышӑннӑ. 26 ҫулти хӗрарӑм кӑҫалхи ака уйӑхӗнче хӑйӗн хӗр-тусӗ патӗнче хӑналаннӑ. Кил хуҫи ҫывӑрса кайсан автомобиль ҫӑрин уҫҫине илсе ҫула тухнӑ. Хӑйӗн вара водитель прави те пулман. Ҫӗмӗрле тӑрӑх ярӑнса ҫӳренӗ хыҫҫӑн хӑна машинӑна вырӑна пырса лартма тӑнӑ. Ҫавӑн чухне тепӗр автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. 26-ри хӗрарӑма суд тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма, ют пурлӑха сиенлетнӗшӗн 60 пине яхӑн тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
https://www.ozon.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче 24 ҫулти хӗр каҫхи клуба кайсан телефонсӑр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ун пирки тӳрех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Хыпарлаканӗсем — хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи каҫхи клуба ӗҫлекен хуралҫӑсем. Вӗсенчен вара пӗр хӗр пулӑшу ыйтнӑ. Пике 100 пин ытла тенкӗ тӑракан айфонпа ҫӳренӗ. Хаклӑ япала ҫухаланине хӗр ир енне асӑрханӑ, ҫавӑн пирки хуралҫӑсене пӗлтернӗ. Хуралҫӑсем видеокамерӑсене пӑхнӑ та, пӗр каччӑ хайхи хӗре бар стойки патӗнче юри кӑштах тӗкнине, унтан пикен джинс шӑлаварӗн кӗсйинчи телефона кӑларса илнине асӑрханӑ. Каччӑна тӳрех тытса чарнӑ. 21 ҫулти ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Судпа унччен айӑпланманскере тӳре пӗр уйӑхри шалу виҫилӗх штраф хурса пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекцийӗн инспекторӗсем пӗр кунхине Шупашкартан Йошкар-Олана каякан автобуса чарнӑ. Салонта 15 ҫын ларса пынӑ. Вӗсем ҫул укҫине тӳленӗ-ха, анчах алӑра нихӑшӗн те билет пулман. Инспекторсем капла ҫӳреме хӑрушӑ, алӑри билет хӑйне май страховка тесе ӑнлантарса панӑ. Асӑннӑ тата ытти тӗрӗслеве республикӑра «Автобус» профилактика мероприятийӗ ирттернӗ май йӗркеленӗ. Рейд вӑхӑтӗнче 300 ытла автобуса тӗрӗсленӗ. Правӑна тӗрлӗ енчен пӑснӑ тӗслӗхпе 94 протокол ҫырнӑ. Йӗркене пӑсни шутӗнче транспорт юсавсӑрлӑхне те, патшалӑх регистрацийӗ витӗр тухман перевозчиксемех усламҫӑ ӗҫӗпе аппаланнине те асӑнса хӑварма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
rutube.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ районӗнче 37 ҫулти арҫынна явап тыттарма йышӑннӑ. Вӑл хӑйӗн ачи ҫинчен манса кайнӑ. Тӗпренчӗкӗсене пулӑшман ашшӗ-амӑшне саккун явап тытарма ирӗк парать. Йӗпреҫ арҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхин 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен тытӑнса алимент парӑмӗ ҫур миллиона яхӑн (403 пин) тенкӗ пухӑнса кайнӑ. Судра арҫын айӑпа йышӑннӑ. Ӑна ҫулталӑк хушши ӗҫлеттерсе юсантарма, ҫав вӑхӑтра ӗҫ укҫин 10 процентне патшалӑх валли тытса юлма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти районсем хушшиничи ҫутҫанталӑк прокуратури Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗ тӗлӗнчен юхса иртекен Йӑршӑва таса мар шыв кам юхтарнине тупса палӑртма тӗрӗслев ирттернӗ. Уншӑн вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗ яваплӑ пулни палӑрнӑ. Вӑл выльӑх-чӗрлӗх каяшне ҫӗр ҫине тӑкнӑ, тислӗк шывӗ унтан пӗчӗк юханшыва лекнӗ, кайран — Йӑршӑва. Предприяти ҫутҫанталӑка сиен кӳнине саплаштарнӑ ӗнтӗ. Вӑл 800 пин ытла тенкӗ тӳленӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗр лаптӑкне сӳрелесе йӗркене кӗртме тивӗҫ. Тӗрӗслев материалӗсем тӑрӑх РФ Пуҫиле кодексӗн 254-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ҫӗре сиенленӗшӗн) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнчи хӗрарӑма ҫын укҫине вӑрланӑшӑн ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла вӑл Вӑрмар районӗнчи Урнарти кӗтӳҫӗн курткин кӗсйинчен 6 пин те 300 тенкӗ укҫана кӑларса илнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ, кӗтӳҫсен ҫуртӗнче хуп турттарнӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑм Саруй ялӗнчи хӑйӗн пӗлӗшӗн укҫине вӑрланӑ. 45 ҫулти хӗрарӑм ӳсӗр арҫын ҫывӑрса кайсан шӑлавар кӗсйинчен 2 пин тенкӗ кӑларса илнӗ. Хӗрарӑм хӑй те ӳсӗр пулнӑ. Вӑрланӑ укҫана вӑл пӗтерме ӗлкӗрнӗ. Район сучӗ хӗрарӑма 400 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
hab.mk.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗ общество апатланӑвӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмешкӗн маска тӑхӑнма сӗннӗ. Кун пирки асӑрхаттарса ҫырнӑ ҫырусене пӗтӗм организацие ҫитернӗ. Вируса сарӑлма парас мар тесе общество апатланӑвӗн организацийӗсенче ӗҫлекенсене дезинфекци тума, маска тӑхӑнма, дистанцие пӑхӑнма ыйтнӑ. Аса илтерер: юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |