Персона
![]() litrossia.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк «Литературная Россия» интернет-порталта пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Последний истинный чуваш?» ятлӑ статья пичетленсе тухнӑ. Ӑна Иосиф Дмитриев-Трер актёра, режиссёра, педагога, сӑвӑҫа, куҫаруҫӑна, авалхи чӑваш юррисене хитре ӑста шӑрантарнӑ пултаруллӑ ҫынна халалланӑ. Статья авторӗ — Атнер Хусанкай. Иосиф Трер, Атнер Хусанкай калашле, чӑн та хӑйне евӗр ҫын пулнӑ. Ун пеккисем пинте кӑна мар, темиҫе пинте те пӗрре пулӗ. Статья ятне ыйту паллипе ҫырни автор Иосиф Трер пек ҫын, тен, таҫта такам татах та тупӑнасса шаннине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() sovch.chuvashia.com страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Алексей Ургалкин ҫуралнӑранпа 113 ҫул ҫитрӗ. Юбилей мар пулин те сумлӑ ҫын ҫинчен аса илмеллех. Алексей Ургалкин (17.03.1910-07.11.1981) — Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1945), Чӑваш АССР халӑх артисчӗ (1950), РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1957), РСФР халӑх артисчӗ (1968), СССР халӑх артисчӗ (1976). Чӑваш драма театрӗнче вӑл 1936 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Пурӗ 65 ҫул ӗҫленӗ вӑл унта. Ӑна режиссёрсем те, куракансем те юратнӑ. ...«Советская Чувашия» хаҫатра пичетленнӗ Гадина Сидорован «Артист из гущи народной» статйи куҫ тӗлне лекрӗ. Унта палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, Алексей Ургалкин калӑпланӑ сӑнарсене Фаина Романова театровед тӑрӑшса тунӑ скульптура произведенийӗсемпе танлаштарнине вуласа пӗлме кӑсӑклӑ пулчӗ. Ҫӗнӗ сӑнара калӑплама тытӑниччен артист ӑна малтан хут ҫине ӳкерсе хунӑ иккен: сӑмсине, куҫне, ҫӳҫӗ-пуҫӗ епле пулнине. Кайран ҫеҫ Ургалкин ҫав сӑнар тавра ӗҫлеме тытӑннӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ гастроле тухса кайма хатӗрленет. Унта вӑл 54 ҫынран тӑракан пысӑк йышпа кайӗ: хор, балет труппи, оркестр. Артистсем Тутарстанри, Удмурт Республикинче тата Киров облаҫӗнчи сценӑсем ҫине тухӗҫ. Пӗрремӗш концерт Ижевск хулинче пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртӗ, 30-мӗшӗнче — Ҫыранҫи Чаллӑ хулинче, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче артистсем Кировра пулӗҫ, ҫав уйӑхӑн 4-мӗшӗнче — Чистополь хулинче. Ансамбль солистки Ольга Дубинина «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, гастроль артистшӑн сывлӑш пекех кирлӗ. Урӑх ҫӗре ҫитсе концерт кӑтартни питех те паха. Унта — ҫӗнӗ публика, ҫӗнӗ залсем, хавхаланма ҫӗнӗ кӑмӑл-туйӑм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Улатӑр районӗнче хӑш-пӗр ялта ейӳ сарӑлма пуҫлани пирки ҫӑлав службине пӗлтерӳ ҫитнӗ. Сӑр, Бездна, Улатӑр юханшывӗсенче шыв шайӗ хӑпарма пуҫланӑ. Ейӳ сарӑлнӑ ялсем ҫак юханшывсен хӗрринче вырнаҫнӑ. Ку Пенза шыв управӗнчи шыв шайӗ хӑпарнипе. Ҫавӑн пекех Сӑра шыв нумайрах кӗме тытӑннӑ. Ейӳ сарӑлма пуҫланӑ ялсене 10 ҫӑлавҫӑ ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех унта 3 теххатӗр, ишмелли 3 хатӗр пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ умӗн (ӑна пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ) пирӗн республикӑра кӑҫал та «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртӗ. Ӑна сумлӑ специалистсем хаклӗҫ. Тӳресен йышӗнче — аякран чӗнсе илнӗ 3 театр критикӗ: искусствоведени кандидачӗ, А.П. Чехов ячӗллӗ МХАТӑн илемлӗх ертӳҫин пулӑшуҫи, МХАТ шкул-студин искусствоведени кафедрин, Сцена ӳнерӗн ӗҫченӗсен Г.Г. Дадамян ячӗллӗ аслӑ шкул-студийӗн доценчӗ Павел Руднев; музыка тата театр критикӗ, Хальхи вӑхӑтри хореографин «НА ГРАНИ» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗн арти-директорӗ, «Ылтӑн маска» театр премийӗн экспертсен канашӗн тата жюри членӗ Лариса Барыкина; театр критикӗ, театр историкӗ, Раҫҫейри театр ӳнерӗн — ГИТИСӑн ют ҫӗршыври театрсен историйӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ Анастасия Иванова. Конкурса 6 театрӑн 10 спектаклӗ хутшӑнӗ. Вӗсене 7 номинаципе хаклӗҫ: «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль», «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль»; «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ»; «Арҫыннӑн чи лайӑх сӑнарӗ»; «Чи лайӑх сценографи»; «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнар»; «Музыка енчен чи лайӑх илемлетнӗ спектакль». Ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм тӗнчери татр кунӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи икӗ ҫын Ҫӗпӗр язвипе чирлени пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр: унта арӑмӗпе упӑшки вӑкӑр пуснӑ чухне суранланнӑ. Выльӑх вара чирлӗ пулнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм хӑйсене япӑх туйма пуҫласан пульницӑна кайнӑ. Унччен вара вӗсем 500 килограмм какая сутса ӗлкӗрнӗ. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, чикансене сутнӑ. Лешсем халӗ ӑҫта пулни паллӑ мар. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑкӑр лавккаран туяннӑ апата пула чирлеме пултарнӑ. Республика ертӳлӗхӗ лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать. Арҫынпа хӗрарӑм Кивӗ Тутайкасси ялӗнчен. Вӗсем хӑйсене йӗркеллӗ туяҫҫӗ. Ялта вара карантин пулнине палӑртнӑ. Специалистсем республикӑри выльӑха тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти троллейбус управленине республика харпарлӑхне пама палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак хушӑва алӑ пуснӑ. Управленипе пӗрле унӑн пӗтӗм куҫман пурлӑхӗ куҫнӑ. Халӗ троллейбус упавленийӗ - патшалӑх унитари предприятийӗ. Унччен вӑл МУП пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине те республика харпӑрлӑхне пама палӑртнӑ. Аса илтерер: тӳре-шара кӑҫал раштав уйӑхӗнче ҫак икӗ хула хушшинче троллейбуссем ҫӳреме пуҫлассине пӗлтернӗччӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() https://vk.com/wall-142632677_70044 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республикӑра паллӑ журналистсенчен пӗри Алексей Кряжинов 75 ҫул тултарнӑ. Медиасферӑра вӑл 46 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Алексей Кряжинов Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх унивреситетӗнчен вӗренсе тухнӑскер пӗр вӑхӑт ВЛКСМ тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Журналистикӑри ӗҫне вӑл 1977 ҫулта «Цивильский вестник» хаҫатри корресподентран пуҫланӑ. Пултаруллӑ калем ӑсти тепӗр 7 ҫултан «Советская Чувашия» хаҫата куҫнӑ. 1990–2011 ҫулсенче Алексей Кряжинов «Московский комсомолец» хаҫатӑн Шупашкарти редакцине ертсе пынӑ. Унтан «Четра» корпоратив журналӗн редакторӗнче 5 ҫул тӑрӑшнӑ. 2016 ҫулта пултаруллӑ журналист «Сурский рубеж» хаҫат учрежителӗпе тӗп редакторӗ пулса тӑнӑ. Алексей Кряжинов статйисене федераци прессинче те пичетленӗ. Вӑл калавсемпе повеҫсем те ҫырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ыран, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче. Арсений Тарасов ҫыравҫӑн «Сутнӑ ҫуртри юлашки каҫ» калавне вулӗҫ. «Васкамасӑр вулатпӑр» мероприятие Чӑваш Республикин халӑх артисткине Наталия Сергеевӑна чӗннӗ. Калава васкамасӑр вуланӑ май ҫийӗнчех тишкерсе пырӗҫ. Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие ҫамрӑксене кӗнеке вулаттарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ideputat.er.ru сайтран илнӗ скриншот Чӑваш Енӗн Патшалӑх ветеринари службине 3 ҫул ертсе пынӑ хыҫҫӑн Константин Викторов ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Паян ку должноҫе Александр Шакин йышӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Патшалӑх ветеринари службинчи хыпар тӑрӑх хакласан, Александр Шакинӑн икӗ заместитель: Николай Харитонов тата Дмитрий Моисеев. Ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, Александр Шакин унччен Тӑвай районӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |