Пӑтӑрмахсем
"На связи" форумри сӑн Паян кӑнтӑрла Шупашкарта автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ. Автобус Мир проспектӗнче «Иван Яковлев проспекчӗ» чарӑнура хыпса илнӗ. Малтан хыҫалти пайӗ, мотор вырнаҫнӑ ҫӗрте, ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм хӑвӑртах сарӑлнӑ. Транспорт 10 минутра ҫунса кӗлленнӗ. Пӑтӑрмахра ҫынсем шар курни пирки пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru порталти сӑнӳкерчӗк Шупашкарти 5-мӗш гимназире ҫуллахи ИТ-лагерь уҫӑлнӑ. Вӗсемпе ӗнер республикӑн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина тӗл пулнӑ. Унпа калаҫӑва ирхи апат евӗр йӗркеленӗ. 13-17 ҫулсенчи ҫамрӑксем икӗ эрне хушшинче опытлӑ педагогсем пулӑшнипе программӑлама вӗренӗҫ. Вӗсем Python программа чӗлхине ӑша хывӗҫ. Пултаруллӑ ҫамрӑк яш-кӗрӗмпе тата хӗр-упраҫпа паллашма «Лидер софт – внедренческий центр» обществӑн директорӗ, «Чӑваш Енӗн IT-кластерӗ» ассоциацин ӗҫ тӑвакан директорӗ Марина Мандракова, ҫавӑн пекех «ISERV» тата «Экспа софтвар» компанисенче ӗҫлекенсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
vsegda-pomnim.com сайтри сӑн Роспотребнадзор кӑҫал 6 уйӑхра Чӑваш Енре атмосфера сывлӑшӗн 2900 ытла пробине илнӗ. Пурте вӗсем нормативпа килӗшсе тӑнӑ. Кранран юхакан шыва та тӗрӗсленӗ. Вӑл та лайӑхланса пырать. Ку кӑтарту Раҫҫейри пӗтӗмӗшле кӑтартуран та лайӑхрах пулнине палӑртнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр сывлӑшӑн 8300 ытла пробине илнӗ. Хулара илнӗ сывлӑшӑн 0,1 проценчӗ гигиена нормипе килӗшсе тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти уҫӑ бассейнра, аквазонӑра, 5 ҫулти арҫын ача путнӑ. Вӑл унта амӑшӗпе пынӑ, аслисен бассейнӗнче вӗрсе хӑпартнӑ ҫаврашкапа ишнӗ. Шыв тарӑнӑшӗ 1 метр та 40 сантиметр пулнӑ. Тӑрук ача путнӑ. Ӑна шыв тӗпӗнчен ҫӑлавҫӑ кӑларнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫитсен ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Хальлӗхе вӑл тӑна кӗмен-ха, комӑра выртать. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Аквазонӑна вара тӗрӗслӗҫ. Следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта Хула кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл кун Ленин проспектӗнче тата Карл Маркс урамӗнче Пултарулӑх бульварӗ уҫӑлӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр та хутшӑнӗ. Социаллӑ учреждени «Хастар юхӑмпа» арт-пулӑм хатӗрленӗ май иртен-ҫӳрене виҫӗ лапама илӗртӗ: спорт лапамӗ, пултарулӑх мастерскойӗ тата ӑсталӑх лаҫҫи. Пултарулӑх мастерскойне хутшӑнакансем пантомима спектакльне кӑтартӗҫ. Ӑсталӑх лаҫҫинче вара чӑваш пуканине ӑсталама вӗрентӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн Республикӑра 5 ҫулта 247 яхӑн шкула тӗпрен юсама палӑртнӑ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ. Пӗлтӗр 53 шкула ҫӗнетнӗ. Кӑҫал тата ҫитес ҫул 31 шкула юсама палӑртнӑ. Ҫитес ҫул хушма укҫа пулсан 22 шкула ҫӗнетӗҫ. 2024-2025 ҫулсенче 141 шкулта тӗплӗ юсав ирттермелле. Ҫапла майпа 5 ҫулта республикӑра кивӗ шкулсем юлмалла мар. Хальлӗхе 119 шкул тӗлӗшпе экспертиза хатӗр. Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Комсомольски районӗсенчи 9 шкул документацине ҫеҫ экспертизӑна халӗ те яман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Раҫҫейре «Амӑшӗ Героиня» ята ҫирӗплетнӗ. Кам тивӗҫейӗ-ха ӑна? 10 ача е ытларах ҫуратнӑ, воспитани панӑ амӑшӗсем. Ҫак ятсӑр пуҫне 1 миллион тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Анчах условисем пур. 10-мӗш ача ҫуралсанах «Амӑшӗ Героиня» пулаймӑн. Ҫав ачан 1 ҫул тултармалла. Кунсӑр пуҫне аслисен пурин те чӗрӗ пулмалла. Анчах ҫӗршыва хӳтеленӗ чухне хыпарсӑр ҫухалнӑ е вилнӗ, теракт е инкеклӗ лару-тӑрура пурнӑҫран уйрӑлнӑ, контузие пула чӗри тапма пӑрахнӑ ачасене шута илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
forum.na-svyazi.ru форумри сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Чӑваш Енри хуҫалӑхсенчен пӗринче хӑяра «самолётпа» татаҫҫӗ. Кун пирки «ОТР» телеканал пӗлтернӗ. Ятарлӑ платформӑна тракторпа ҫыхӑнтарнӑ. Пахчаҫимӗҫе татакансем ҫав платформа ҫине выртса тухаҫҫӗ, трактор малалла кайнӑҫемӗн хӑяр тытса пыраҫҫӗ. Асӑннӑ ятарлӑ хатӗр ҫӗртен 40-50 сантиметр ҫӳллӗрех. 12 хӗрарӑм выртса ӗҫлет, пахчаҫимӗҫ аври те хуҫӑлмасть. Хӑяра васкаса татма тивет. Ӗҫ укҫи сменӑра 1000 тенке яхӑн ларать. Сезон вӗҫленсен Иван Семёнов фермер преми пама шантарать. Ятарлӑ техникӑпа хӑяр татни хӑйне те пайталлӑ. Унччен вӑл гектартан 15-20 тонна пахчаҫимӗҫ туса илнӗ пулсан халӗ, хӑяр авӑрӗ хуҫӑлса пӗтменрен, тухӑҫ гектартан 60-70 тонна тухать. Фермерӑн хуҫалӑхӗнче – хӑяр татмалли виҫӗ трактор. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннине палӑртнӑ. Вӑл Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗ Елена Бадаева пулӗ. Ҫапла йышӑннӑ паян иртнӗ ларура депутатсем. «Уҫӑ хула» порталта сасӑлава хутшӑнакансен 70 проценчӗ Елена Бадаевӑшӑн сасӑланӑ. Ӑна ҫурлан 18-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче иртекен пухура чыслӗҫ. Аса илтерер: ку ята тивӗҫессишӗн унсӑр пуҫне Чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч, «Отделфинстрой» тӗп директорӗ Александр Черкунов кӗрешнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑвашсем укҫана кредит учрежденийӗсенче упраҫҫӗ. Тӗрӗссипе, чӑвашсем ҫеҫ мар, пирӗн республикӑра пурӑнакан ытти наци ҫыннисем те. Раҫҫей банкӗн регионти уйрӑмӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен ҫыннисем саппас укҫана банкра тытма кӑмӑллаҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен, ун пек «кӗмӗл» виҫи – 250 миллиарда яхӑн тенкӗ. Асӑннӑ цифра пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 17,2 процент нумайрах, кӑҫалхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчинчен 5,3 процент ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |