Персона
Виктор Чугаров сӑнӳкерчӗкӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗнче ӗҫленӗ тата чӑваш парламенчӗн экс-председателӗ пулнӑ Лев Куракова асра тытса Шупашкарта тата тепӗр асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Хальхи — хулари Ленинград урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче. Унта Лев Кураков 1991 ҫултан пуҫласа хӑй ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайиччен пурӑннӑ. Пӗрремӗш асӑну хӑмине Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ (вӑл Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) ҫине ҫакса хунӑччӗ. Иртнӗ ҫулхи ҫу уйӑхӗнче республикӑн тӗп хулинчи Университет микрорайонӗнчи бульвар ятне Кураков ятне панӑ. Лев Кураков 2020 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче вилнӗ. Вӑл ун чухне 77 ҫулта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
orum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Шупашкарти хӑш-пӗр урамра шыв юхса выртнӑ. Ку хыпара «Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ. Эгер бульварӗнчен пуҫласа Хевеш тата Ленинла комсомол урамӗсем патне ҫитичченхи лаптӑкра ӗнер шарлаттарса шыв юхнӑ. Ун пекки хулара маларах та пулнӑ. Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи ҫӗрле, Кӑкшӑм урамӗнчен Яковлев проспектне кайнӑ ҫӗрте шыв юхса выртнӑ. Ҫавсен сӑлтавӗ коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑнма пултарнӑ. Кун пек шартламара шыв пӑрӑхӗсем ҫурӑлса каясси те часах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
gazeta-n1.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Шупашкарти полицейскисем "Вихрь" перфоратор йӑтса утакан арҫынна асӑрханӑ та ӑна тытса чарнӑ. Вӗсем инструмент камӑн пулнипе кӑсӑкланнӑ, мӗншӗн тесен унӑн документсем пулман. Куславккара ҫуралса ӳснӗ 28 ҫулти арҫын, судпа пӗрре кӑна мар айӑпланнӑскер, перфоратора тӑванӗсенчен вӑхӑтлӑха илнине каланӑ. Анчах кайран ҫакӑ палӑрнӑ: 1 сехет каялла вӑл ӑна Хевеш урамӗнчи хваттертен илсе тухнӑ-мӗн. Унсӑр пуҫне телефон, кроссовка, духи йӑкӑртнӑ. 40 ҫулти кил хуҫине 5 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине "Шупашкар - Сӑр" автоҫул ҫинче хӗрарӑм-водителӗн машинин аккумуляторӗ пӗтнӗ те транспорт чарӑнса ларнӑ. Хӗрарӑм ача кӗтет, салонра пассажирсем те пулнӑ. Ҫав йышра - ача та. Юрать, водитель телейне ҫывӑхра ҫул-йӗр патрулӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Вӗсем эвакуатор киличчен хӗрарӑмӑн машинине ӑшӑтма пулӑшнӑ, пассажирсене шӑнса хытасран хӑтарнӑ. "Тӗлӗнтермӗш, урӑхла калама ҫук", - ҫапла палӑртнӑ ШӖМ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
(«Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» драмӑна вуласан - «Тӑван Атӑл», 2022, 12) Икӗ пайлӑ, вунӑ курӑнуллӑ драмӑри ӗҫсем пӗтсе ларнӑ ялта 1994 ҫул хыҫҫӑн пулса иртеҫҫӗ. Ҫухалса пыракан ялсен шӑпи Арсений Тарасов прозинче («Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» калавра, сӑмахран) тахҫанах палӑрнӑчччӗ. Каллех ҫав тема, ҫав ырату. «Ялӗнче пӗр чӗрӗ чун юлман. Эпӗ те Ульха пур. Тата кам? Ӳсӗр Палля ӗнтӗ. Тата манӑн икӗ сурӑх»,-тет ватӑлса ҫитнӗ Ҫарахви карчӑк. Унӑн юратнӑ упӑшки Элекҫей вӑрҫӑра нимӗҫ тыткӑнне лекнӗ, хӑтӑлса тухсан каллех тӑшманпа ҫапӑҫнӑ. Пурнӑҫ ӗмӗр тӑршшӗпех пусса тӑнӑ ӑна. Колхоз председателӗ, саккунлӑ вӑрӑ, партийцӑ Палля «ҫӑварлӑхланман» Элекҫее, ҫӑхав ҫырса, тепӗр хут тӗрмене тыттарса ярать. Саманан йӗксӗк йытти Палля. Ӑна ашшӗ пӑхман. Ҫарахви амӑшне качча илейменнишӗн арӑмӗпе ачи айӑплӑ, имӗш. Ашшӗне кулак тесе Ҫӗпӗре ӑсатнӑ чухне Палля интернатра пурӑннӑ. Вӗсен кил-ҫуртне колхоза панӑ. Кайран ҫав пӳртре Ҫӑрахвисен ҫемйи пурӑнмалла пулса тухнӑ. Хӑй колхоз председателӗ чухне Элекҫейпе Ҫарахвие урӑх яла кӑларса яма хӑтланнӑ. |
Республикӑра
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Козлов Евгений Владимирович пулла кайсан ҫухалнӑ. Вӑл унта кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре тухса кайнӑ. 1983 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна "Лиза Алерт" ушкӑн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Вӑл ӑҫталла пулӑ тытма кайни паллӑ мар. Килтен кайнӑ чухне сӑрӑ костюм, сӑрӑ тӗслӗ атӑ, хура ҫӗлӗк тӑхӑннӑ пулнӑ. Шырав ӗҫӗнче хастарсем кирлӗ. Информацие пӗлтермелли телефон номерӗ: 8 (800) 700-54-52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
fb.ru сайтри сӑн Банкра ӗҫлекен бухгалтер газ компанине инвестици хывас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ултавҫӑсене 1,5 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ. 48 ҫулти хӗрарӑм пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче курнӑ. Раштавӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 3-мӗшӗччен тӗрлӗ счет ҫине 1,5 миллион тенке яхӑн куҫарнӑ. Ҫыннисен ячӗсем кунти пек пулманни те ӑна чарман. Хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлансан полицие пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта Шевченко урамӗнче общежити ҫунни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: ҫунакан ҫуртран 26 ҫынна эвакуациленӗ, ҫав йышра 10-шӗ - ачасем. Хӑш-пӗр ҫынна тухтӑрсен палӑшӑвӗ кирле пулнӑ. 19 ҫулти хӗрӗн сывлӑхӗ йывӑр пулнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн ҫӗрӗпе кӗрешнӗ. Анчах, шел те, ӑна ҫӑлма май килмен, вӑл кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче сывлама чарӑннӑ. Унпа паян ӗмӗрлӗхех сыв пуллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян шартлама сивве пула республикӑри 7 ял электроэнергисӗр тӑрса юлнӑ. ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав 7 ялта 763 кил, вӗсенче 1591 ҫын пурӑнать. Ҫав йышра - социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 3 объект. Электроэнерги аварийӗ Муркаш, Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсене пырса тивнӗ. Авариллӗ бригадӑсем тӳрех ӗҫе пуҫӑннӑ. 15 сехет те 35 минутра пӗтӗм яла электроэнерги панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Чеб.ру" сайтри сӑн Урамра шартлама сивӗ тӑнӑран Шупашкарта хӑш-пӗр мероприяти пулмассине пӗлтернӗ. Кӑрлачӑн 6-8-мӗшӗсенче Николаев паркӗнче ирттерме палӑртнӑ мероприятисене пӑрахӑҫланӑ. Паян "Амазони" парк ӗҫлемен. Ахӑртнех, вӑл ыран та хупӑ пулӗ. "Планетари" кӑна ӗҫлӗ. Лакрей вӑрманӗнче Раштав уявӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене те пӑрахӑҫланӑ. Унта паян тата ыран аттракционсем ӗҫлемеҫҫӗ. Ыран ветерансен хушшинче ирттерме палӑртнӑ йӗлтӗр чупӑвӗ те пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |