Персона
![]() Юрий Сементер. ВКонтакте халӑх тетелӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Юрий Сементер чӑваш халӑх поэчӗ ҫырнисен черетлӗ: улттӑмӗшпе ҫиччӗмӗш томӗсене — кӑларма хатӗрленет. Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи Леонид Петров халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть вӑл Юрий Сементер патӗнче ӗҫпе пулнӑ. «Поэтӑн ӑс-хакӑлӗ – янкӑр, ҫав хушӑрах чуна ҫунатлантаракан темле ачаш хӗлхемӗ – чӑппи таранах тулли. Вӑл пӗр чарӑнми, пӗр кун сиктерми халӗ те ҫаплах сӑвӑ тӗнчинче ҫине тӑрса ӗҫлени питӗ тӗлӗнтерчӗ. Теме те курать, темле илеме те шыраса тупма пӗлет унӑн туйӑмлӑ варкӑш ҫилӗ. Вӑйне шеллемесӗр ӗмӗрсен тӗтрийӗ витӗр таҫта та ҫитет, унталла-кунталла пӗрмай кумать…», — ытарлӑн ҫырса кӑтартнӑ Леонид Петров. «Тӗлӗнмелле те, унӑн чунӗ, чӗрийӗ, кӑмӑлӗ унчченхинчен те вӗрирех пулӗ. Пӗртте лӑпланса ларма пӗлмест, ыранхи пиркиех шухӑшлать. Ҫырнисен пуххин пит калӑплӑ улттӑмӗш, ҫиччӗмӗш томӗсене (пиллӗкӗшӗ пичетленнӗ!) кӑларас пирки вӑй-халне шеллемесӗр малалла ӗҫлет», — пӗтӗмлетнӗ чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Владислав Кириллов старницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пушкӑртстанра пурӑнакансем чӑваш спектакльне кураҫҫӗ. Унти Суук-Чишма ялӗнчи культура ҫуртӗнче «Ӗмӗт» чӑваш театрӗ ӗҫлет. Нумаях пулмасть вӑл Владислав Кирилловӑн «Ҫулсем иртсен, кунсем юлсан» пьеси тӑрӑх спектакль лартса унпа коллектив халӑх театрӗ ята хӳтӗленӗ. Пьеса авторӗ, Шупашкар районӗнчи Апашра пурӑнакан Владислав Кириллов халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, театр режиссёрӗ — О. Андреева. Спектакльте салтака ӑсатнине «Шевле» чӑваш фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — С. Матвеева) кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти "Ковчег" зоокӗтесри Сеньӑпа Сима ятлӑ сӑвӑрсем кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӑраннӑ. Халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, вӗсем ирех хӗл ыйхинчен вӑрансан ҫуркунне хӑвӑрт килӗ. Сӑмах май, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче сӑвӑрсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак чӗрчунсем пӗлтӗр ҫак уявран ҫывӑрса юлнӑ, нарӑс уйӑхӗн варринче кӑна вӑраннӑ. Тепӗр халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче сӑвӑр хӑйӗн мӗлкине курман тӑк ҫуркунне часах килӗ. Кӑҫал вара нарӑсӑн 2-мӗшӗнче уяр ҫанталӑк пулман. Эппин, ҫуркунне инҫех мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Етӗрне районӗнче Land Rover Discovery машина пӑр айне кайнӑ. Малти кустӑрми пӑр айне кайсан водитель салонран тухма, япалисене илсе тухма ӗлкӗрнӗ. Кайран машина вӑйлӑрах путнӑ. Ку хыпара "Рыбалка Чувашии" ушкӑн пӗлтернӗ. Апла водитель пулла килнӗ пулнӑ. 17 сехет тӗлне машинӑна тракторпа туртса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян ҫӗрле Сӗнтӗрвӑрри хулинче Куйбышев урамӗнчи харпӑр ҫуртра пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫулӑм электропралукран тухнӑ. Шел те, пушарта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хӑй тӗллӗн утса ҫӳреймен ватӑ хӗрарӑм пушартан тухайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкарта полицейскисем ҫӳллӗ хутри балкон перили ҫинче ларакан арҫынна ӳкме паман. Ҫакна ӳкернӗ видеона "Про Город" хаҫат хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 74-мӗш ҫуртра паян 15 сехетре пулнӑ. Арҫын 15-мӗш хутри балкон ҫине тухнӑ, перила ҫине ларнӑ. Юрать-ха, полицейскисем ӑна вӑхӑтра унтан илсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал та йӑлана кӗнӗ "Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ" Пӗтӗм Раҫҫейри чупу иртӗ. Йӗлтӗр спортне юратакансем нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пухӑнӗҫ. Шупашкарта тӗп лапам Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗ пулӗ. Вӑл Пристанционнӑй урамӗнчи 10-мӗш "а" ҫуртра вырнаҫнӑ. Чупӑва хутшӑнас тесен сывлӑх йӗркеллех пулнине ҫирӗплетекен справка илмелле. Ӑмӑрту 9 сехет ҫурӑра пуҫланса 11 сехетре вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Раҫҫейри чӑвашсен федераци автономийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Мускаври кино ҫуртӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫине, телертӳҫӗне тата кино ӑстине Марина Карягинӑна халалланӑ каҫ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫав каҫ поэтӑн ҫӗнӗ кӗнекине хакланӑ, Марина Карягина ҫинчен документлӑ фильм кӑтартнӑ. Пултаруллӑ чӑваша Раҫҫейри чӑвашсен федераци автономийӗн хастарӗсем те саламланӑ. Пӗрлешӳ ертӳҫин Леонид Черкесовӑн тав сӑмахне автономи пайташӗ, тӗнче спорт маҫтӑрӗ Олег Захаров илсе ҫитернӗ. Автономи сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш чӗлхи — питӗ пуян, уникаллӑ чӗлхе, пӑлхар ушкӑнне кӗрекен авалхи чӗлхесенчен пӗртен-пӗр чӑваш чӗлхи чӗррӗн сыхланса юлнӑ. Этемлӗх, тӗнче ҫак чӗлхене упрамасан, аталанса пурӑнма пулӑшмасан, ку турӑ умӗнчи пысӑк ҫылӑх пулнӑ пулӗччӗ», – тенӗ Марина Карягина уява пухӑннисене тав туса, тӑван чӗлхемӗре упраса пурӑнма сунса. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Мари Элте "Звениговский" сысна ферминче сыснасем вилнӗ. Ҫакна ӳкернӗ видео паян тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ. Роспотребнадзорӑн Чулхула облаҫӗнчи тата Мари Элти управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫӗрле сысна ферминче ангарсен вентиляци тытӑмӗн ӗҫӗ йӗркерен тухнӑ. Ҫавна май 1600 ытла сысна вилнӗ. Вилнӗ выльӑха ҫунтарса ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ҫанталӑк сивӗтсе пырать. Ҫитес 4 кунра юр ҫумӗ, ҫил вӑйлӑ вӗрмӗ. Пирӗн еннелле сивӗ сывлӑш килнӗрен сывлӑш температури те пӗчӗкленсе пырӗ. Кӑнтӑрласерен 5-10 градус, ҫӗрлесерен 15 градус пулӗ. Тунтикун каҫхине 20 градус е тата сивӗрех пулӗ. Сивӗ нумая тӑсӑлмӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче циклон килӗ. Ун чухне юр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланнӑран ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Термометр ӑшӑрах кӑтартсан та сивӗрех пек туйӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |