Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Улатӑрти хӗрарӑм чӗрепе аптӑранӑ. Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхине санавиаци вертолечӗ ӑна Республикӑри кардиологи диспансерне 40 минутра илсе ҫитернӗ.

Хӗрарӑма унта операци тунӑ, вӑл ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Унӑн чӗрине хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ кардиостимулятор вырнаҫтарнӑ. Халӗ пациентка хӑйне аванах туять, кардиодиспансерта сиплев курсӗ витӗ тухать.

Палӑртмалла: санитари авиацийӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа республикӑри йывӑр чирпе нушаланакан 218 пациентӑн пурнӑҫне ҫӑлма май килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, каҫхи 5 сехетре Хӗрлӗ Чутай салинче инкек пулнӑ – пушарта ҫын ҫунса вилнӗ.

Пушар 1-мӗш Савут урамӗнчи ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑм икӗ хутлӑ харпӑр ҫурта тӗп тунӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫын виллине тупнӑ. Вӑл – 71 ҫулти арҫыннӑн.

Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.

 

Политика

Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов ӗҫрен каясси пирки телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Ку информаци ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 15 сехет иртсен тухнӑ.

Лев Рафинов пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе маларах кайма, ҫамрӑкраххи ҫул уҫма йышӑннӑ.

Вӑл ҫак районтах ҫуралса ӳснӗ. Ӗҫ карьерине кӗҫӗн классен учителӗнчен пуҫланӑ. Кайран салтакра пулнӑ, «Комбинат» совхоз профкомне ертсе пынӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Ҫӗмӗрле районӗн администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/levrafinov/1190
 

Чӑваш чӗлхи
Раҫҫей Правительствин сайтӗнчи сӑн
Раҫҫей Правительствин сайтӗнчи сӑн

Чӑваш Енри икӗ вӗрентекен вӗренӳ тытӑмӗнче Раҫҫей Правительствин премине тивӗҫнӗ. Вӗсем - ЧР Вӗренӳ институчӗн доценчӗ Нина Чернова тата Мускав ҫывӑхӗнчи кӗҫӗн классен учителӗ Людмила Николаева (унччен вӑл Шупашкарти 4-мӗш гимназире нумай ҫул ӗҫленӗ). Премие вӗсем «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ пособийӗсемшӗн тивӗҫнӗ.

Палӑртмалла: кӑҫал 2 миллион тенкӗ премие авторсен 9 ушкӑнӗ (пӗтӗмпе 33 ҫын) илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://government.ru/news/
 

Культура
bangkokbook.ru сайтри сӑн
bangkokbook.ru сайтри сӑн

Ыран – Вӗрентекен кунӗ. Ҫавна май Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ вӗсем валли акци йӗркеленӗ. Театрта Вӗрентекенсен пысӑк эрнине ирттереҫҫӗ.

Акципе килӗшӳллӗн педагогсем театра ҫитсе спектакльсене тӳлевсӗрех курма пултараҫҫӗ. Хӑшӗсене? Александр Пушкинӑн «Евгений Онегин», Александр Островскин «Гроза» хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ постановкӑсене, Елен Нарби чӑваш халӑх юмахӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ инсцинировкӑна. Ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем тӑрӑх лартнӑ префоманса тӳлевсӗр курма пулать.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли 10 пин доза вакцина илсе килӗҫ. Вӗсене пульницӑсене, мобильлӗ пунктсене валеҫсе парӗҫ.

Палӑртмалла: кӑҫал 6,5 пин доза вакцина кӳрсе килнӗ. 5 пинӗшӗ авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче килнӗ. Тепӗр парти вара, пӗрремӗшӗ, ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов каланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗнче пулнӑ.

Аса илтерер: иртнӗ эрнере 505 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 23 пациента стационара сипленме вырттарнӑ.

 

Республикӑра

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Вырӑс географи обществин Чӑваш Енри уйрӑмӗн попечительлӗх канашне ертсе пыма тытӑннӑ. Ку уншӑн пысӑк чыс пулнине вӑл Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Элтепер каланӑ тӑрӑх, попечительӗх канашне йӗркелени обществӑн ӗҫне ҫӗнӗ варкӑш кӗртӗ, тата нумайрах хастар ҫынсене пӗр тӗвве пухма май парӗ. Чӑваш Енри уйрӑм, сӑмах май, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи лайӑххисен йышӗнче, 5-мӗш вырӑнта. Раҫҫейре вара – 21-мӗш вырӑнта.

Чӑваш Енри уйрӑма 2006 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУ ҫумӗнче йӗркеленӗ. Филиалӗсем Сӗнтӗрвӑрринче тата Тӑвайра пур. Кӑҫал тата Ҫӗмӗрлере уҫӑлмалла.

 

Ҫутҫанталӑк

Хальлӗхе Шупашкарта тата ытти хулара хутса ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланман. Хӑҫан ӑшӑ парӗҫ? Ҫанталӑка кура.

Ҫанталӑк вара ҫитес вӑхӑтра сивӗ тӑрӗ. Вырсарникун ҫумӑр нумай ҫӑвӗ – Шупашкарта 1 тӑваткал метр ҫине 1 литр шыв лекӗ. Ҫумӑрпа пӗрле йӗпе юр та ӳкӗ. Мӗншӗн тесен пӗлӗтсен шайӗнче сывлӑш температури 5 градус сивӗ пулӗ. Кӑнтӑрласерен 0-5 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ, каҫхине каштах «минус» пулӗ. Кашни кун тенӗ пек йӗпе юр ҫӑвӗ.

Иккӗмӗш декадӑра ӑшӑ сывлӑш килӗ. Ун чухне 15-20 градус таран ӑшӑтас шанчӑк та пур.

 

Афиша

Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче литературӑри пысӑк пулӑм иртмелле — Раҫҫейри ҫамрӑк мар «Литература хаҫачӗ» периодикӑллӑ кӑларӑмӗн пултарулӑх бригадипе (Мускав хули) тӗлпулу пулӗ.

Вулакансемпе, ҫыравҫӑсемпе тата калем ӑстисемпе йӗркеленӗ тӗлпулӑва ҫитӗҫ:

• Литература хаҫачӗн политикин пайӗн редакторӗ Олег Пухнавцев;

• хаҫатӑн ятарлӑ проекчӗсен ертӳҫи, вырӑс литература пӗрлӗхӗн председателӗ Александр Чистяков;

• пирӗн ентеш, Канаш хулинче ҫуралса ӳснӗ Сергей Ефимов сӑвӑҫ.

15:00 сехетре сире пурсӑра та «ГИПЕРТЕКСТ» литература премийӗн хӑтлавӗнче тата Сергей Ефимов поэтпа, офицерпа, «Литература хаҫачӗн» харӑсах икӗ преми лауреачӗпе йӗркеленӗ пултарулӑх тӗлпулӑвӗнче (Офицер сӑввисем) кӗтетпӗр.

Премин ҫӗнӗ сезонӗ пирки калаҫӑпӑр, хутшӑнмалли условисем ҫинчен каласа парӑпӑр. Кайран вара лайӑх сӑвӑсем итлӗпӗр.

Сергей Александрович хӑйӗн ҫӗнӗ «Болит ребро, не ставшее тобой» кӗнекипе паллаштарӗ.

Ҫапла вара, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче (Ленин пр., 15-мӗш ҫурт) юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 15:00 сехетре тӗл пулатпӑр!

Пырӑр! Интереслӗ пулӗ!

Малалла...

 

Афиша
Кӗнеке хуплашки
Кӗнеке хуплашки

Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче чӑвашcен паллӑ этнографӗ, историкӗ, философӗ, педагогӗ, ҫыравҫи, фольклорҫи, литература тӗпчевҫи, тавра пӗлӳҫи, «Чуваши Казанского Заволжья» тата «Чӑваш халӑхӗн историйӗ» монографисен, «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-и, каймӗ-ши? эссе авторӗ Гурий Иванович Комиссаров (Вантер) ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитрӗ. Шӑпах ҫак кунсенче унӑн Ҫырнисен пуххин I томӗ пичетленсе тухрӗ. Ӑна Г.И. Комиссаров (Вантер) ячӗллӗ фонд кӑларнӑ, пухса хатӗрлекенсем: фонд президенчӗ В.В. Комиссаров тата истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ А.П. Леонтьев. Кӗнекене ӑсчахӑн истори, этнографи, фольклор, литература тӗпчевӗн ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн Ӑслӑлӑх архивӗнче ал ҫыру халлӗн упранакан ӗҫӗсем кӗнӗ.

2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, эрнекун, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче (1-мӗш хут, 119-мӗш пӳлӗм) ҫӗнӗ кӗнекен хӑтлавӗ иртет. 14 сехетре пуҫланать. Йыхравлатпӑр.

 

Страницӑсем: 1 ... 565, 566, 567, 568, 569, 570, 571, 572, 573, 574, [575], 576, 577, 578, 579, 580, 581, 582, 583, 584, 585, ... 4025
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 08

1947
78
Будников Александр Михайлович, сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...