Пӑтӑрмахсем
t.me/pcheb_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Кострома тӑрӑхӗнче чӑваш водителӗ инкеке лекнӗ. Ту ҫинчен аннӑ чухне машина прицепӗ айккинелле пӑрӑнса кайнӑ та автомобиль ҫул айккинелле кайса ларнӑ. Йывӑр тиевлӗ пысӑк машинӑна юр ӑшӗнчен йӑпӑр-япӑр ниепле те кӑлараймӑн. Ҫитменнине тата хӗллехи кун урамра часах шӑнса кӳтӗн. Инкек вырӑнне вырӑнти йӗрке хуралҫисем ввскавлӑн пырса ҫитнӗ. Иван Лебедев тата Валентин Смирнов инспекторсем ытти транспорта иртсе ҫӳреме май туса панӑ, чӑваш водительне вӗри чейпе хӑналанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Евгения Егорова мамӑкран ёлка валли теттесем ӑсталать. Телеграмри «Земляки|Ентешсем» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм хӑй тӗллӗн ӗҫлет. «Манӑн бизнес» организацире ӑна тавар туянакансене илӗртме вӗрентнӗ. Ун пирки халӗ чылайӑшӗ пӗлет тесе хыпарланӑ эпир маларах асӑнса хӑварнӑ каналта. Евгения Егорова тренер пулса ӗҫлет. Вӑл — пауэрлифтинг енӗпе спорт мастерӗ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн алли те ылтӑн. Ҫӗрмамӑкран тӗрлӗ пукане ӑсталаканскер вӗсене чӑвашла та капӑрлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Регнум" сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр компани директорӗ виҫӗ ӗҫченне шалу тӳлемен. Ӑна куншӑн явап тыттарма палӑртнӑ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, компанин укҫи пулнӑ. Анчах директор виҫӗ ӗҫченне икӗ уйӑхран ытларах шалу тӳлемен. Пӗтӗмпе - 440 пин тенкӗ. Ҫак компани ертӳҫине штраф тӳлеттерме е 3 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ ҫул умӗн, иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче, Шупашкарти лавккасенчен пӗринчен вӑлча вӑрланӑ. Ленинла Комсомол урамӗнче вырнаҫнӑ магазинтан 25 банка хӗрлӗ вӑлча ҫухалнӑ. Укҫа ҫине куҫарса шутласан, тӑкак 10 пин тенке яхӑн ларнӑ. Пӑтӑрмах пирки сутуҫӑсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ хыҫҫӑн пакунлисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халь йӗри-тавра камерӑсем лараҫҫӗ те, часах вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Вӑл 22 ҫулти ҫамрӑк пулнӑ. Каччӑ унччен те пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Пакунлисене хайхискер питӗ ӳкӗннине пӗлтернӗ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫынна тӳрех ӗненсе лартма васкамаҫҫӗ те, каччӑ кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Кадыков урамӗнчи лавккаран тӗрлӗ тавар 6 пине яхӑн тенкӗлӗх вӑрлани ҫиеле тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
yur-gazeta.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм кӳршисене сӑмахпа хӑртнӑшӑн судра явап тытнӑ. Ӑна административлӑ майпа айӑпланӑ. Ҫакӑ паллӑ: пӗлтӗрхи ҫурла, авӑн тата юпа уйӑхӗсенче 47 ҫулти хӗрарӑм аппӑшӗпе йӑмӑкне, 27-ри тата 30-ти хӗрарӑмсене, подъездра пӗрре мар сӑмахпа кӳрентернӗ. Лешсем ҫакна видео ӳкернӗ. Судра 47-ри хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ. Ӑна 3 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян ЧР цифра аталанӑвӗн министрне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ – Михаил Степанов. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Унччен вӑл Цифра министерствин «Информаци технологийӗсен центрне» ертсе пынӑ. Унта 2021 ҫулхи ҫӗртме-юпа уйӑхӗсенче ӗҫленӗ. Аса илтерер: унччен министр Кристина Майнина пулнӑ. Вӑл пирӗн пата Коми Республикинчен килнӗ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн министр тивӗҫӗсене Екатерина Грабко пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сайтри сӑн Паян ирхине 8 сехет те 52 минутра Шупашкарта, Пичет ҫурчӗ умӗнче, автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл 101-мӗш маршртупа ҫӳрекенскер пулнӑ. Автобус Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ. Юрать-ха, ҫунма тытӑнсан пассажирсем тухма ӗлкӗрнӗ. Транспорт капот айӗнчен хыпса илнӗ, питӗ хӑвӑрт ҫунса кайнӑ. Пушара пула ҫав вырӑнта троллейбус линийӗ сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
b17.ru сайтри сӑн Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр Шупашкарти ҫынсем ултавҫӑсене питӗ нумай укҫа куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе - 327 миллион ытла тенкӗ! Ку - рекорд. Пӗлтӗр полицие ултавҫӑсен серепине лекни пирки 1,5 пин ытла заявлени панӑ. Ытларах ҫынсене "банк ӗҫченӗ" тесе улталанӑ. Ун пек ултавҫӑсене шупашкарсем 163 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. 217 ҫын инвестиципе ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ. Вӗсем 76 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Шупашкарти 103 ҫынна "тӑванӗ аварие лекнӗ" тесе улталанӑ. Ҫынсем ҫапла 25 миллион ытла тенкӗ ҫухатнӑ. 80 ытла арҫын хӗрарӑмпа киленес тесе ултавҫӑсене 3 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре шӑпӑрлансем валли чӑвашла пособи хатӗрлесшӗн. Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсенче ӗҫлекен педагогсем валли семинар иртнӗ. Унта шкул ҫулне ҫитменнисен организацийӗсем валли чӑвашла пособи хатӗрлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ача пахчисенче маларах эпир асӑннӑ институт 2019 ҫултанпа «Родной язык – язык матери» (чӑв. Тӑван чӗлхе — амӑшӗн чӗлхи) регионти проекта аталантарать. Ҫавна май чӑвашла меслет пособийӗсем хатӗрленӗ. Семинарта шӑпӑрлансене чӑвашла вӗрентме пособи хатӗрлеме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Шевченко урамӗнчи общежитире кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пушар тухнӑ хыҫҫӑн килсӗр-ҫуртсӑр юлнӑ. Инкекре 19-ти хӗр сӗрӗмпе чыхӑнса вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗтернӗччӗ-ха. Шар курнисене бюджетран 10-шар пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Ӑна илме пурӗ 120 ҫын заявлени ҫырса панӑ, анчах вӗсенчен 79-шӗ ҫеҫ хальлӗхе укҫана илнӗ. Ыттисем кирлӗ документсене тӑратса ҫитермен-мӗн. Инкек общежитири пӳлӗмсенчен пӗринче пурӑннӑ ӳсӗр арҫын пирус туртнине пула тухнӑ иккен. Халӗ ҫынсем вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑн шыраҫҫӗ. Хула ертӳҫисем сӗннӗ хӑш-пӗр ҫуртра пурӑнма условисем начар иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |