Муркаш округӗнчи Ильинка ялӗнчи ватӑ юман тавра хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ. Вӑл – 373 ҫулта, пӗлтӗр Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри йывӑҫ» конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫавна май ана сыватмалли процедурӑсем тумалли сертификат панӑ.
Ҫулла Мускаври экспертсем килсе юмана санитари тӗлӗшпе каснӑ, диагностика тунӑ. Ҫирӗпрех пултӑр тесе тымарне шӗвӗ им-ҫам янӑ. Нумаях пулмасть ун таврашне илемлетмелли проекта хатӗрлесе пӗтернӗ.