Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян 17 сехет ҫурӑра Шупашкар районӗнче, Кӳкеҫре, авари пулнӑ. Телее, никам та вилмеллех суранланман. Анчах васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем 2 ҫулти ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Авари ҫул ҫаврӑнӑшӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Рено Логан" светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра кайнӑ, "Тойота Рав 4" машинӑпа ҫапӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе республикӑра ӑшӑ ҫанталӑк тӑчӗ. Нормӑран 3,5 градус ӑшӑрах пулнӑ. Пирӗн пата халӗ антициклон килет. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл уйӑх тӑршшӗпех тытӑнса тӑма пултарӗ. Сивӗ ҫанталӑк вӑрах вӑхӑт тӑни юлашки хутчен 2010 ҫулта пулнӑ. 2006 ҫулта чи сивӗ ҫанталӑк пулнӑ. Ун чухне Шупашкарта термометр 34,7 градус кӑтартнӑ. Кӑҫал ҫакнашкалах сивӗ пулма пултарӗ. Ҫанталӑк сивӗтни кӗҫӗрех туйӑнӗ. Ыран ҫӗрле 21-26 градус таран сивӗтӗ. Ҫиле пула тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Ӑна пула канмалли кунсенче 35-40 градус таран сивӗ пек туйӑнӗ. Вырсарникун ҫӗрле Шупашкарта термометр 35 градус кӑтартӗ. Районсенче тата сивӗрех пулӗ. Тунтикун кӑнтӑрла 23-28 градус сивӗ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Патӑрьел районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын амӑшне хӗнесе вӗлернӗ. Пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн вырӑнти тӗпчевҫисем Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӗпчесе пӗтернӗ. Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан арҫын пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи каҫхине ӳсӗр пулнӑ. Ватӑ амӑшӗпе вӑл верандӑра хирӗҫме тытӑннӑ. Ӑна малтан тӗксе янӑ, лешӗ персе ансан пуҫӗнчен хытӑ япалапа хӗнесе пӗтернӗ. Пуҫне суранлатнӑ ватӑ ҫын вилсе кайнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнче ҫӑмӑл машина 71 ҫулти арҫынна ҫапса хӑварнӑ. «Сӑр» автоҫулпа пынӑ «Хендай» водителӗ йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫул варрипе утса пыракан ҫынна вӑхӑтра асӑрхаман, вӑл унтан пӑрӑнса иртме пӑхнӑ-ха, анчах машинӑпа ҫынна пырса лекнӗ-лекнех. Инкек 16 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ. Шар курнӑ Ҫӗмӗрле арҫыннине пульницӑна ӑсатнӑ, анчах вӑл унта темиҫе сехетрен вилсе кайнӑ. Машина рулӗ умӗнче пулнӑ 54 ҫулти арҫын урах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче пӗр машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. «Хендай-Cанта Фе» автомобиль «М-7» федераци ҫулӗпе Хусан еннелле васканӑ. Ишлей ҫул ҫаврӑмне ҫитсен вӑл ҫул айккине тухса кайса кювета чӑмнӑ, машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 54 ҫулти водитель пулнӑ. Ӑна тӗрӗсленӗ те, вӑл эрех сыпнине тупса палӑртман. Салонта водителӗн икӗ хӗрӗ: 6 тата 13 ҫулсенчи ачасем — пулнӑ. Вӗсем аманнӑ. Хӗрачасене пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшенче, Шупашкарти нумай хутлӑ хӑш-пӗр ҫуртри хваттерсем ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Унта пурӑнакансен телейне, вӑхӑтлӑха. Хулан ҫӗнӗ кӑнтӑр микрорайонӗнчи темиҫе теҫетке ҫурта ӑшӑ пама пӑрахнӑ. Ҫав 76 ҫурт Трактор тӑвакансен проспектӗнче, Ленинла Комсомол тата Кадыков урамсенче вырнаҫнӑ. Хулара пурӑнакансене пӗрлехи диспетчер службинче ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ӑшӑ сечӗ сиенленӗ. Ҫавна май ҫуртсенче ҫӗрӗпех ашӑ пулман, ир енне хваттерсем ӑшӑ ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
obrazov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли «Литература вулавӗ» кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 4-мӗш класс валли кӑларнӑ вӗренӳ кӗнекине В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова тата Л.В. Николаева авторсем хатӗрленӗ. Кӗнекене пултарулӑх ӗҫӗсем, илӗртӳллӗ тӗрлӗ хӑнӑхтару кӗртнӗ. Маларах асӑннӑ министерствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, «литература вулавне пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсене усӑ курма ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗ Илья Ильфӑн тата Евгений Петровӑн «Двенадцать стульев» романӗ тӑрӑх лартнӑ мюзикла пырса курма йыхравлать. Ӑна культура учрежденийӗнче кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 14 тата 19 сехетсенче кӑтартӗҫ. Мюзклта Остап Бендер ролӗнче Константин Живулин пулӗ, Владимир Ашмарин Киса Воробьянинов сӑнарне калӑплӗ, Татьяна Васильева — Грицацуева, Чӑваш халӑх артистки Маргарита Финогентова — Петухова, Андрей Именнов — Федор Востриков, Динара Юнисова — Лиза, Анастасия Батюкова — Эллочка, Сергей Степанов — Щукин инженер. Тепӗр тесен, пурне те каласа каяр мар, курма кайсан пӗлме кӑсӑк пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
mordovmedia.ru сайтри сӑн Кӑҫал Чӑваш Енри тепӗр темиҫе яла интернет кӗртсе парӗҫ. Ялӗсене вара нумаях пулмасть, кӗркунне, сасӑлав мелӗпе палӑртнӑ. Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, кӑҫал чи малтан ҫак ялсене интернет кӗртсе парӗҫ: Патӑрьел районӗнчи Упамса ялне, Елчӗк районӗнчи Шӑмалака, Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӗренер ялне тата Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫлине. Кӑҫал пӗтӗмпе 1800 яла иртернетпа тивӗҫтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
cheb-eparhia.ru сайтри сӑн Шупашкарта тӳлевсӗр автобус ҫӳреме пуҫлӗ. Вӑл пассажирсене "Модӑсен ҫурчӗ" чарӑнуран Мускав проспекчӗпе Константин Иванов урамӗ хӗресленнӗ ҫӗрелле кайӗ, унтан - Введени соборӗ патне. Кун хыҫҫӑн автобус каллех "Модӑсен ҫурчӗ" чарӑнӑва кайӗ. Ҫак автобуспах Ҫветтуй Троица мӑнастирьне, Воскресенски храмне ҫитме май пур. "Чӑваш Ен православийӗ" тесе ҫырнӑ автобус кӗлӗ вӑхӑчӗсенче ҫӳрӗ. Кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче автобус чарӑнуран 21 сехетре тапранӗ. Кӗлӗ пӗтсен унпа каялла ҫак чарӑнӑвах килме пулать. Вӑл -тӳлевсӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |